Ҫурла уйӑхне каҫнӑран Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн иртнӗ уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫитӗнӳсене илес пулсан — Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче мӑшӑрсен йышӗ 490 пине ҫитрӗ (+35 009). Тепӗр май каласан, 500 пин мӑшӑрччен нумаях юлмарӗ! Эпир малтанах палӑртса хунӑччӗ: ку кӑтартӑва ҫурмиллиона ҫитернӗ хыҫҫӑн вӗсене Яндекса парӑпӑр, ҫапла май Яндекс.Тӑлмачри куҫару тата та лайӑхланмалла.
Сӑмах май, эпир хамӑрӑн тӑлмача та, http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑскерне, ҫӗнетрӗмӗр. Халӗ вӑл 400 пин мӑшӑр ҫинче вӗрентнипе ӗҫлет. Маларах чӑвашла-вырӑсла моделе ҫӗнетсеччӗ, икӗ кун каялла вара вырӑсла-чӑвашлине ҫӗнӗлле вӗрентрӗмӗр. Енчен те унччен BLEU кӑтарту 32,54 пулнӑ пулсан, хальхинче ӑна 33,8 таран хӑпартрӑмӑр (малалла ӑна хӑпартма питӗ йывӑр. Калӑпӑр, тепӗр ҫавӑн чухлех ӳстерех тесен, сахалран та пӗр 200 пин мӑшӑр хатӗрлемелле (халь эпир +150К хушрӑмӑр)...).
Иртнӗ уйӑхра эпир Владимир Короленкон «Чӗлхесӗр» калавне, Марк Твенӑн «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» повеҫне, Рувим Фраерманӑн «Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен» повеҫне, Михаил Алексеевӑн «Ҫӑкӑртан Асли ҫук» хайлавне тата ыттисене мӑшӑрларӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра вара Николай Никитинӑн «Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗпе», Галина Николаевӑн «Ӗҫҫинче» романӗпе, Антонина Голубевӑн «Уржум ачи» повеҫӗпе, Ванда Васлевскаян «Асамат кӗперӗ» хайлавӗпе ӗҫлетпӗр. Ҫавӑн пекех Жюль Вернӑн «Ҫӗр варрине анса курнине», Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑннине» кӗртме планлатпӑр. Паллах, хамӑрӑн тӑлмача та бета-версине ҫитерме палӑртни пирки манмастпӑр.
Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи утӑ уйӑхӗнче ҫакнашкалтарах ӳсрӗ: текстсен йышӗ 1 807 ҫитрӗ (+12; пысӑк хайлавсене ҫеҫ кӗртсе те...); пуплевӗшсен йышӗ 546 823 ҫитрӗ (+35 562); сӑмахсен йышӗ вара 5 842 026 кӑтартупа танлашрӗ (+368 602).