Раҫҫейре
![]() Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Крымри пансионатра канмашкӑн путевка сутнине курнӑ. Вӑл унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ та ҫемьепе канмашкӑн путевка «туяннӑ». Хайхискер сутуҫӑн счечӗ ҫине 37 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ҫак арҫын ҫемйипе Крымра канаять тетӗр-и? Ҫук ҫав, вӑл ултавҫӑ серепине ҫакланнӑ. Укҫа куҫарнӑ хыҫҫӑн вӑл пансионат сайтне тепре кӗрсе пӑхма шутланӑ, анчах вӑл пулман ӗнтӗ. Хӑйне улталанине вӑл каярахпа пӗлнӗ: пӗр халӑх тетелӗнче ҫак фирма ултавҫӑ пулнине асӑрханӑ. Чӑнах та ҫапла иккен: телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа ҫитеймен, электронлӑ почтӑна блокировка тунӑ. Халӗ ЧР ШӖМӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта арҫын ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ. 78 ҫулти арҫын ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Ку пӑтӑрмах Мир проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ватӑ арҫын хӑйӗн хваттерӗнчи балконран тухса ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ ҫак хапара ЧР ШӖМӗ те ҫирӗплетнӗ. Ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ватӑ арҫынна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫурӑм шӑмми хуҫӑлнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӗҫ-пуҫа судра пӑхса тухнӑ. Ют ҫын сарайне ҫивитти урлӑ кӗрсе икӗ хур вӑрласа тухнӑ арҫын айӑплине ҫирӗплетнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ хуҫи ҫав икӗ хура 1 пин те 400 тенкӗлӗх хакланӑ. Вырӑнти йӗркелӗх хуралҫисем вӑрра кӗске вӑхӑтрах тупса палӑртнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Ют ҫын хуҫалӑхне саккунсӑр майпа кӗрсе пурлӑха вӑрттӑн вӑрланӑ тесе унӑн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулнӑ. Икӗ хур вӑрласа тухнӑ арҫынна ҫирӗп йӗркеллӗ колоние ултӑ уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хурӗсем паянхи кун ӑҫта — кун пирки ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра нимӗн те ҫырман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкарта пурӑнакансене 10-мӗш троллейбус ҫаплах ҫӳреме тытӑнманни пӑшӑрхантарать. Сӑлтавӗ те паллӑ: нарӑс уйӑхӗнче республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хайхи маршрутпа троллейбуссем пӗр эрнерен ҫӳреме тытӑнассине хыпарларӗҫ. Вӑхӑт унтанпа самай иртрӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10-мӗш троллейбус пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна ҫула тухӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм ҫырать. Чукун ҫул вокзалӗпе «Сад» микрорайона сыпӑнтаракан маршрутпа мӑйракасӑр 5 троллейбус ҫӳрессине пӗлтернӗччӗ. Шупашкара тӑваттӑшӗ ҫитнӗ ӗнтӗ, пӗри ҫаплах ҫук. Шупашкарти троллейбус управленийӗ шӑпах ҫав пиллӗкмӗш троллейбус килессе кӗтет иккен. «Шантарнӑ вӑхӑтра поставщик илсе килеймерӗ. Кӳрсе килсен троллейбус тӗрӗслев витӗр тухӗ. Ун хыҫҫӑн вара, пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче, мӑйракасӑр 5 троллейбус 10-мӗш маршрутпа ҫӳреме пуҫласса шанатпӑр», – тенӗ Шупашкар хула администрацийӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ун пуканне 38 ҫулти Денис Паспеков йышӑннӑ. Денис Иванович ку должноҫе йышӑниччен «Госсорткомисси» ертӳҫинче ӗҫленӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Денис Паспекова ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лартасси пирки кӑларнӑ йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Денис Паспеков Чӗмпӗр облаҫӗнчи Тимирязев поселокӗнче ҫуралнӑ. Хусан патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Вӑл — ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрлӗ должноҫре 10 ҫул ӗҫленӗ. Ӳсен-тӑран, механизаци, химизаци тата ӳсен-тӑрана хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен департамент директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлачранпа «Госсорткомисси» ертӳҫинче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Кӗҫнерникун, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче чӑваш эстрадин черетлӗ концерчӗ иртмелле — хӑйсен пултарулӑхӗпе Андрей Емельяновпа Лариса Воронова паллаштарӗҫ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Концертра ҫавӑн пекех ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те пулӗҫ: Александр Ильин, Надежда Юрпи, Сергей Петров, Сергей Королевский тата ыттисем. Андрей Емельянов — Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чалпуҫ районне кӗрекен Лашман ялӗнче ҫуралнӑ. Мӗн ачаран юрлать — ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫне юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ: амӑшӗ фольклор ушкӑнӗнче юрланӑ, ашшӗ баян каланӑ. Андрей Емельянов «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӑн лауреачӗ пулнине те асӑнса хӑварас пулать. Ку ята вӑл 2006 ҫулта тивӗҫнӗ. Унӑн паллӑрах юррисем: «Эп вӗрентӗм халӑхран», «Тутӑр кӗтесси», «Вӑхӑт шӑвать», «Юхать юханшыв», «Эх, чӑвашӑм» тата ыттисем. Билет туянас кӑмӑл пулсан 8-919-665-44-45 тата 8-937-955-89-47 номерсемпе шӑнкӑравлама пултаратӑр. |
Сывлӑх
![]() Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче пурӑнакансем ҫӗнӗ ФАП пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Халӗ ялти фельдшер пацентсене 2007 ҫулта хупӑннӑ шкул ҫуртӗнче йышӑнать. Унччен ял варринче пулнӑ администрацие, клуба та ҫавӑнта, ял хӗррине, куҫарнӑ. Хӑшӗ-пӗрин фельдшер патне ҫитес тесе самай утмалла: 2-3 ҫухрӑм. Лачакаллӑ чухне уйрӑмах йывӑр – ҫула асфальт сарман. Екатерина Алексеева фельдшерта 40 ҫул ӗҫлет. Вӑл хӑйӗн ӗҫне юратать, ку ӗҫе пӑрахасшӑн. Унӑн шухӑшӗпе, ФАП ял варринче пулсан лайӑхрах, ку унӑн ӗҫне те ҫӑмӑллатать. Халӗ Килтӗшре 218 ҫын пурӑнать, вӗсенчен 36-шӗ – ачасем. Ҫынсем ял пухӑвӗсенче мудпункта ял варрине куҫарассине пӗрре мар сӳтсе явнӑ. Кӑҫал ФАП тӑваҫҫех, ун валли вырӑн та хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан мӑшӑр 60 ҫул алла-аллӑн тытӑнса пурнӑҫ ҫулӗпе утать. Йӑлтах уявран пуҫланнӑ: Равиль тата Мэриам Галеевсем Комсомольски районне праҫнике килсен паллашнӑ. Ун чухне каччӑ – 7-мӗш, хӗр -6-мӗш класра вӗреннӗ. Вӗсен туслӑхӗ майӗпен юратӑва куҫнӑ. Галеевсем пилӗк ачан кун ҫути панӑ. Халӗ вӗсен 9 мӑнук, вӗсен 6 ачи пур. Мӑшӑрӑн нимӗнле вӑртӑнлӑх та ҫук: пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнмалла, чӑтӑмлӑрах пулмалла, уйрӑмах – хӗрарӑмӑн. Палӑртмалла: кӑҫал Патӑрьел районӗнче 120 мӑшӑр ылтӑн, изумруд, кевер тата тимӗр туя паллӑ тӑвать. Вырӑнти администраци вӗсенчен 38-шне саламланӑ ӗнтӗ. Ыттисене ҫулла тата кӗркунне иртекен уявсенче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунизм урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫуркунне ҫитнишӗн савӑнмаҫҫӗ ахӑртнех. Ара, виҫҫӗмӗш эрне ӗнтӗ вӗсем ҫурт тӑрринчен шыв аннипе асапланаҫҫӗ. Хваттерсенче пурӑнакансем тумла юхнӑран кравать, шкап ҫине, урайне витресемпе чашӑксем лартса тултарнӑ. Ҫак ҫуртра пурӑнакан Юлия Кононко тулнӑ витресене кашни тӑватӑ сехетрех пушатать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗсем ку таранччен кунашкал шар курман. Хӗрарӑм тӑванӗсем патне вӑхӑтлӑха куҫас патнех ҫитнӗ. Ҫак ҫурта 1961 ҫулта хута янӑ. Управляющи компанийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурт тӑррине 10 ҫул каялла улӑштарнӑ. Ку ҫурт ӑна 2017 ҫулта куҫнӑ, унччен пӑхса тӑнӑ компани ҫурт тӑррине тӗрӗс мар витнӗ имӗш. Паянхи кун шыв чи ҫӳлти хваттерсене кӑна мар, аялтисене те анать. Унта пурӑнакансен сехри хӑпнӑ: нӳрӗпе ҫурт йӑтӑнса ан антӑр кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫичӗ ютра пурӑнсан та тӑван чӗлхене хӗмлентерекен, тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран-лама куҫакан пуян культурине манӑҫтарасран ырми-канми тӑрӑшакансем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пур. Чунӗ ыйтнипе, вӑй-халӗ вӗресе тӑнипе ҫапла ҫунатланаҫҫӗ вӗсем. Тӗмен тӑрӑхӗнче те ун пек хастарсем йышлӑ. Хӑшӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ӗҫлеҫҫӗ. Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ асӑннӑ тӑрӑхри «Пилеш» чӑваш юррин ансамбльне нумаях пулмасть тав тунӑ. Ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова ансамбле тата унӑн ертӳҫине Зоя Беспаловӑна малашне те талпӑнуллӑн ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Ираида Маслова алӑ пуснӑ хутра ҫӗнӗ шухӑш-ӗмӗтпе хавхаланса, тунӑ ҫитӗнӳпе савӑнса пурӑнма, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ инҫӗше ӑнтӑлма, шухӑшласа хунине ыррӑн пурнӑҫлама суннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |