Персона
![]() Раҫҫейре кӑна мар, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ Терентий Дверенин ал ӑсти паян 100 ҫул тултарнӑ. Кун пирки Геннадий Иванов-Орков ӳнер ӑсти Фейсбукра ирех пӗлтернӗ. 2015 ҫулта Иванов-Орков, сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» ятпа кӗнеке те пичетленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ватӑ халӑх пуканисене ӑсталать. Терентий Парамонович 85 ҫул тултарсан пуканесене ӑсталама тытӑннӑ. 2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене вӑл хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хаклать иккен. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте паян республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫамрӑксен театрӗ ҫак спектакле йыхравлать Кӑҫалхипе иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн ҫӗршывра «Культурный минимум» (чӑв. Культура минимумӗ) акци иртет. Унта пирӗн республикӑри театрсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал акци пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗ таран тӑсӑлӗ. Шупашкарти хӑш-пӗр театрта ҫавна май спектакльсем тӳлевсӗр кӑтартӗҫ, театр тата актёрсен ӗҫӗпе паллаштаракан куравсене йыхравлаҫҫӗ. Пукане театрӗ, акӑ, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре Александр Пушкинӑн «Сказка о рыбаке и рыбке» юмахӗпе лартнӑ ӗҫе курма чӗнет. Чаршав хыҫӗнчи пурнӑҫпа та паллаштарӗҫ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшенче унта 18 сехетре «14 писем к Богу» спектакль кӑтартӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 11 сехетре «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» камит (пьеса авторӗ — Александр Пӑртта) кӑтартӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне театрӑн куракансемпе ӗҫлекен пайӗн ертӳҫи Валентина Владимирова пӗлтерчӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Александр Партта ӗҫепе паллаштарӗ. «Чӑн телей юратура» спектакле курма пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минута ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Тӳре-шарана та вӑл кирлӗ. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура керменӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын та кӗмӗл тесен виҫ ҫухрӑмран тарман курӑнать. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хайхи пуҫлӑх хӑйне пӑхӑнакан ӗҫчене преми ҫырса панӑ. Анчах ҫав укҫаран пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ. Пуҫлӑха хирӗҫ каяймӑн — 7 пин тенкӗ премирен 3 пинне лешӗ культура учрежденийӗн ертӳҫин банк картти ҫине куҫарнӑ. Прокуратура ҫак кӑлтӑка палӑртнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокурор хӑй тӗрӗслесе тӑрать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире мастерта ӗҫлекене ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн судпа айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн управленийӗ тӗпчевҫисем пуҫарнӑ ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ, халӗ ӑна суда ярса панӑ. Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 55 ҫулти мастер техника хӑрушсӑрлӑхшӗн яваплӑ пулнӑ, анчах тивӗҫе вӑл туллин пурнӑҫласа ҫитереймен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл рабочие пӑрӑх прокладкине ылмаштарма хушнӑ. Мастер рабочи ҫак ӗҫе епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑман, ӑна противогаз та тӑхӑнма хушман иккен. Юсав вӑхӑтӗнче конденсат (тӑвар йӳҫекӗпе формальдегид) юхса тухнӑ. Ҫав сывлӑш ӳпкене лекнӗ рабочи пульницӑна лекмеллех аманнӑ. Вӑл паян та сипленсе пӗтереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2017 ҫулхи ҫулла Етӗрне хулинче Сӑр юханшывӗ хӗрринчи вакунран икӗ ҫын вырнаҫмалли кимӗ, мотор тата пулӑ тытмалли хатӗрсем ҫухалнӑ. Такам вакун ҫӑрине ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Полицейскисем вӑрра шырама пуҫланӑ. Вӑхӑт иртсен ҫак ӗҫе Етӗрне районӗн арҫынни тума пултарни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫав арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хайхискер йӗр ун ҫине ӳкнине туйсан кимме тавӑрса пама шутланӑ. Вӑл кимме урӑх ҫынсем урлӑ хуҫине тавӑрса панӑ. Кимме йӑкӑртнӑранпа 2 ҫул иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тепӗр хутчен тӗпчеме тытӑннӑ. Халӗ следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Богданкӑра пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче инкек пулнӑ: йытӑсем тытмалли мини-приют тата хуҫи ҫунса кайнӑ. Пушарта хуҫипе пӗрле йытӑсем вилнӗ. Пушар Ватунин урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра ирхи 3 сехетсенче тухнӑ. Пушарнӑйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫурт тӑррине, пӗр верандӑна тӗп тунӑ. Кил хуҫи хӗрарамӗ 55 ҫулти Татьяна Иванова кинолог пулнӑ. Вӑл овчаркӑсене юратнӑ, 40 яхӑн йытӑ тытнӑ. Пушар тухни пирки хыпар ҫитсенех зоонимеҫӗсем пулӑшма васканӑ. Ҫурта тата картише кӗме май пулман – чылай йытӑ, сӑнчӑртан вӗҫереннӗскерсем, чупса ҫӳренӗ. 17 йытӑ валли хуҫа, кил тупса панӑ ӗнтӗ. Ҫапах темиҫе йытӑ вольерта-ха, нимеҫӗсем вӗсене пӑрахмаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫипе пӗрле 13 йытӑ, 5 кушак ҫунса кайнӑ, ыттисем урама тухма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти электромеханика колледжӗн вӗрентекенӗ Марина Ситникова Мускавран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурса хутшӑннӑ. Конкурс Мускавра нарӑс уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 90 яхӑн педагог хӑйӗн ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Ен чысне педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗн математика вӗрентекенӗ Марина Ситникова хӳтӗленӗ. Пирӗн ентеш 90 вӗрентекене парӑнтарса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна мала тухнӑшӑн «Вӗренӳре ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ троллейбус маршрутне улӑштарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва хула администрацийӗнче тунтикун иртнӗ планеркӑра хускатнӑ. Планеркӑра 15-мӗш тата 22-мӗш троллейбуссен маршручӗ улшӑнассине пӗлтернӗ. Пушӑн 23-мӗшӗнче, Андрей Васильев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче контакт сетьне туса пӗтерӗҫ, кун хыҫҫӑн 15-мӗш тата 22-мӗш троллейбуссем «Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» чарӑну таран ҫӳреме пуҫлӗҫ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Садовый» микрорайона 10-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти биолог Виктория Штратникова НТВ телеканалпа пыракан «Своя игра» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑййа ертсе пыракан ҫак хӗрарӑма астуса юлнӑ: вӑл 5 ҫул каялла кӑларӑма пӗчӗк ачипе килнӗ пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ те ҫак вӑййа хутшӑннӑ. Хальхинче Виктория Питӗрти инженерпа тата Мускаври юристпа тупӑшнӑ. Пӗрремӗш раундра пирӗн ентеш вӗсенчен пӗринчен кӑна кая пынӑ, 1400 очко пухнӑ. Иккӗмӗш раундра вӑл ва-банк вылянӑ, ҫапла вӑл очкосене икӗ хутчен нумайлатнӑ. Кайран тепӗр 40 балл хушӑннӑ. Пирӗн ентеш пӗрре те йӑнӑш хуравламан. Виктория вӑйӑра Питӗрти инженертан иртсе кайнӑ, анчах Мускав юристне ҫитеймен. Ҫапла вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинчи Кӑнтӑр урамӗнчи пӗр ҫуртра икӗ арҫын обой ҫыпӑҫтарнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискерсем ӗҫленӗ вӑхӑтра эрех те ӗҫкеленӗ. Обой ҫыпӑҫтарса пӗтерсен хваттер хуҫи, 54 ҫулти арҫын, ваннӑйне ҫӑвӑнма кайнӑ. Ҫӑвӑннӑ вӑхӑтра вӑл хупӑ алӑк урлӑ тусӗпе калаҫнӑ. Кӑштахран юлташӗ ваннӑйран сасӑ илтӗнме пӑрахнине асӑрханӑ та унта кӗрсе пӑхнӑ. Тусӗ ваннӑйне кӗрсен хваттер хуҫи вилнине курнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттерет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ваннӑра шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнипе пулманнине уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |