Политика
![]() Алексей Шурчанов Паянтан пуҫласа Алексей Шурчанов депутат мар. Депутатсем куншӑн пӗр саслӑн сасӑланӑ. Ҫакӑ Алексей Шурчанов ҫынна ултланипе ҫыхӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ӑна айӑплӑ тесе палӑртнӑ, 200 пин тенкӗ штаф тӳлеттерме йышӑннӑ. Шурчанов приговорпа килӗшмесӗр Аслӑ суда та ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах. Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ ун чухне: 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов кӗҫӗнни «Благодать» фирма директорне Игорь Нарышкина Патшалӑх Канашӗн депутатсен суйлавӗпе тӗп списока кӗртме шантарнӑ, унран 574 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӑй шантарнине пурнӑҫламан. Палӑртмалла: Алексей Шурчанов РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 21 ҫулти хӗре тапӑнса суранлатнӑ, укҫа тӑпӑлтарнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ. Хайхи арҫын ҫамрӑк хӗре асӑрханӑ та унпа пӗрле подъезда кӗнӗ. Унта вара, никам та ҫуккипе усӑ курса, ӑна тапӑннӑ, укҫа ыйтнӑ. Ҫавӑнтах ӑна аллинчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӑраса ӳкнӗ пике арҫынна хӑйӗн банк карттине кӑларса панӑ. Полици ӗҫченӗсем ҫак преступление тӑвакана тӳрех шырама пуҫланӑ. Сӑнласа кӑтартнӑ арҫынна йӗркелӗх хуралҫисем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ, ҫавӑнтах тытса чарнӑ. Каласа хӑвармалла, 35 ҫулти ҫак арҫын йывӑр преступлени тунӑшӑн тӗрмере ларса тухнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна хальхинче 10 ҫуллӑхах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Лидия Горбунова 101 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ӑна вырӑнти тӳре-шара килне пырсах саламланӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарта 1976 ҫултанпа пурӑнакан Лидия Горбуновӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуҫӑрулӑх кӑтартнӑшӑн «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе, юбилей медалӗсемпе, «Ӗҫ ветеранӗ» ятпа чысланӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ Лидия Горбуновӑна саламлама килне Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова, ытти тӳре пынӑ. Вӗсем чечек ҫыххи тыттарнипе пӗрлех парне те панӑ. Химиксен хулинчи хӗрарӑмсен клубӗн хастарӗ чӑвашсен тата вырӑссен авалхи юррисене шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Семен Кочкин тунӑ сӑн Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра унччен хыпарланӑччӗ. Вӑл нацизма реабилитациленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче ӑна ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн килӗнче шырав ирттернӗ, шӑпах ҫавӑн чухне юраман сӑнӳкерчӗксем, 18 ҫул тултарман ачасен порнографи сӑнӗсене, тупнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, блогер 2016 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2018 ҫулхи юпаччен торрент-программӑпа усӑ кура ача-пӑча порнографине сарнӑ. Аса илтерер: унччен ун тӗлӗшпе 2018 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче халӑх тетелӗнче Германи нацизмӗн идеологине реабилитацилессипе ҫыхӑннӑ информацие вырнаҫтарнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алина Иванова Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ ҫынсене черетлӗ наградӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Шупашкарти Е. Николаева олимп чемпионки ячӗллӗ олимп резервӗн 8-мӗш спорт шкулӗн пуҫлӑхне Алина Ивановӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Алина Иванова Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫапла, тепӗр виҫӗ кунтан ҫур ӗмӗрхине паллӑ тӑвӗ. Шупашкарта аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ССС тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Чӑваш Енпе Раҫсей чемпионки, рекордсменӗ, хӑвӑрт утассипе тӗнче тата Европа шайӗсенчи ӑмӑртусенче чемпион ятне тивӗҫнӗ. XXV ҫуллахи Олим вӑййине хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Александр Иванов Шупашкар хулинчи ҫул-йӗр эксплуатацийӗпе ӗҫлекен предприятисенчен пӗрин, «Дорэкс» акционерсен обществин, пуҫлӑхне ӗҫре вӑрах пулманшӑн должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулара ирттернӗ планеркӑра ҫул-йӗре тытса тӑракан предприятин тилхепине кама шанассине те каланӑ. Хӑҫанчченне калаймӑпӑр та, анчах Алексей Никитин пуҫлӑх вырӑнне вӑхӑтлӑха Александр Иванова шанни паллӑ. «Дорэкс» предприятин ҫӗнӗ пуҫлӑхне каярах конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Александр Иванов ячӗ-шывӗ организацин сайтӗнче пур, анчах унӑн биографине ҫырманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юрий Васильев. Pravdapfo.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев вӗрентекенсен шалӑвӗ пирки республика парламентӗнче каланӑ сӑмахшӑн каҫару ыйтнӑ-мӗн. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер Ижевскра иртнӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче наци хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе канашлура пулнӑ май журналистсене пӗлтернӗ. ТАСС информаци агентстви ҫырнӑ тӑрӑх, «Асӑрханмасӑр каланӑ сӑмахшӑн должноҫри ҫын яланах каҫару ыйтать. Кунта нимле ыйту та ҫук. Вӑл каҫару ыйтрӗ», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене. Элтепер МИХсем Юрий Васильев каланин пӗр пайне туртса кӑларнине, ҫавна май шухӑш ылмашнине палӑртнӑ. «Темӑна политика сӗмӗ кӳмелли сӑлтав курмастӑп эпӗ», — тенӗ Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]()
Пӗр коммерци организацийӗн ертӳҫи влаҫ ҫыннин сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларӗ. Хайхискер полицейскин сӑмсине хуҫнӑ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехет ҫурӑра пакунлисем чарӑнура ӳсӗр арҫын тӑнине асӑрханӑ. 36 ҫулти арҫын вӗсене такси чӗнсе пама ыйтнӑ, хӑйӗн телефонӗ сӳнсе ларнӑ-мӗн. Лешсем чӗнсе панӑ. Ҫав вӑхӑтрах полицейскисем ӳсӗрскерӗн пушмакӗ ҫинчи кантра салтӑнса кайнине курнӑ та ҫыхма сӗннӗ, унсӑрӑн ӳкет вӗт. Лешӗ вара тав тӑвас вырӑнне пӗр полицейские питӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ, сӑмсине хуҫнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗрскере полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. 36 ҫулти арҫын айӑпне йышӑнмасть. Анчах кӳнтеленсем урӑхла ҫирӗплетеҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ленин районӗн судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИн Инстаграмри страницинче паян ҫул ҫинче машинӑра метан сирпӗнни пирки пӗлтернӗ. Водитель суранланнӑ. Паян, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 7 сехет те 10 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫавраҫулӗнчен инҫех мар, «Патриот» УАЗра метан сирпӗннӗ. Юрать, салонра водительсӗр пуҫне урӑх никам та пулман. Унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ тухнине пула сирпӗнӳ пулнӑ. ҪҪХПИ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине хыпарлать. Ведомство асӑрханулӑх пирки аса илтерет: автомобиле тӑтӑшах тӗрӗслӗр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре «Калина» водителӗ ҫул ҫинчи инкек вырӑнӗнчен тарнӑ, машинине ҫавӑнтах хӑварнӑ. «Антидилер» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫын – Айӑплава пурнаҫлакан федераци службин ӗҫченӗ. Ҫапах водителе тытса чарнӑ. Ӳсӗрскер хӑйне йӗркеллӗ тытман. Ҫитменнине, машинӑна палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн регистрацилеменнине тупса палӑртнӑ (халӗ номерне шыраҫҫӗ). Водитель алкоголь тесчӗ тума килӗшмен. Руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ тата правана 1,5-2 ҫуллӑха туртса илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне водителӗн ОСАГО пулман (800 пин тенкӗ штраф). Ҫул ҫинчи инкек вырӑнӗнчен тарнӑшӑн та явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |