Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Chuvashstars» пабликра Алексей Московский юрӑҫа пӗри, хӑй калашле, «пӗр сӗнӳ» панӑ. «Чӑвашлӑха, эстрада шайне ҫӗклес тесен чӑн малтанах пӗрремӗш утӑм тусан пӑсмӗччӗ — хӑвӑрӑн рекламӑна, афишӑрсене, PR-а, социаллӑ медиари постӑрсене чӑвашла туса пыма тытӑнмалла», — тенӗ ятне уҫҫӑн кӑтартман этем. Хайхи Алексей Московский концерчӗсене 99 проценчӗ тӑван халӑх ҫӳрет тесе шухӑшлать. «Ӑна хисеплеме тытӑнмалла чи малтан», — тенӗ вӑл. «Чӑвашла ӑнланманнисем тепӗр 1 процент пулсан вӗсемшӗнех 99 процент пирки манса, рекламӑпа PR-а вырӑсла туса чӑрманма кирлех мар», — ҫавӑрттарса хунӑ. Алексей Московские кура, тен, ыттисем те хӑйсен афишисене чӑвашла хатӗрлеме тытӑнӗҫ тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсем канмалли кунсене пӑхмӗҫ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ведомствӑн учрежденийӗсем пуш уйӑхӗн 8-10-мӗшӗсенче епле ӗҫлессине палӑртнӑ ӗнтӗ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче пульницӑсем этем ретлех канӗҫ. Тӳрех палӑртар: кунта сӑмах стационарта пулӑшу кӳрекенсем пирки мар. Амбулатори пулӑшӑвӗ ҫинчен калатпӑр. Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче шурӑ халатлисем ӗҫе тухӗҫ. Вал кун вӗсем шӑмат кунхи расписанипе ӗҫлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, яланхиллех канӗҫ. Ҫынна васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан пульницӑсем ӗҫлемеҫҫӗ тесе шикленмелле мар. Васкавлӑ пулӑшу кӳрекенсем канмалли кунсенче те, уявсенче те талӑкӗпех йышӑнӗҫ. Ача-пӑча кухнисемпе ача-пӑча апатне валеҫекен пунктсем пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗпе 10-мӗшӗнче канӗҫ, 9-мӗшӗнче ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Федераци пӗлтерӗшлӗ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче экологи саккунӗсене пӑсаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ. Хастар экологсем пилотсӑр сӑнлакан хатӗрпе видео ӳкернӗ. Ҫӳлтен пӑхсан тӗлӗнмелле ӳкерчӗк куҫ умне тухса тӑрать-мӗн. Ҫутҫанталӑкӑн федераци пӗлтерӗшлӗ хӳтӗлемелли территорире хӑйӑр кӑлараҫҫӗ, йывӑҫ-чус тирпейлеҫҫӗ, хаклӑ породисене касаҫҫӗ имӗш. Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашъел ялӗнчех мар вырӑнта йывӑҫ-чус тирпейлекен производство ӗҫленине, унта тӗрлӗ машина кӗрсе тухнине те ҫав видеора ӳкерсе илнӗ. Экологипе ҫыхӑннӑ саккунсене пӑснине кӑтартса паракан видеоматериала маларах асӑннӑ МИХ Ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ярса парассине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чувашская станковая живопись XX века» ятлӑ монографи-альбом кун ҫути курнӑ. Кӗнеке авторӗ — Юрий Викторов педагог тата искусствовед. Альбома Валерий Алексеев редакциленӗ. Кӗнекене 1000 экземплярпа пичетленӗ. Кӗнекене хатӗрленӗ Юрий Викторов XX ӗмӗрти станок живопиҫне нумай тӗпченӗ. Шӑпах ҫав тапхӑрта чӑвашсен станок живопиҫӗ амаланса аталаннӑ. Кӗнеке авторӗ XX ӗмӗрти ӑстасен ӗҫӗсене тишкернӗ. Ҫавна май Юрий Викторов станок живопиҫӗн тӗп жанрӗсем – истори, йӑла, портрет, пейзаж тата натюрморт — епле аталаннине кӑтартса панӑ. Кӗнеке ӳнерҫӗсемшӗн, художниксемшӗн, чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл культурипе кӑсӑкланакансемпе тӗпчекенсемшӗн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче Шупашкарти хӑш-пӗр музея хӗрарӑмсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Ҫакӑн пек парнене Чӑваш наци музейӗ, Музейпа курав центрӗ, Чӑваш тӗррин музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ хатӗрленӗ. Ытти кун та музейсем куракансене тӗрлӗ курава йыхравлаҫҫӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче, акӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, А. Талвир ҫыравҫӑ тата прозаик ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа «Иксӗлми пултарулӑх» курав уҫӑлӗ. Тепӗр икӗ кунтан Чӑваш наци музейӗнче «В.К. Магницкий – исследователь Чувашского края» куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлесе кайӗ. Ӑна В. Магницкий историк тата этнограф ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Чӑваш тӗррин музейӗ пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Разноцветье узоров кӗскӗ» курав йӗркелӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пушӑн 11-22-мӗшӗсенче наркотике хирӗҫ кӗрешмелли акци – «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» - пулӗ. Ҫак тапхӑрта полици ӗҫченӗсем 18 ҫул тултарман ачасем тата ҫамрӑксем ушкӑнпа пухӑнакан вырӑнсене тӗрӗслӗҫ. Ҫакна вӗсем наркотикпе туслӑ яш-хӗра тупса палӑртас тӗллевпе тӑваҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне акци вӑхӑтӗнче уроксем, лекцисем, куравсем, пухусем, ҫавра сӗтелсем йӗркелӗҫ, унта психиатр-наркологсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех шкул ачисене 18 ҫул тултарман ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗнче йышӑну йӗркелӗҫ. Наркотик ыйтӑвӗ сире те пырса тивет пулсан ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин наркологи службин талӑкӗпех ӗҫлекен телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пултаратӑр: 58-03-84. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Красноярск крайӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиада пуҫланнӑ. Унта пирӗн тӑватӑ спортсменка вӑй виҫет: Лана Прусакова, Кристина Кускава, Алексей Петров тата Дмитирий Мулендеев. Лана Прусакова слоуп-стайл дисциплинӑра ӑмӑртса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Финала пӗтӗмпе 6 спортсменка хутшӑннӑ. Лана 87 балл пухса ыттисенчен ирттернӗ. Кӗмӗл медале Мускав хӗрӗ ҫӗнсе илнӗ, пӑхӑр медале вара хрантсус спортсменки тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев — фристайлҫӑсем. Кристина Кускова вара — йӗлтӗрҫӗ, Алексей Петров — биатлонист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашри 1-мӗш шкул директорӗ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ултӑ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2013-2018 ҫулсенче хайхи директор хӑш-пӗр ӗҫчене, ыттисемпе танлаштарсан, преми ытларах парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Кайран вара ҫавсенчен премин пӗр пайне хӑйӗн валли ыйтнӑ. Ҫапла майпа шкул ертӳҫи 390 пин тенкӗ ытла кӗсйине чикнӗ. Директор тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ, следстви малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче 39 ҫулти арҫын хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи ӗнерен шар курнӑ. Халӗ ҫак арҫын пульницара сипленет. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ ҫак пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине Патӑрьел районӗн пульницинчен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ӗҫӗ-пуҫӗ акӑ мӗнле пулнӑ: ахаль те сусӑр арҫын ҫав кунхине кил картишне тухнӑ, хӑйӗн ӗниех ӑна темиҫе хутчен сӗкнӗ. Суранланнӑ арҫынна ҫийӗнчех пульницана леҫнӗ. Халӗ вӑл ҫак пульницан травматологи уйрӑмӗнче выртать. Палӑртса хӑвармалла, сывлӑх енчен ахаль те хавшак арҫыннӑн ӗне сӗкнипе кӑкӑр шӑмми, темиҫе аяк пӗрчи хуҫӑлнӑ. Ҫавна май унӑн нумай вӑхӑт сипленме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнекине вуланӑ май асӑрханисенчен) «Чӗресӗр ҫуралман никам та...»Чӗрене упрама чӗнсе каланипе пуҫланать Валери Туркайӑн «Чӗрене юратма чараймӑн» хулӑн кӗнеки» (2013-2018 ҫҫ. ҫырнӑ сӑвӑсенчен, Ш., 2019. — 428 с.): «Чӗрене юратма ан чарсамӑр! Хӗмленме ан чарсамӑр ӑна!». Ку чӗнӳ Туркай сӑввисен тӗп шӑнӑрӗ, вӑл унӑн хӑйӗн тата лирикӑлла геройӗн сӑнарӗпе, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе, тыткаларӑшӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳрӗ килет. Чӗрепе чун ҫинчен тӗнче литературинче — чӑваш сӑмахлӑхӗнче те — усӑ курман танлаштару кутемӗн хӑварман темелле. Татах каламалли пур иккен. «Чӗресӗр ҫуралман никам та» тесе, ҫынсен чӗрисем питех те тӗрлӗ пулнине, вӗсем пӑрланнӑ та чулланнӑ, хӗмленнӗ те кӑмрӑкланнӑ, юратнӑ та вӗчӗхнӗ чухне мӗнле тапнине кардиолог пекех тимлӗ сӑнать поэт. Поэзи диагнозӗсем тухтӑрсем палӑртнӑ пекех мар — «Пурнӑҫӗ ансат мартан Кӑткӑс — ҫын чӗри» («Пӗр ҫыннах пӗри мухтать»). Ҫав аслӑ чӗрен пур енне те асӑрхасшӑн, унта тухтӑрсем тупайманни те пур: «Чӗре вӑл — питӗ кӑткӑс пулӑм: Унта пур пӗтӗмпе йӑлтах. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |