Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре «Калина» водителӗ ҫул ҫинчи инкек вырӑнӗнчен тарнӑ, машинине ҫавӑнтах хӑварнӑ. «Антидилер» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ҫын – Айӑплава пурнаҫлакан федераци службин ӗҫченӗ. Ҫапах водителе тытса чарнӑ. Ӳсӗрскер хӑйне йӗркеллӗ тытман. Ҫитменнине, машинӑна палӑртнӑ йӗркепе килӗшӳллӗн регистрацилеменнине тупса палӑртнӑ (халӗ номерне шыраҫҫӗ). Водитель алкоголь тесчӗ тума килӗшмен. Руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ тата правана 1,5-2 ҫуллӑха туртса илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне водителӗн ОСАГО пулман (800 пин тенкӗ штраф). Ҫул ҫинчи инкек вырӑнӗнчен тарнӑшӑн та явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев Сарӑту, Пенза облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри ҫулсене критикленӗ. Япӑх ҫула пула аварисем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫулсем начар лару-тӑрура пулни коррупципе те ҫыхӑннӑ – ҫапла шутлать Николай Патрушев. Ку ыйтӑва Ижевскра иртнӗ канашлура ҫӗкленӗ. «Аварисен сӑлтавӗ ҫулсем япӑх пулнипе те ҫыхӑннине палӑртмалла. Чылай инкек ҫакӑншӑн сиксе тухать. Ҫул сийӗ япӑх пахалӑхлӑ пулни коррупципе, ултавпа, ҫула юсама тата тума уйӑрнӑ укҫана вӑрланипе, ҫыхӑннӑ. Субъект ертӳҫисене регион программисене пурнӑҫланӑ чухне тӗрӗслесе тӑма ыйтатӑп», - ҫапла каланӑ Николай Патрушев. РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкексен 39 проценчӗ япӑх ҫулсемпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аслӑ Чакри ишӗлсе аннӑ шкул Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче Вӑрмар районӗнче ишӗлсе аннӑ шкул пирки калаҫнӑ. Элтепер ачасене вӗренмешкӗн хӑрушсӑр условисем туса памаллине палӑртнӑ. Ҫавна май Михал Игнатьев вӗренӳ тата строительство министрӗсене совет саманинче хӑпартнӑ шкулсемпе ача пахчисене тӗрӗслеме, ҫурт 50 процент таран кивелнӗ пулсан ҫӗнетме хушнӑ. «Ялсенче шкулсем пӗчӗк комплектлӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте ҫурри пушӑ ларать. Уйрӑм пӳлӗмсене хупмалла пулсан – хупмалла. Совет тапхӑрӗнчи проектсем пурте пӗрешкел», - тенӗ Михаил Васильевич. Ачасен прависене хӳтӗлекен Елена Сапаркина вара ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсене, ача-пӑча вулавӑшӗсене те тӗрӗслеме сӗннӗ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкулӑн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Юрать, ун чухне шалта никам та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйахӗн 10-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫавӑн чухне канмалли кун пулнине кура вӗренӳ заведенийӗнче хуралҫӑ кӑна ӗҫленӗ. Ачасем те, вӗрентекенсем те шкула пыман — Турра шӗкӗр, никам та шар курман. Шкул ишӗлсе аннине кура РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн шкула ятарлӑ комисси хак парать, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗренӳ ҫулне хатӗррине палӑртать. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе ҫавсен кӑлтӑка асӑрхмаллах пулнӑ. Шкула йӗркеллӗ тытса тӑрассишӗн патшалӑх, муниципалитет органӗсенче, тӗрӗслевпе надзор органӗсенче ӗҫлекенсенчен кам тата мӗншен яваплӑ пулнине те палӑртӗҫ. Татӑклӑ пӗтӗмлетӳ тӑвиччен тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Шкул ишӗлнипе Вӑрмар район хыснине 7,3 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шупашкарти право хуралӗнче тӑрӑшакансене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленине Марат Михайлов ертсе пырӗ. Пакунлӑ пуҫлӑх пирки ӑшӑ сӑмах калама Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑй пынӑ. Полицин генерал-майорӗ Михайлов полковник оперативлӑ ӗҫе аван пӗлнине, пуян опытлине, ӗҫе йӗикелеме пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл ӗҫтешӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пултарасса ӗненнине пӗлтернӗ. Марат Михайлов шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1993 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫурҫӗр Кавказра та вӑл хӑйӗн професси тивӗҫне пурнӑҫланӑ. «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» 2-мӗш степеньлӗ орден медальне, «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра «Динамо» физкультурӑпа спорт обществин ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Политика
Тӳре-шара тӳрккеслӗхӗ пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫаҫҫӗ. Ҫемҫерех пукан йышӑнакансем хӑйсене ыттисенчен, пирӗн пек ахаль-махаль ҫынтан, пысӑкрах тытасси унччен те пулнӑ пуль-ха. Ахальтен-им «Фитиль» йышши сатира кӑларӑмӗсем, «Капкӑн» йышши журналсем вӗсене питленӗ. Ҫапах та совет саманинче пуянсемпе чухӑнсем хушшинче уйрӑмлӑх питех сисӗнмен пулӗ. Колхозра трактористра ӗҫлекен ҫын та, пускилти тракторист, Чехословакине путёвкӑпа канма кайнине астӑватӑп. Тепӗр кӳршӗ те, колхозра сенӗк-кӗреҫе кунсерен йӑтса ҫӳренӗ, уй-хирте хӗллехи шартламапа ҫуллахи шӑрӑха пӑхмасӑр тар тӑкнӑ хӗрарӑм, кӑнтӑрта пулнине халӗ те аса илет. Ҫук, хӑй туприпе мар. Пӗр енчен, хӑйӗн укҫин пӗр пайӗпе те темелле-ха. Профсоюз организацийӗн пайташӗ пулнӑ май (ун чух заявлени-мӗнсӗрех пурне те йышӑннӑ вӗт) ӗҫ укҫинчен уйӑхсерен тытса юлнӑ-ҫке. Паян пули-пулми ҫын канма кайма мар, шалуран шалӑва аран ҫитерсе пырать. Ҫемьере кӗмӗл хӗсӗк енне ачасем те пӗчӗкренех ӗҫлесе илме ӑнтӑлаҫҫӗ. Хамӑн ывӑл та иккӗмӗш класра вӗреннӗ чухнех пушӑ кӗленчепе кӑштах укҫа тӑватчӗ: пуҫтарса килнӗ хыҫҫӑн ислетсе лартатчӗ, ҫуса типӗтсе йышӑну пунктне кайса паратчӗ. |
Культура
![]() Шупашкар хулинчи Атӑлӑн Мускав ҫыранӗ Раҫҫее тӗлӗнтереесси пирӗнтен те килет теме юрать. Ун ҫинчен хатӗрленӗ видеоролика Шупашкар хулинчи Музейпа туризм центрӗ турист видеохӑтлавӗсен «Диво России-2019» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) VI фестиваль-конкурсне тӑратнӑ. Шалти тата тулашри туризма аталантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ конкурса TRIP2RUS.RU (Мускав) турист порталӗ, KURORT.VIDEO турист видеопорталӗ тата Чулхулари «Приволжье»регионсем хушшинчи туристсен ассоциацийӗ ирттереҫҫӗ. Конкурса ӗҫсене 8 номинаципе тӑратма май пур. Пирӗннисем «Историпе архитектура тата тӗн объекчӗсем, музейсем» номинацире хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. https://www.дивороссии.рф сайтра конкурс условийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак эрнекун, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери потребительсен правине хӳтӗлемели куна палӑртаҫҫӗ. Потребительсене хӳтӗлессипе ӗҫлекен «Consumers International» пӗтӗм тӗнчери организаци асӑннӑ кунӑн тематикине ҫулсеренех палӑртать иккен. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет. Хальхине «Trusted Smart Products» – «Цифровой мир: надежные смарт-устройства» (чӑв. Цифра тӗнчи: шанчӑклӑ смарт-хатӗрсем) девизпа йӗркелеме йышӑннӑ. Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Экономика министерствинче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен «хӗрӳ лини» ӗҫлӗ. Унӑн телефонӗ — (8352) 64-20-63. Ку вӑл — пулӑшу сферинчи суту-илӗве йӗркелекен пай номерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Алтышево — чиркуллӗ ял Улатӑр хулинче пурӑнакан 16-ри тата 17-ри, ҫавӑн пекех Улатӑр районӗнчи Алтышевӑри 22 ҫулти ниҫта ӗҫлемен каччӑ иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗш каҫхине 19-ти ҫамрӑка вӑрмана лартса кайнӑ. Унта ҫитсен вӗсем унӑн алли-урине ҫыхса хурса хӗненӗ. Шар курнинчен вӗсем 300 пин тенкӗ тапӑннӑ, пӗр эрнере тупса пама ыйтнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. 16-ри каччӑ ҫамрӑкӑн телефонне ҫаратнӑ. Суд 17-ри тата 22-ри пуҫтахсене хупса хумасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармалла тунӑ. 16-рине 18 тултариччен ятарлӑ хупӑ вӗренӳ заведенине ӑсатнӑ. Кӗҫӗнни унччен те харсӑрланнӑ. Вӑл уголовлӑ-исполнительнӑй инспекцире учетра тӑнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна тата 17-ри тусне шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен подразделенийӗ шута илнӗ. Асӑннӑ надзор органӗсене тата хайхисем вӗренекен заведенисене профилактика енӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлеменнине асӑрхаттарса, тивӗҫлӗ мера йышӑнма сӗнсе тӗпчевҫӗ хутсем ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменкин Анжелика Сидорован Европӑра нарӑс уйӑхӗнчи чи лайӑх ҫӑмӑл атлетка ята илес шанӑҫ пур. Спорстменсем хушшинче сасӑлав иртнине Европӑри ҫӑмӑл атлетсен пӗрлешӗвӗ хыпарланӑ. Шӑчӑпа сикекен пирӗн республика пики Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлет. Иртнӗ уйӑхра вӑл пилӗк турнирта мала тухнӑ, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вара Европа чемпионатӗнче ҫӗнтернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Нарӑс уйӑхӗнчи чи лайӑх ҫӑмӑл атлет ята илессишӗн хӗрарӑмсенчен Голландири Сифан Хассан, Германинчи Констанце Клостерхальфен, Британири Лора Мьюр тата Польшӑри Ева Свобода, арҫынсенчен Норвегинчи Якоб Ингебригтсен, Испанири Орландо Ортега, Британири Рис Прескод тата Швейцарири Жюльен Вандерс (вӗсем пурте — хӑвӑрт чупассипе ӑмӑртаканскерсем) тата шӑчӑпа сикекен икӗ спортсмен: Польшӑри Пётр Лисекпа Раҫҫейри Анжелика Сидорова тупӑшаҫҫӗ. Вӗсемшӗн Twitter , Facebook, Instagram халӑх тетелӗсенче пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗ таран сасаламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |