Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӑнара — Германинчи Вайльбург хулинчи гимназистсем. Вӗсене Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекенсем кӗтсе илнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ачасен ушкӑнӗн проекчӗ Гёте-институтӑн Раҫҫей нимӗҫӗсене пулӑшакан программинче ҫӗнтернӗ. Ҫавна май 5-мӗш гимназири ҫӗнтерӳҫӗсене 2 эрнелӗхе Германие чӗнсе илнӗ. Нимӗҫ чӗлхи вӗрентекен Людмила Антонова ертсе пынипе 12 гимназист ют ҫӗршывра пурӑннӑ. Вӗсем Майн ҫинчи Франфуртри семинара хутшӑннӑ, Вальбург гимназийӗнчи занятисене ҫӳренӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ. Халӗ нимӗҫ ачисем Шупашкара килсе ҫитнӗ. 5-мӗш гимназире пулнӑ май вӗсене пуринчен ытла электрон журнал тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хулинчен Чулхула облаҫне тӳррӗн ҫитме ҫитме Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫулсеренех ҫул уҫаҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра — понтон каҫӑ, хӗлле — пӑр ҫийӗн. Хӗллехи вӑхӑтра пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫула раштавӑн 20-мӗшӗнче уҫнӑччӗ. Ӗнер вара ӑна хупма йышӑннӑ. Чӑваш Енри ҫулсене тытса тӑракан «Чӑвашупрдор» предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв шайӗ 0,5 метр хӑпарнӑ, пӑр ҫуркаланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа пӑр кӗпер урлӑ мшаинӑсене каҫарма чарнӑ. Ҫӗмӗрле хулипе ЧУлхула облаҫӗнчи Нават ялне (выр. Наваты) ҫыхӑнтаракан понтон кӗперпе 5 тонна таран таякан машинӑсене ҫӳреттернӗччӗ. Ун урлӑ автобус та хутланӑ. Пӑр кайса пӗтсен Сӑр урлӑ яланхиллех понтон кӗпер хывӗҫ. Вӑл ҫулларан тытӑнса кӗркуннеччен ӗҫлӗ. Хальлӗхе вара ҫӗмӗрлесен тавран ҫӳреме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрнарта чарӑннӑ пуйӑсран пыл вӑрланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Сергач хулине ҫитнӗ пуйӑсра вакунри контейнер уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Унччен маларах вӑл Вӑрнарта чарӑннӑ, ҫавӑнпа пуйӑссенчи тиевсене вӑрлакансемпе кӗрешекен ӗҫченсем тӳрех унта ҫул тытнӑ», — хыпарланӑччӗ Софья Савнеш. 441 банка пыл вӑрланӑ каччӑсене кӗҫех тытса чарнӑ. Вӗсем ҫав районтах пурӑнаканскерсем пулнӑ. 26-ри ҫамрӑк 23-ри тата 19-ти каччӑсене вакунтан тавар вӑрлама сӗннӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем чукун ҫул станцине ҫитнӗ. Вакун питӗркӗчне ватнӑ та унти пыла машина ҫине тиесе кайнӑ. 87 пин тенкӗлӗх вӑрланӑ ҫамрӑксене суд ҫулталӑкран пуҫласа ҫулталӑк та ултӑ уйӑх таран хупса усрамасӑр айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Управление отходами» (чӑв. Каяшсене тытса тӑрасси) акционерсен обществин Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалӗн пуҫлӑхне 200 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хайхин айӑпне пула 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта таса мар шыв юхса тӑнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне предприятие маларах административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Бактериологи, хими япалисене ятарлӑ пӑрӑхпа турттарассишӗн яваплӑ предприяти трассӑна кирлӗ пек тытса тӑман тесе тӗпчевҫӗсем тата суд шухӑшлать иккен. Ҫавна пула вӑл шӑтса юхнӑ. Таса мар шыв сӑрханса тӑнипе 15 пин ытла тӑваткал метр лаптӑка вараланӑ, ҫутҫанталӑка 40 миллион тенкӗ ытлалӑх сиен кӳнӗ. 50 кубла метр ытла таса шыв юхса тухнӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май тӗпчевҫӗсем Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствине те асӑрхаттару хучӗ ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗнӗ саккун алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне тӗнче тетелӗнче влаҫа хиспелемесӗр каланӑ ҫынсене пуҫран шӑлмӗҫ. Унашкаллисене пысӑк штраф тӳлеттерӗҫ е административлӑ майпа арестлӗҫ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, обществӑна, патшалӑх символӗсене тата Раҫҫейри влаҫ институчӗсене сӑмахпа кӳрентернисене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Саккуна пӗрремӗш хут пӑссан 30-100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Каллех ҫак айӑппах лексен штраф ӳсӗ: 100-200 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне саккуна пӑснӑ ҫынсене 15 талӑклӑха арестлеме пултарӗҫ. Рецедивистсене вара ҫирӗпрех айӑплӗҫ: 200-300 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ е 15 талӑклӑха арестлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Патшалӑх Думин депутачӗ Андрей Барышев Раҫҫейре сехет йӗппине пуш тата юпа уйӑхӗсенче куҫарма сӗнет. Депутат пушӑн юлашки вырсарникунӗнче кӑнтӑрлахи 2-ре сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫарттарасшӑн, юпан юлашки вырсарникунӗнче кӑнтӑрлахи 3-ре – 1 сехет каярах. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакӑ пурнӑҫ пахалӑхне, ӗҫ хастарлӑхне ӳстерме май парать, сывлӑха лайӑх витӗм кӳрет. Ку электроэнергие те перекетлеме пулӑшать: ҫулла килте пӗр сехет каярах ҫутӑ ҫутӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинчи аварисен шучӗ чакасса шанать депутат. Аса илтерер: 2011 ҫулта Раҫҫейре сехет йӗпписене куҫарма пӑрахнӑ. Андрей Барышев депутат пӗлтӗр те кунашкал саккун проектне хатӗрленӗ, анчах ӑна йышӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫапкаланчӑк йытӑсем пирки калаҫнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 3800 яхӑн килсӗр йытӑ шутланать. ЧР Элтеперне ку хисеп сисчӗвлентернӗ, вӑл вӗсене тытас ӗҫе вӑйлатма хушнӑ. ЧР патшалӑх ветеринари службин инспекторӗ Сергей Скворцов республикӑри районсенче приютсем тӑвас ӗҫре сахал мар тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть чӗрчунсене хӳтӗлекен саккун вӑя кӗнӗ, ҫакӑ та ҫапкаланчӑк чӗрчунсем валли ятарлӑ вырӑн тума хистет. Сӑмах май, Шупашкарта приют пур, вӑл, Сергей Скворцов каланӑ тӑрӑх, япӑх мар ӗҫлет. Унта нимеҫӗсем пулӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫав приюта 393 йытӑ вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен пӗр пайӗ валли хуҫа тупнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта 14 ҫулти хӗрача ваннӑйӗнче вилнӗ. Инкек шыва ӳкнӗ телефона пула сиксе тухнӑ. Ҫав кун хӗрача ванна кӗме кайнӑ, хӑйӗпне пӗрле телефон илнӗ. Ӑна вӑл заряд илме лартнӑ. Тахӑш самантра зарядкӑри телефон хӗрачан аллинчен шуса тухса шыва ӳкнӗ. Ҫапла майпа шкул ачи сывлама пӑрахнӑ. Кунашкал инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача телефона шыва асӑрханмасӑр ӳкернӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Кӑҫал Шупашкарти Хӗрлӗ лапама ҫӗнетсе юсама палӑртнӑ. Юсав ӗҫӗсем пынӑ чухне мероприятисем вара ӑҫта иртӗҫ? Ара, Республика кунне те Хӗрлӗ лапамра паллӑ тума хӑнӑхнӑ вӗт. Ку ыйтӑва йӗркелӳ комитечӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта мероприятисене Юрламалли уйра, Юханшыв портӗнче тата Анне палӑкӗ умӗнче ирттерме сӗннӗ. Юлашкинчен йӗркелӳ комитечӗ Анне палӑкӗ умне суйланӑ. Эппин, кӑҫал Республика кунӗнче тӗп мероприятисем ун умӗнче иртӗҫ: Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ тата ыттисем те. Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче иртӗ. Улатӑр тӑрӑхӗнче мероприятисем ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пуҫланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раҫҫейре кӑна мар, тӗнче шайӗнче палӑрнӑ Терентий Дверенин ал ӑсти паян 100 ҫул тултарнӑ. Кун пирки Геннадий Иванов-Орков ӳнер ӑсти Фейсбукра ирех пӗлтернӗ. 2015 ҫулта Иванов-Орков, сӑмах май, Геннадий Иванов-Орков «Терентий Дверенинӑн чӑваш тӗнчи» ятпа кӗнеке те пичетленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ватӑ халӑх пуканисене ӑсталать. Терентий Парамонович 85 ҫул тултарсан пуканесене ӑсталама тытӑннӑ. 2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене вӑл хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хаклать иккен. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте паян республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Котлеев Виталий Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Стрежнев Василий Александрович, математик, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |