Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай сербсен паллӑ ҫыравҫин калавӗсен пуххине чӑвашла куҫарса кун ҫути кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 04.08.2020 18:21 | 1163 хут пӑхнӑ
Культура
Кӗнеке хуплашки
Кӗнеке хуплашки

«Йӗкрешсен пурнӑҫӗнчен» — ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай серб халӑхӗн ку чухнехи паллӑ ҫыравҫин Милутин Джуричкевичӑн хӑй чӑвашла куҫарнӑ калавӗсен ҫак кунсенче Шупашкарта кун ҫути курнӑ пуххине. Кӗнеке ячӗ хӑйех пире ку калавсенче сӑмах мӗн пирки пынине уҫӑмлӑн калать — ҫапла, ҫапла: М. Джуричковичӑн питех те ансат та сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырнӑ кӗске калавӗсенче эпир аякри сӑрт-туллӑ ҫӗршывра икӗ пӗртӑван-йӗкреш еплерех ӳссе харсӑр та пултаруллӑ йӗкӗтсем пулса тӑни ҫинчен вуласа пӗлетпӗр. Кулмалли те пайтах ку калавсенче, тарӑн шухӑша яраканни те, куҫҫуль кӑлараканни те.

«Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ», — тенӗ ваттисем. 2019 ҫулта Белградра, «Алма» издательствӑра Валери Туркайӑн Даяна Лазаревич сербла куҫарнӑ сӑввисен «Мелодия ночи» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑччӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе М.Джуричкович та хастар хутшӑннӑччӗ, чӑваш поэчӗн сербла тухнӑ кӗнеки валли ятарласа статья ҫырнӑччӗ. Халӗ вара чӑваш вулаканӗ серб ҫыравҫи калавӗсене тӑван чӗлхипе вуланса киленме пултарать.

Милутин Джуричкович, серб халӑхӗн паллӑ поэчӗ, прозаикӗ тата литературовечӗ, 1967 ҫулта Югославири Дечаны ятлӑ хулара ҫуралнӑ. Ача-пӑча валли ҫыракан пысӑк ӑста пек вӑл магистр тата доктор степенӗсене илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Серб ҫыравҫисен ассоциацийӗн тата Серби Журналисчӗсен ассоциацийӗн членӗ. Тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ 65 кӗнеке авторӗ тата редакторӗ. Унӑн хайлавӗсене тӗнчери 40 чӗлхене куҫарнӑ. Белградра пурӑнать.

Ҫӗнӗ кӗнекене вулакан патне ҫитерме Валери Туркая Улатӑр районӗнче ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Александр Ербулатов предприниматель пулӑшнӑ.

#культура, #кӗнекесем, #Улатӑр районӗ, #Серби

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 1691.22.2430
2020.08.06 05:06
Тавах Аҫтахара - ҫак ырӑ хыпарпа халӑха паллаштарнӑшӑн!
Тавах Сантӑр Ербулатова ҫак ырӑ ӗҫ валли укҫа уйӑрса панӑшӑн!
Пурнатпӑр-ха!
Валери Туркай
Agabazar // 4017.27.2859
2020.08.06 19:55
Agabazar
Чăвашăн ытлашши кĕнеке çук. Ку кĕнеке те ытлашши мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем