Раҫҫейре
![]() Чӑваш Ен Элтепеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗҫе кӳлӗнни нумаях та мар. Апла пулин те вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пысӑк пуҫлӑхсемпе тӗрлӗ курнӑҫусем йӗркелеме те ӗлкӗрчӗ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗпе Николай Федоровпа тата Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗнерех Олег Николаев Раҫҫей промышленность министрӗпе Денис Мантуровпа курса калаҫнӑ. Тӗлпулӑва маларах асӑннӑ Анатоий Аксаков тата Чӑваш Республикин Раҫсей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли пайталлӑ элчи Петр Чекмарев та хутшӑннӑ. Енсем Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне сӳтсе явнӑ. Шупашкар валли троллейбуссем туянас ыйтӑва та хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() yandex.ru сайтри сӑн Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа миҫе кашкӑр тытнине шутланӑ. Палӑртмалла: ытларах чухне сунарҫӑсем кашкӑрсене ушкӑнпа тытаҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак чӗрчунсене Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенче переҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сунарҫӑсем 11 кашкӑр тытнӑ. Сунарҫӑсем Вӑрнар районӗнче – 5, Шӑмӑршӑ районӗнче - 3, Йӗпреҫ районӗнче – 2, Ҫӗмӗрле районӗнче 1 чӗрчуна тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() pogoda21.ru сайтри сӑн Ҫитес кунсенче ҫанталӑк пире мӗнпе савӑнтарӗ-ха? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнекун валли, ҫӗрле, термометр 15-20 градус сивӗ кӑтартма пултарӗ. Канмалли кунсенче вара хӗвел тухӗ, 2-7 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, нарӑсӑн 17-19-мӗшӗсенче ҫеккунтра 20 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хура тинӗс енчен ӑшӑ сывлӑш килӗ – 1-3 градус таран ӑшӑтӗ, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Нарӑсӑн 23-25-мӗшӗсенче сивӗ те хӗвеллӗ кунсем пулӗҫ. Уйӑх вӗҫӗнче ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, унтан тумла юхма пуҫлӗ. Пуш уйӑхӗн 3-8-мӗшӗсенче сывлӑш температури нормӑран пысӑкрах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Канашра пурӑнакан 13 ҫулти арҫын ача Раҫҫейӗпех палӑрнӑ. Вӑл ҫӗршыв рекордне ҫӗнетнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Izhevsk Winter Cube 2020 ӑмӑрту иртнӗ. Канаш ачи Михаил Глазов скьюба 1,57 ҫеккунтра пуҫтарса рекорд лартнӑ. Вӑл ӑна пилӗк хутчен пуҫтарса пӑхнӑ, пӗринче 1,57 ҫеккунт ҫеҫ кирлӗ пулнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ҫак вӑхӑтпах Владислав Кожин рекорд тунӑ. Тӗнче рекордне вара Австралири Эндрю Хаунгу (0,93 ҫеккунт) лартнӑ. Пӗлмешкӗн: скьюб – Рубик кубик евӗр пуҫватмӑш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче ӗнерпе паян ӑслӑлӑх сессийӗ ӗҫленӗ. Ӑна Раҫҫей наукин кунне тата искусствоведени докторӗ тата профессорӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Алексей Трофимов ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑҫлӑлӑх сессийӗн малтанхи кунӗнче 8 доклад итленӗ. Официаллӑ пая уҫма РФ Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков таранах хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑри икӗ министр: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Кудряшов, культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Роза Лизакова пулнӑ. Тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ӗҫтешӗсем Алексей Трофимова юбилейпа саламланӑ. Ӑслӑлӑх сессийӗнче чӑваш ӳнерӗпе тата сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Ульяновская правда» информаци порталӗ чӑваш ҫыннипе паллаштарнӑ. Асӑннӑ издательство ҫурчӗ йӗркеленӗ телекӑларӑма Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1953 ҫуралнӑ Геннадий Кондратьева хӑнана чӗннӗ. Вӑл — вӑрманҫӑ. Унсӑр пуҫне ӑна вырӑнтисем сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Инза хулинче пурӑнать. Унӑн пӗр юратӑвӗ — вӑрман, тепӗр юратӑвӗ — поэзи. Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӑрман хуҫалӑхне вӑл техникум вӗренсе пӗтерсен направленипе лекнӗ. Телекӑларӑмра вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Халӗ хуралҫӑра ӗҫлет. Калаҫӑва Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Ларионов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() sovch.chuvashia.com сайтри сӑн Шупашкарта иртекен кинофестивале кӑҫал 13-мӗш хут йӗркелӗҫ. Хальхинче вӑл ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртӗ. Кӑҫал та конкурс программине хутшӑнакан фильмсене тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех ятарлӑ программӑсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, пресс-конференцисем, ҫавра сӗтелсем йӗркелеме палӑртнӑ. Кинофестивале Дмитрий Астраханӑн «Судьба диверсанта» ҫӗнӗ фильмӗпе уҫӗҫ. Ӑна пурнӑҫри пулӑмсене тӗпе хурса ӳкернӗ. Халӗ жюри пайташӗсене, конкурс фильмӗсен элчисене суйлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() planetoday.ru сайтри сӑн Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йытӑ арҫынпа икӗ ачана тапӑннӑ. Ку каҫхи 8 сехетре пулса иртнӗ. Ҫемье пуҫӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсене кӳршӗсен йытти тапӑннӑ. Хуҫи те ҫавӑнтах пулнӑ-ха, анчах йытта намордник тӑхӑнтартман. Унпа пӗрле тепӗр йытӑ та пулнӑ. Чӗрчунен пӗри ачан питне каштах суранлатнӑ, ашшӗ ӑна тӳрех травмпункта илсе кайнӑ. Йытта прививка туни паллӑ. Ҫапах хуҫи шар курнӑ арҫынпа ачасенчен каҫару та ыйтман, нимпе те пулӑшман. Ҫав ҫынна административлӑ майпа явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров (халӗ вӑл — Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗ), Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков тата Чӑваш ЕН Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫывӑх вӑхӑтра тӗл пулса калаҫма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, енсем ӗҫлӗ калаҫу ирттернӗ. Олег Николаев, Анатолий Аксаков тата Николай Федоров курнӑҫса калаҫни пирки Мария Пыркина (Анатолий Аксаковпа ҫыхӑннӑ хыпарсене асӑннӑ ушкӑнра вӑл пӗлтерсе тӑрать) Фейсбукра ҫырнӑ. Виҫӗ енлӗ тӗлпулура республика умӗнче тӑракан стратеги пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хускатнӑ, ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарасси пирки канашланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикин Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӗпӗрнаттӑрсен медиатанлаштарӑмне лекнӗ. Кун пирки Медиалогин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне кӑрлач уйӑхӗнчи пӗтӗмлетӳсене шута илнӗ. Аса илтерер: Олег Николаев Элтепер тивӗҫне кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пурнӑҫлама тытӑннӑ. Апла пулин те темиҫе кун хушшинче вӑл палӑрма ӗлкӗрнӗ, медиатанлаштарӑма лекнӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Олег Николаев топ-4 списока лекнӗ. Пӗр уйӑхра унӑн ятне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 2576 хутчен асӑннӑ. Пӗтӗмӗшле танлаштарӑмра вара 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |