Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. «Ҫыхӑнура» портал ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл иртнӗ эрне вӗҫӗнченпех халӑх ҫинче курӑнман, коронавируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб ларӑвӗнче те пулман. Сheb.media портал пӗлнӗ тӑрӑх, 64 ҫулти Вениамин Петров халӗ килте ларать. Ҫакна Элтепер Администрацийӗ те ҫирӗплетнӗ-мӗн. Аса илтерер: паян министрсем, республикӑри ведомство ертӳҫисем, Элтепер Администрацийӗн подразделенийӗн пуҫлӑхӗсем кӑшӑлвирус анализне пани пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан йӗкӗрешсем — Роман тата Алексей Билялов — ашшӗне 38 ҫултан шыраса тупма йышӑннӑ. Алексей ку шухӑша ырласа йышӑнман-ха, анчах пӗр тӑванне кӳрентерес килменнипе шырама килӗшнӗ. Ҫавна май вӑл НТВ каналпа кӑтартакан «ДНК» телекӑларӑмран пулӑшу ыйтнӑ. Ывӑлсен амӑшӗ ашшӗ, судпа айӑпланнӑскер, вӗсене тӑватӑ уйӑхра чухне пӑрахнине пӗлтернӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланман тесе каланӑ. Халӗ хӗрарӑм та пурнӑҫран уйрӑлнӑ ӗнтӗ. Йӗкӗрешсен аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен амӑшӗ пуйӑс айне пулса вилнӗ. Ывӑлсенчен пӗри ашшӗне шыраса тупма йышӑннӑ. Вӗсем, сӑмах май, тӑван мар ашшӗпе ӳснӗ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, лешӗ усал пулнӑ, ӗҫлеме ӳркеннӗ. Пӗчӗк айӑпшӑнах арҫын ачасене хӗненӗ. Телекӑларӑмра ывӑлсем ашшӗпе тӗл пулчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ӑна каҫарма хатӗр мар та, тепри Украинӑра юрлӑ пурӑнакан ашшӗне киле кӗртме хатӗррине пӗлтерчӗ. Кӑларӑма ҫакӑнта https://www.ntv.ru/peredacha/DNK/m69240/o599856/video/ пӑхма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() sunhome.ru сайтри сӑн Тин кӑна лайӑх ҫанталӑкчӗ, паян вара юр ҫӑвать, ҫил-тӑман вӗҫтерет, ҫумӑр пӗрӗхет… Ваттисем калашле, хӗл ҫуркуннепе вӑрҫӑнать. Ҫу уйӑхӗн мӗнлерех килӗ-ши? Синоптиксем мӗн каланине тишкерер. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш декада ӑшӑ пулӗ, типӗ кунсем тӑрӗҫ. Термометр 20-25 градус таранах ӑшӑ кӑтартма пултарӗ. Иккӗмӗш декадӑра ҫанталӑк сивӗтӗ. Малтанах ҫумӑр ҫусан ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, каярахпа сивӗтӗ. Ҫӗр шӑнма та пултарӗ. Кӑнтӑрла 8-13 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра ҫумӑр ҫума чарӑнӗ, Скандинави антициклонӗ килӗ. Кӑнтӑрласерен 15-20 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрлесерен – сивӗрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Енри министрсем, патшалӑх комитечӗсен, республикӑри ведомствӑсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн подразделенийӗсен ертӳҫисем кӑшӑлвирусран тӗрӗсленнӗ. Биоматериала илме тухтӑрсем Правительство ҫуртне пынӑ. Анализа тӳре-шара Роспотребнадзор сӗннипе панӑ. Правительство унчченхиллех ӗҫлет-ҫке. Хӑш-пӗр канашлӑва унта видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ мелӗпе ирттереҫҫӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ. Анализ пама никама та хистеменнине ӗнентереҫҫӗ, кашни хӑй кӑмӑлӗпе тест тутарнӑ. Маларах, сесси умӗн, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кӑшӑлвирус чирӗнчен тӗрӗсленнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Виталий Станьял (80 ҫулхи юбилее палӑртнӑ мероприятире). Николай Плотников тунӑ сӑн Кӑшӑлвируса пула килте ларма тивнӗрен ваттисене самай йывӑр лекет. Нимеҫӗсем вӗсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ пулин те пурин патне те ҫавах ӗлкереймеҫҫӗ. Ҫавна май чӑваш хастарӗсем «Чӑваш халӑх сайчӗн» редакцине сӗнӳпе тухрӗҫ — хӑйсен пурнӑҫне чӑвашлӑха аталантарма нумай вӑй хунӑ ватӑ ҫынсене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине хамӑр ҫине илме. Унашкал ҫынсем пирӗн сахал мар: Владимир Агеев, Николай Карачарский, Виталий Станьял, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Юхма Мишши, тата ытти, тата ытти паллӑ ҫынсем. Чӑваш халӑх сайчӗ урлӑ вара Виталий Станьяла пулӑшма сӗнчӗҫ. Эпир килӗшрӗмӗр. Ҫавна май нимелле пулӑшу пуҫаратпӑр — эрнекунччен укҫа-тенкӗ пухӑпӑр. Кам пулӑшас тет — 200–300 тенкӗ куҫарсан ҫитӗ тесе шутлатпӑр. Сбербанк картти — 2202 2002 6822 5974. Е редакци номерӗпе куҫарма пулать: +7-905-027-61-37. Куҫарнӑ чухне «Станьяла» тесе палӑртсан аван пулӗччӗ. Хушни: витаминлӑ апат-ҫимӗҫпе пулӑшас кӑмӑл пур пулсан — Чӑваш наци конгресне ҫитерме пулать. Кам-кам пулӑшнисене ҫак хыпар айӗнче асӑнса тухӑпӑр (ытларах та пухӑнсан, тен, ыттисем валли те пулӑшу парни хатӗрлеме ҫитӗ). |
Сывлӑх
![]() Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ кӑшӑлвируса пула пандеми тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн ку амак пирӗн тӑрӑха та ҫитсе кӗчӗ. Шел те, вилекенсем те пур. Чӑваш халӑх сайчӗ пирӗн республикӑри 5 ҫын вилнине стопкоронавирус.рф сайт хыпарлани тӑрӑх ӗнерех пӗлтерчӗ-ха. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви усал хыпара халӑх патне паян ирхи 8 сехет те 23 минутра ҫитерчӗ. COVID-19 диагноз ҫирӗпленнӗ, пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсен ҫулӗ — 65-рен пуҫласа 86-ччен. Вӗсем пурте йывӑр ытти амакпа нушаланнӑ: ӳпке шыҫҫипе, сахӑр диабечӗпе, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем кашнин пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, анчах ҫӑлса хӑварма май килмен. Пирӗн республикӑра ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцине ҫулталӑк пуҫланӑранпа 235 ҫыннӑнне тупса палӑртнӑ. Ку цифрӑсем — паян ирхи 8 сехет тӗлне. 14 ҫын сывалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти строительство организацийӗсенчен пӗринче, «Строймонтажизоляция» тулли мар яваплӑ обществӑра, шалу вӑхӑтра тӳлемен. Кун пирки Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятин пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, халӗ ӑна суда ярса панӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Ку статьяпа шалӑва икӗ уйӑх ытларах тӳлеменнисене явап тыттараҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ӗҫченсенчен пӗрне 80 пин ытла тенкӗ тӳлемен. Халӗ предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлесе татнӑ-ха. Ҫапах та пуҫиле ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ виҫӗ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ. Ку цифрӑна республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви хӑйӗн сайтӗнче кӑнтӑрла ҫитес умӗн пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах стопкоронавирус.рф сайтра пирӗн тӑрӑхра пиллӗккӗн вилнине хыпарланӑ. Унти кӑтарту 10 сехет те 35 минут тӗлне хатӗрленӗскер. Асӑннӑ сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне пирӗн ҫӗршывра 2,14 миллион тест тунӑ. Чирлисене 52 пин те 763 тӗслӗх палӑртнӑ. 3 пин те 873 ҫын сывалнӑ. 456 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вилекенсенчен кашнинех ытти чир-чӗр пулнине пӗлтереҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ернисенчен 45 проценчӗ чирлине туйман та, 20 проценчӗ вара хытах нушаланать. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ цифрӑна РФ сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ӗнер пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ 225 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шӗ сывалнӑ. Ӗнер вилнисен йышӗнче 2 ҫынччӗ, паян вара виҫҫе ҫитнӗ. Иккӗшӗн кӑшӑлвирус пулнине вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлнӗ. «Кӗрен парӑс» обсерваторие 16 ҫынна вырттарнӑ. Тепӗр 10 ҫыннӑнне анализ кӑтартӑвӗсене кӗтеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 3621 ҫынна сӑнаса тӑнӑ, халӗ ку йышра – 1538 ҫын. Вӗсенчен 1260-шӗ килте карантинра лараҫҫӗ, 262-шне пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсен хушшинче 18 ҫул тултарман 22 ача. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри Амӑшӗн капиталӗ ӳснӗ. Вӑл унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ тӑк халӗ – 150 пин тенкӗ. Саккун проектне ЧР Министерсен Кабинечӗн паян иртнӗ ларӑвӗнче ырланӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Патшалӑх Канашӗ пӑхса тухӗ те регион пуҫлӑхӗ алӑ пусӗ. Сӑмах май, республикӑра Амӑшӗн капиталне 2012 ҫулта пама тытӑннӑ. Унтанпа унӑн виҫи улшӑнман. Халӗ ача ҫуралсанах ҫемьене Амӑшӗн капиталӗнчен 20 пин тенкӗ пама та йышӑннӑ. Ку укҫапа вӗсем хӑйсем пӗлнӗ пек усӑ курӗҫ. Тата ҫакна палӑртмалла: республикӑри Амӑшӗн капиталне 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |