Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» 10 млн сӑмах ытла!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.07.2021 09:58 | 1375 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗн» сайчӗ
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ корпусӗн» сайчӗ

Ак ҫитрӗ те ӗнтӗ ҫак самант — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи» сӑмахсен йышӗ 10 миллионран иртрӗ. Чӑваш чӗлхин ҫак корпусне хатӗрленӗ май эпир икӗ тӗллев лартнӑччӗ: пӗри чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсене хатӗрлесси, тепри вара — чӑваш чӗлхин корпусне йӗркелесси. Пӗрремӗшне пурнӑҫланӑ май эпир 1 миллион мӑшӑр пухма тӗллев лартса. Ку тӗлӗшпе вӗҫне ҫитсе пыратпӑр та темелле — халь пирӗн корпусра 908 пин ытла мӑшӑр. Иккӗмӗш тӗллевӗ вара хальлӗхе хӑй тӗллӗн пурнӑҫланса пырать — ку тӗлӗшпе эпир ятарласа ӗҫлеместпӗр, сӑмахсен йышӗ мӑшӑрсем валли текстсем кӗртнипе ҫеҫ ӳссе пырать.

Чӗлхеҫӗсен шухӑшӗпе чӑн-чӑн корпус шутланмашкӑн унта 20 миллион ытла сӑмах пулмалла, вара тин вӑл чӗлхене туллин кӑтартма пултарӗ. Вӑт, майӗпен ӗҫлесех, эпир ҫак тӗллевӗн ҫуррине турӑмӑр та темелле.

Хальлӗхе чӑн та хамӑрӑн корпуса чӑваш чӗлхине туллин кӑтартса пама пултараканни теме йывӑртарах. Енчен те пуҫламӑшӗнче, Библие кӗртнӗ хыҫҫӑн, унта ытларах пайне тӗн тексчӗсем йышӑнатчӗҫ пулсан (калӑпӑр, тӑтӑшлӑх словарӗнче «Ҫӳлхуҫа» сӑмах чи тӑтӑш усӑ кураканнисенчен пӗриччӗ, халь вара 3-мӗш страница таран аннӑ), халь вара ку енчен вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ хайлавсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫапла май хальхи вӑхӑтра «та», «те», «пек» татӑксем, «пул», «кай», «ил», «тӑр», «кала» ӗҫхӗлсем (глаголсем), «вӑл», «ун», «эпӗ», «хӑй» местоименисем чи тӑтӑш усӑ кураканнисем шутланаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи корпусне пуянлатас ӗҫе эпир чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрӗсене кирлӗ чухлӗ хатӗрлесе ҫитернӗ хыҫҫӑн пуҫӑнасшӑн. Усӑ курнӑ текстсем тӗрлӗрех пултӑр тесе чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсемпе, хаҫат-журналти статьясемпе тата ытти тӗссемпе пуянлатма планласа хунӑ.

#чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #ҫитӗнӳсем, #ЧЧЛ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем