Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Чӑваш чӗлхи: Республикӑсен чӗлхисемпе пӗрлехи вӗренӳ кӗнеки пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.05.2026 21:12 | 44 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Ҫӑлкуҫ: nono-banana AI
Ҫӑлкуҫ: nono-banana AI

Раҫҫейри влаҫсем республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе вӗренӳ кӗнекисен пӗрлӗхлӗ патшалӑх йышне тума йышӑннӑ. Патшалӑх правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йышӑнӑва Раҫҫей патшалӑх чӗлхе политикин никӗсӗсене пурнӑҫа кӗртессин мероприятисен планне кӗртӗҫ.

Планпа килӗшӳллӗн специалистсем наци чӗлхисемпе литературӑна вӗрентмелли ҫӗнӗ методологие вырӑс чӗлхипе тачӑ ҫыхӑнтарса хатӗрлӗҫ. Ҫавӑн пекех шкулсем валли икӗ чӗлхеллӗ сӑмахсарсем кӑларма, вӗрентӳпе меслетлӗх базине йӗркелеме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне чӗлхесене патшалӑх реестрне кӗртмелли ӑслӑлӑх критерийӗсене те палӑртнӑ.

Чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне сыхласа хӑварма кашни ҫул Раҫҫей шайӗнче преми парса чыслама, форумсемпе конференцисем ирттерме палӑртнӑ. Общество валли пӗлтерӗшлӗ литература кӑларма та патшалӑх пулӑшӗ. Ҫак ӗҫсем чӗлхесен нумай тӗрлӗлӗхне упраса хӑварма пулӑшӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #политика, #Раҫҫейре, #вӗренӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/obschestvo/27544539
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пăшатан // 1262.98.8390
2026.05.28 21:23
Хуплашка — вырӑсла. Патша саманинчи пек.
Пăшатан // 1262.98.8390
2026.05.28 21:26
Епле-ха çын чăвашла калаçма-çырма-вулама тапрантăр. енчен вĕренткĕч хуплашки те чăвашла мар пулсан?
2026.05.28 21:42
Аçтахар Плотников
Хуплашкана ИИ-пе ӑсталарӑм. 81 тенкӗ тӑкакланчӗ (3 ӳкерчӗк туса пачӗ)...
2026.05.28 21:45
Аçтахар Плотников
Е ҫакна суйламаллаччӗ-и? https://gallery.chuvash.org/san/2960.html

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем