Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче 16 тата 17 ҫулсенчи ҫамрӑксем пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӗсене ҫынна малтанласа калаҫса татӑлса, хӗҫпӑшал евӗр япалапа усӑ курса ҫаратнӑшӑн явап тыттарӗҫ.

Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин подъездӗнчи 4-мӗш хутра пулса иртнӗ.

Ӳсӗр икӗ ҫамрӑк хӑйсем унччен палламан 37 ҫулти хӗрарӑма тапӑннӑ. Пӗри ӑна водка кӗленчипе пуҫӗнчен ҫапнӑ, тепри хӗрарӑмӑн карас телефонне туртса илнӗ. Хӗрарӑма ҫапла майпа 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.

Яшсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫесем суда ярса панӑ.

 

Республикӑра
1zoom.ru сайтри сӑн
1zoom.ru сайтри сӑн

Республика уявӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 23-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» фестиваль иртӗ.

Унта Раҫҫейри тата хамӑр патри сӑра савучӗсем, сӑра вӗретекенсем хутшӑнӗҫ, чи лайӑх ӗҫмен дегустацийӗ пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку мероприятие кашни ҫулах ирттерме палӑртнине каланӑ.

Сӑмах май, Чӑваш Ен – Раҫҫейре хӑмла чи нумай туса илекен регион. Пирӗн патра ҫулталӑкра 180 тонна хӑмла пухаҫҫӗ, Раҫҫейӗпе - 7,5-8 пин тонна. Пирӗн республикӑра ҫӗршывра туса илне хӑмлан 90 процентне хатӗрлеҫҫӗ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ҫухалнӑ. Тӑванӗсем кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.

61 ҫулти Николай Кириллович Арюхин ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ӑҫталла? Никам та пӗлмест. Тепӗр кунхинех тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ.

Николай ҫухалнине малтан арӑмӗ асӑрханӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен кун пек нихӑҫан та ҫухалман.

Николай Арюхин килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм шӑлавар, ҫутӑ футболка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89613472998

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79068
 

Тӗнчере
© AP Photo / Kirsty Wigglesworth
© AP Photo / Kirsty Wigglesworth

Нумай вӑхӑт хушши чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Пӗрлешнӗ Араб Эмирачӗсен 73 ҫулхи президенчӗ Халифа бен Зейд Аль Нахайян вилнӗ, кун пирки официаллӑ Эмиратсен агентстви пӗлтернӗ.

«Президент ӗҫӗсен министерстви ПАЭ халӑхне, арабпа ислам нацине тата пӗтӗм тӗнчене ПАЭ Аслӑ Президенчӗ шейх Халифа Бен Зейд Аль Нахаян вилнишӗн хурланнине пӗлтерет», — тенӗ пӗлтерӳре.

Вӑл Эмирата никӗсленӗ Зейд Аль Нахайянӑн аслӑ ывӑлӗ пулнӑ.

Юлашки ҫулсенче ПАЭ президенчӗ ҫӗршыва ерсе пырас ӗҫсене хутшӑнман та темелле, ҫак пӗтӗм ӗҫе Абу-Даби эмирачӗн тӗп хулин принцне Мухаммед бен Зейда туса пыма шаннӑ пулнӑ.

Халифа бен Зейд Аль Нахайян президентӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑран Пӗрлешнӗ Араб Эмирачӗсен ертӳлӗхӗ ҫӗршывра виҫӗ кунлӑх траур пулнине пӗлтернӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче мӗнпур патшалӑх учрежденийӗсемпе уйрӑм ҫынсен компанийӗсем ӗҫлемӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чапаев. Вечность за час» премьерӑна кӑтартнӑ.

Пьеса авторӗ — Владислав Николаев, режиссёрӗ — Дмитрий Михайлов. Тӗп сӑнара, Василий Чапаев рольне, моноспектакльте Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Леонид Яргейкин калӑпланӑ.

Пьеса авторӗ Владислав Николаев калашле, пирӗн тӑрӑхран мухтавлӑ ентешсем йышлӑн тухнӑ. Вӗсем — Петр Егоров, Никита Бичурин, Иван Яковлев, Алексей Крылов, Василий Чапаев, Андриян Николаев... Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ легендарлӑ Василий Чапаев ҫинчен спектакль хатӗрлес тенӗ. Моноспектакль валли пьеса ҫырса пама драматургран Дмитрий Михайлов режиссёр ыйтнӑ. Ӗҫе пуҫаниччен Владислав Николаев Василий Иванович ҫинчен нумай кӗнеке вуланӑ, документлӑ фильмсем пӑхнӑ, тӗнче тетелӗнчи тӗрленчӗксемпе паллашнӑ, Фурмановӑн романне те вуласа тухнӑ.

 

Республикӑра

Ыран, шӑматкун, Чулхуларан Шупашкара хӑвӑртлӑхлӑ «Валдайсем» ҫӳреме тытӑнӗҫ. Вӑл Чулхуларан ирхи 6 сехетре ҫула тухӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак рейса тест режимӗнче темиҫе рейс тутарнӑ. Кӑҫал вара тахҫанхи йӑлана чӗртес тенӗ, ҫак маршрута навигаци графикне кӗртнӗ.

«Валдай» ҫул ҫинче 4,5 сехет ирттерӗ, Шупашкарта тепӗр ҫавӑн чухлӗ ларӗ. Кун тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ май 5 сехетех ларма пуҫлӗ. Ҫак вӑхӑт туристсене хула курса ҫаврӑнма ҫитетех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79056
 

Статистика
buketleta.com сайтри сӑн
buketleta.com сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче лавккасенче мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ?

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрах, хакӗ самай ӳснисен йышӗнче - пуҫлӑ сухан, шампунь тата чӗрчунсене ҫитермелли типӗ апат. Ытти таварӑн хакӗ 3 процентран ытларах хӑпарман.

Мӗн йӳнелнӗ? Хӑяр, ҫӑмарта, ача-пӑча подгузникӗ, арҫын нуски. Ҫавӑн пекех сӑнаса тӑракан чылай эмелӗн хакӗ чакнӑ. Шурӑ эрех 2,23 процент йӳнелнӗ

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Как ходят деревья. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — паллӑ ҫыравҫӑ, классик Лев Толстой. Ҫӗнӗ кӑларӑма ача-пӑча валли ҫырнӑ калавсем кӗнӗ.

Чӗрчунсен тата ӳсентӑран пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнекене икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла — пичетлесе кӑларнӑ. Калавсене вырӑсларан чӑвашла Валерий Алексеев куҫарнӑ. Кӑларӑма Светлана Бритвина художникӑн ӳкерчӗкӗсем илемлетнӗ.

 

Сывлӑх
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

СПИДран вилнисене асӑнмалли кун ҫывхарнӑ май ыран Шупашкарти "Каскад" суту-илӳ центрӗнче ҫак чир тата ВИЧ пуррипе ҫуккине тӗрӗслӗҫ. Унта кашниех пырса анализ пама пултарать. Йӑлтах анонимлӑ тата тӳлевсӗр.

Анализа 13 сехет ҫурӑран пуҫласа 15 сехет ҫурӑччен илӗҫ. Республикӑри СПИД центрӗн консультанчӗсем ыйтусене хуравлӗҫ, ВИЧ пирки, ӑна мӗнле майпа ертме палтарни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫыннӑн ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тума укҫа пулман. Вӑл никамӑн та мар тесе шухӑшланӑ машинӑна, «копейкӑна», тимӗр-тӑмӑра пама шутланӑ. Машина Мир проспектӗнче унӑн килӗнчен инҫех мар ларнӑ.

«Копейка» ҫухалнине хуҫи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Вӑрра тӳрех тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра унӑн ют ҫӗре тухса ҫӳреме юрамасть.

 

Страницӑсем: 1 ... 1044, 1045, 1046, 1047, 1048, 1049, 1050, 1051, 1052, 1053, [1054], 1055, 1056, 1057, 1058, 1059, 1060, 1061, 1062, 1063, 1064, ... 4082
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 28

1887
139
Чапаев Василий Иванович, граждан вӑрҫи Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1903
123
Тани Юн, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1935
91
Трофимов Алексей Александрович, чӑваш ӳнер тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1969
57
Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...