Хулара
![]() vladtime.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗ тин ҫуралнӑ ачана регистрациленӗ. Пепке Президент пепкелӗх центрӗнче ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ку вӗсен кулленхи ӗҫӗ-ха, анчах ачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ: Луна. Пусӑм «у» саспалли ҫине ӳкет. Луна ят латин чӗлхинчен пулса кайнӑ. Ҫапла Авалхи Римра Уйӑх туррине чӗннӗ. Унтан «Луна» сӑмах итальян тата испан чӗлхисене куҫнӑ, хӗрачасене ҫавнашкал ят пама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян ҫур ҫӗр иртсен Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче пушар алхаснӑ. Ҫулӑм икӗ пӳрте тӗп тунӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тухнине ҫур ҫӗр иртни 3 сехет тӗлӗнче курнӑ. Ҫунса кайнӑ пӗр ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗрарӑм пушартан ҫӑлӑнас тесе иккӗмӗш хутран сикнӗ. Ҫапла вӑл аллине амантнӑ, ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ. Паян ирхине Муркаш районӗнчи «Хӗвеллӗ» сад юлташлӑхӗнче те пушар пулнӑ. Унта хуралтӑ таврашӗсем кӗле ҫаврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Игорь Моляковпа тӗлпулу иртӗ. Игорь Юрьевича нумайӑшӗ патшалӑх тата политика ӗҫченӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. 1994 ҫулта вӑл Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланнӑ. Чӑваш парламентӗнче вӑл икӗ созывра «халӑх тарҫи» пулнӑ. 2020 ҫулта ӑна РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ. Вулавӑшри тӗлпулу-каҫра Игорь Юрьевичпа поэт евӗр паллаштарӗҫ. Вӑл — философ. 1983 ҫулта Ленинградри А.А. Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнчи философи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки 2001 ҫулта Йошкар-Олара пичетленсе тухнӑ, иккӗмӗшӗ — ҫавӑнтах тепӗр икӗ ҫултан. Сӑвӑсемпе пӗрлех Игорь Юрьевич пысӑкрах калӑпӑшлӑ хайлавсем ҫырать. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн «Заметки на ходу» романӗ кун ҫути курӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта Мускаври «Спас» телеканалӑн пултарулӑх ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Телекуравҫӑсем Введени кафедраллӑ соборӗнче пулнӑ. Унта чӑвашла литурги вуланине итленӗ. Литругие Сергий Сергеев ирттернӗ. Савватий владыка тележурналистсене интервью панӑ. Библие чӑвашла куҫарни ҫинчен Ева Лисина каласа кӑтартнӑ. Телкуравҫӑсем ытти вырӑнта та пулнӑ. Каярах «Спас» телеканалта «Пилигрим» кӑларӑм эфира тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheaz.ru сайтри сӑн Малашне ЧР Элтеперӗн стипендине 30 ҫул тултарман ҫамрӑксем ҫеҫ мар, 35 ҫула ҫитнисем те илме пултараҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑнӑва пӑхса тухнӑ та ырланӑ. Палӑртмалла: пултаруллӑ ҫамрӑксене кунашкал стипендие 2003 ҫултанпа параҫҫӗ. Унӑ виҫи 1830 тенкӗпе танлашать, ӑна кашни уйӑхра, пӗр ҫул, параҫҫӗ. Стипендие ҫулсерен тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ, пултарулӑх енчен палӑрнӑ 1000 ҫамрӑк илсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкар хулинче «Поделись урожаем» (чӑв. Тухӑҫа парнеле) акци иртет. Ӑна тӗп хулари Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр йӗркеленӗ. Асӑннӑ учрежденире «Тӗрӗс апаталану – вӑрӑм ӗмӗр никӗсӗ тата усӑллӑ йӑла» проект пурнӑҫланать. Кӑҫал кӑна мар-ха. Ытти ҫул та ӑна йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра пахчасенче улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ пулса ҫитнӗ. Ҫуркунне ытларах акса-лартса хӑварас килет, кӗр ҫитсен тухӑҫ йӑтӑнса тӑрать, тирпейлесе те пӗтереймӗн. Хулара ялти пек картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усрамастӑн-ҫке — ҫынна ҫиме питӗ нумаях та кирлӗ мар. Ҫавӑн пек шухӑшлакан пахчаҫӑсем ытлашши пахча ҫимӗҫе теприсене кӑмӑлтан параҫҫӗ. Социаллӑ ӗҫченсем пахча ҫимӗҫе пӗччен пурӑнакан, дачӑра ӗҫлеме пултарайман е пахча ҫук ваттисене ҫитерсе параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Алексей Трофимов ӳнерҫӗн «Скульптор-монументалист Анатолий Брындин. Принципы стилеобразования и пластическая структура» кӗнекине хӑтлӗҫ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑма 2019 ҫулта Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Анатолий Брындин — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, скульптор-монументалист, Брындинсен типографийӗн ертӳҫи. Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Анатолий Брындин 1941 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ. Пилӗк ҫулта ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ, вуннӑра — ашшӗсӗр. Шупашкарта пурӑнакан тӑванӗ усрава илнӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑна куҫса килнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти художество училищине вӗренме кӗнӗ, 1968 ҫулта — Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ аслӑ ӳнерпе промышленность училищине. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() don24.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнченпе республикӑра талӑкне 10 ҫынран ытларах вилмен. Сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Юлашки талӑкри статистика вара самай пӑшӑрхантарать: 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вируса пула татӑлнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 16-мӗш ҫын вилет. Ку таранччен 1947 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗтӗмпе 31219 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28371-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 81 ҫын чирленӗ, 69 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте 901 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи ялта пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 146 тӗм кантӑр ӳстернӗ. ШӖМ ӗҫченӗсем наркотиклӑ ӳсен-тӑрана туртса илнӗ. Кантӑр 46 ҫулти хӗрарӑмӑн пахчинче ӳснӗ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑрта наркотик пулнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан, унччен судпа айӑпланнӑ 55 ҫулти арҫын та пахчинче кантӑр ӳстернӗ. Унран 33 тӗм туртса илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Шупашкара 314 теплоход ҫитнӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкарти юханшыв порчӗ. Теплоходсемпе Атӑл тӑрӑх 42 пин ҫын пирӗн хулана курма килнӗ. Анчах ку хисеп тата нумайланмалла. Ҫитес вӑхӑтра юханшыв порчӗ тепӗр 120 теплохода йышӑнмалла. Вӗсемпе Шупашкара тепӗр 57 пин турист ҫитмелле. Сӑмах май, Куславккари пристань те Атӑл тӑрӑх килекен теплоходсене йышӑнать. Унта та туристсем самай килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |