Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Шупашкарта кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче иртен-ҫӳрен чӳречерен плакат ҫакӑнса тӑнине курнӑ. Унта «Ҫынсем, ҫӑкӑрпа пулӑшӑр» (выр. «Люди, помогите хлебом») тесе ҫырнӑ.

Ҫакна курсан ҫав ҫын патне полицейскисем те ҫитнӗ. Ҫав хваттерте пурӑнакан ҫынна чӑннипех те пулӑшу кирлӗ иккен. Ҫынсем каланӑ тарӑх, вӑл 50 ҫултан аслӑрах курӑнать. Ӑна тин кӑна пульницӑран киле янӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймест.

«Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, сусӑра пулӑшакансем тупӑннӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫӑкӑр, ҫимеллисем илсе пырса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73860
 

Пӑтӑрмахсем
hamidulina_19 архивӗнчи сӑн
hamidulina_19 архивӗнчи сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхи 9-10 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта пурӑнакан ҫемье – арӑмӗпе упӑшки тата 12 ҫулти ывалӗ – урама ҫарранах чупса тухнӑ.

Вӗсем каҫхине тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре ҫулӑм алхаснӑ ӗнтӗ. Ҫемье урама ҫара уранах чупса тухнӑ, нимӗн те илсе ӗлкӗреймен, докуменчӗсем те ҫунса кайнӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электропралук юсавсӑр пулнӑран тухнӑ. Ҫемье ҫуртсӑр юлнӑ, вӗсене пулӑшу кирлӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон – 89279988242, Галина Андреевна Хамидулина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73881
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ирхине полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫӑви патӗнче «Газеле» чарнӑ. Кузовӗ ҫинче тимӗр алӑксем пулнӑ. Каярахпа ҫакӑ уҫӑмланнӑ: вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти Промышленноҫ урамӗнчи гараж комплексӗнчен вӑрласа тухнӑ.

14 тимӗр алӑка Шупашкарта пурӑнакан 32-ри тата 38 ҫулти арҫынсем вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем унччен те судпа айӑпланнӑ.

Халӗ вӗсем алӑк вӑрласа мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Арҫынсем тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Персона

Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Манаймастпӑр...» асӑну каҫӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Мероприятире пултаруллӑ сцена ӑстине аса илӗҫ, Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль видеоне кӑтартӗҫ. Ӗҫе синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Иосиф ролӗнче – Геннадий Большаков.

Спектакль режиссёрӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, художникӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров, композиторӗ — Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков.

Астӑвӑм каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпе ялӗ ҫывӑхӗнче ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр ҫинче типӗ курӑк тата тӗмсем ҫуннӑ. Кун пирки пушарнӑйсене ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 13 сехет те 45 минутра пӗлтернӗ.

Ҫулӑм 70 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ. Ӑна сӳнтерме Сӗнтӗрвӑрри тата Канаш районӗсенчи вӑрман хуҫалӑхӗнчи ӗҫченсем ҫитнӗ. Пушара 5 техника сӳнтернӗ.

Ҫулӑмпа кӗрешме Вӑрмар районӗнчи 20 ҫын ҫитнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Иванов тата Кавал ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Алексей Николаев та вырӑнта пулнӑ.

 

Хулара

Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ кӗҫех ӗҫрен кайӗ. Ку хыпара паян Фейсбукра та пӗлтерекен пулнӑччӗ-ха, халӗ тата кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ.

Хулан тӗп архитекторӗ, 60 ҫулти Вениамин Мамуткин, кӗҫех ӗҫрен кайӗ. Вӑл 2014 ҫултанпа хула администрацийӗнче архитектурӑпа хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче – хулан тӗп архитекторӗнче ӗҫленӗ.

Хула администрацийӗн пресс-службинче эпир маларах асӑннӑ МИХа пӗлтернӗ тӑрӑх, Вениамин Мамуткин тӗп архитектор должноҫӗнче ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ таран тӑрӑшӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинче пурӑнакан Александр Андреев пыл сутать. Ку хыпара эпир ӑна рекламӑлас тӗллевпе ҫырас темен-ха.

Александр Андреевич пыл сутма Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑка тухса ларни пирки Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.

Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Андреев — вӑрҫӑ ветеранӗ. Вӑл 95 ҫулта. «Вӑрҫӑ ветеранӗнчен пыл туянӑр», — чӗнсе ҫырнӑ журналист.

 

Чӑваш чӗлхи

Александр Степанов полиглот, чӗлхеҫӗ, Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе акӑлчан чӗлхисене вӗрентекен, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑвашла ҫыраҫҫӗ-ши тесе «Контактра» социаллӑ тетеле тишкернӗ.

«Чӑваш чӗлхине аталантарас тесе нумай шӑв-шав ҫӗклетпӗр, конференцисемпе ҫавра сӗтелсем ирттеретпӗр. Кӑҫалтан 2025-мӗш ҫулччен тӑван чӗлхене аталанма пулӑшакан «Культура министерствин ятарлӑ программине» те йышӑнчӗҫ. Кашни ҫул 5-7 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ патшалӑх (ку цифрӑсемшӗн савӑнмалла-ши е тӗлӗнмелле-ши? Эпӗ калама пултараймастӑп). Пылак-пылак тенипе ҫӑварта пылак пулмасть ҫав. Вконтакте социаллӑ тетеле тишкертӗм. Тӗллевӗ — эп хутшӑнакан ушкӑнсемпе ман юлташсем, чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем, чӑваш чӗлхине упраса аталантарас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем чӑвашла е икӗ чӗлхепе постсем кӑлараҫҫӗ-ши? Мӗн шутлатӑр??????? Тӗрӗс хурав патӑр, ҪУК!!!!! Ку мӗне пӗлтерет-ши? Ман шутпа, ку сӑмахпа ӗҫ тӳр килменни е суя. Эпӗ асӑннӑ ҫынсем чӑвашлӑхшӑн, чӗлхешӗн, халӑхшӑн мар, хӑйсемшӗн, пиаршӑн ҫунаҫҫӗ. Тепрехинче ҫын эпӗ чӑваш чӗлхине, халӑха хисеплетӗп, вӗсем умӗнче пуҫ таятӑп тесен социаллӑ тетелти страницине уҫӑр та вӑл чӑн е суя сӑмах каланине тӗрӗслӗр», — тесе ҫырнӑ Александр Степанов.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен)

«Йӑпӑш ӑслӑлӑх» («тихая учёность»). Мартин Хайдеггер философийӗнче ҫавӑн пек ӑнлав пур (Хайдеггер М. Исток художественного творения / Пер. с нем. Михайлова А.В. М.: Академический Проект, 2008. С. 285.). Ҫиелтен пӑхсан, ҫак ӑнлавпа Г.А. Дегтярев ӗҫ-пуҫне палӑртма пулать пек. Чӑваш лексикографийӗ, лексикологийӗ… Словарь ӗҫӗ… «Бухгалтер, счетовод ӗҫне аса илтерет», – тейӗ ҫӑмӑлҫах ӑсли. Чӗрӗ, кулленхи пурнӑҫпа ҫыхӑнман пек туйӑнать ҫак ӗҫ нумайӑшне. «Наука ӗнтӗ, мӗн тӑвӑн… Академилле темелле…». Ҫапла шухӑшлани тепришӗн (сӑмахран, ку ӗҫе ячӗшӗн тӑваканшӑн) тӗрӗс. Г.А. Дегтярев ӗҫӗ-хӗлӗн, пурнӑҫӗпе пултарӑвӗн чӑн тупсӑмӗ – урӑххинче: урӑх инҫӗшре, урӑх талккӑшра, пур-ӑ-нӑҫӑн (бытие) урӑх таппи-талпӑнӑвӗнче… Урӑххине палӑртма, ӑсласа илме янтӑласа хунӑ сӑмах ҫук. «Ку сӑмах ыйтӑва ӑсласа илес ҫул ҫинче. Ҫул ҫинче – ҫул вӗҫӗнче мар» («Это всегда слово, которое находится на пути к освоению своей проблемы – на пути, а не в окончании пути»), – ҫырать А.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Раҫҫейри пенсионерсене пӗр хутчен 10-шар пин тенкӗ пама пултарӗҫ.

Инфляци виҫи кӗтмен ҫӗртмен пысӑкланса кайнӑран ҫӗршыври халӑхӑн хӑш-пӗр категорине хушма майпа пулӑшмалла. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗсемпе тӗл пулсан каланӑ.

«Пенсионерсене эпӗ пӗр хутчен 10-шар пин тенкӗшер пама сӗнетӗп», — тенӗ ҫӗршыв ертӳҫи.

Ку мера мӗнпур пенсионера пырса тивмелле. Ҫав шутра — ӗҫлекеннисене те, ҫар пенсионерӗсене те.

Ҫар ҫыннисене ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх вӑтамран 15-шар пин тенкӗ парасшӑн.

 

Страницӑсем: 1 ... 1041, 1042, 1043, 1044, 1045, 1046, 1047, 1048, 1049, 1050, [1051], 1052, 1053, 1054, 1055, 1056, 1057, 1058, 1059, 1060, 1061, ... 3854
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 18

1972
53
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1987
38
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
1990
35
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...