Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Галина Евтушенко кинорежиссёр, продюсер тата сценарист, Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, искусствоведени кандидачӗ хӑйӗн «ЛИТЕРАТУРА И КИНО» автор программине Марина Карягина чӑваш поэтне хӑнана чӗннӗ.
Унта пултаруллӑ ӑста палиндромсен «Урӑх ӑру. Другое поколение. A Different Generation» кӗнекипе паллаштарӗ.
Пултарулӑх каҫне ҫавӑн пекех Александр Куприн режиссёр хутшӑнӗ. Вӑл чӑваш поэчӗ ҫинчен хатӗрленӗ 44-минутлӑ «Амфистроф. Встречное течение» документлӑ фильм кӑтартӗ. Асӑннӑ ӗҫе РФ Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.
Пултарулӑх каҫӗ Мускаври Кино ҫуртӗнче кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 19 сехетре пуҫланӗ.
Унта Мускавра пурӑнакан чӑвашсем те ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнта кайсан паллӑ чӑваш поэчӗн виҫӗ чӗлхепе пичетленсе тухнӑ кӗнекине те туянма май килӗ.
ЛЕШКУКША // 1662.49.3447
2023.01.22 17:50 | |
Ку чыслӑ тӗрӗслев. Чӑт-чӑт, тӑхлпч! | |
Agabazar // 5055.1.9120
2023.01.23 17:42 | |
«Урăх ăру» тени палиндром пулнине тÿрех сиссе илме мĕнле пултарулăх кирлĕ?
Тен, кунта темле вăрттăн технологи пур пуль? | |
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.26 08:59 | |
Маттур, Марина, маттур!!!
Малалла! Малалла кӑна! Валери ТУРКАЙ | |
