Пирӗн АйхиСумлӑ сӑмах
Культура
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнче 1978-1983-мӗш ҫулсенче Чӑваш студинче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш Сӑмах Илемӗпе унӑн Хисепне (чӑваш чӗлхипе литературине кӑна мар!) пире вӗрентекенсем виҫҫӗн пулнӑ. Вӗсем: Ева Николаевна Лисина, Геннадий Николаевич Айхи тата Геннадий Никандрович Волков. Пӗрремӗш курса ачасене вӗрентме килнӗ Г.Н. Волков Германине виҫӗ ҫуллӑха ӗҫлесе пурӑнма тухса кайнӑ пирки чӑваш ачисен тӗрӗс те илемлӗ калаҫӑвне аталантарас ӗҫре вӗрентекенсен тепӗр педагог шырама тивнӗ. Чӑваш студине 1979-мӗш ҫулта Е.Н. Лисина килни, вӗренекенсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн те пысӑк телей пулнӑ. Ева Лисина артист ӑсталӑхӗн тата сцена ҫинчи калаҫу урокӗсенче пирӗнпе тӑтӑшах пӗрле пулма пултарни, пирӗн чӑвашла калаҫӑва тимлени, сцена калаҫӑвӗпе тата актер ӑсталӑхӗпе чылай куҫарусене хӑй аллине илни — ачасен вӗренӳ йывӑрлӑхӗсене самаях ҫӑмӑллатнӑ. Чи пахи вара, Ева Николаевна Чӑваш студине Г.Н. Айхипе ҫыхӑнтарнӑ. Геннадий Николаевич Айхи кам пулнине Чӑваш студинче вӗренекенсем вӑл вӑхӑтра илтмен те, пӗлмен те темелле. | ||
Пӑтӑрмахсем
![]() msk.inregiontoday.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи пӗр хваттерте 3 ҫулти хӗрача виллине тупнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку тискер ӗҫе амӑшӗ тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 42 ҫулти хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тата юпан 1-мӗшӗнче упӑшкипе, ҫав вӑхӑтра килте пулманскерпе, вӑрҫӑнса кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӗрне вӗлерме шутланӑ, пӗчӗкскере ҫемҫе япалапа хупласа сывлама паман. Кун хыҫҫӑн хӑй те пурнӑҫран кайма тӑнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑм больницӑра выртать. Ҫитес вӑхӑтра ӑна тытса чарас ыйтӑва татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Наталия Сергеева Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче режиссёрта ӗҫлекен Наталия Сергеева 50 ҫул тултарнӑ. Наталия Сергеева Шупашкар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1993 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑнах ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ. 2013 ҫулта вӑл Мускаври Культура, искусство тата туризм енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстермелли академирен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫулсенче артистка режиссёр пулса тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Ырӑ кун пултӑр юлташсем! Эпир сирӗнпе Азире те, Африкӑра та, Кӑнтӑр Америкӑра та пулса куртӑмӑр. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри пӗр ял тӑрӑх та утса тухрӑмӑр. Паянхи ҫул ҫӳреве вара Австралире ирттермелле тетӗп. Анчах малтанхи пек ялсем тӑрӑх мар, пӗр-пӗр хулана ҫул тытӑпӑр. Калӑпӑр, океан хӗрринче вырнаҫнӑ Херальтон (выр. Джералдтон) пире тивӗҫтерме пултарать. Хули вӑл пысӑках мар, унта 31 пин ытла ҫын ҫеҫ пурӑнать. Вӑр Пертран, Анӑҫ Австралин тӗп хулинчен, ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ. Хӑй Пертӗнче вара 2 млн халӑх ытла пурӑнать. Ҫавна май ӑна пирӗн Ҫӗмӗрлепе е Улатӑрпа ҫӑмӑллӑнах танлаштарма пулать. Чӑннипе ӗнтӗ Улатӑрта та, Ҫӗмӗрле те те халӑх йышӗ халь Херальтонринчен сахалрах, анчах маларах ытларах пулнӑ. Мӗн тӑвӑн, пирӗн хуласенче халӑх йышӗ — чакать, Австралири хулара — ӳсет. | ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче пӗр ҫамрӑк пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. 17-ри каччӑн руль умне ларма ирӗк пулман пулин те ҫав каҫхине вӑл ашшӗн машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Руль умне вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехет ҫурӑсенче ларнӑ. Ҫул ҫитмен водитель Тӑрмӑша «Лада-Веста» автомобильпе тепӗр ялтан ҫитнӗ. Ял урамӗпе пынӑ чухне машина ҫул айккине пӑрӑнса кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫула водитель прависӗр тухнӑ каччӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл аманса пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Оперштаб ларӑвӗнче ҫынсем транспортра маскӑсар ҫӳрени пирки те калаҫнӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлсах пынӑ май общество транспортне пырса тивекен йышӑну та тунӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев автобуссемпе троллейбуссенче, маршруткӑсенче ҫынсем маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеме хушнӑ. «Транспорт япӑх ӗҫлени пирки ҫӑхав нумай, ҫавна май халӑх нумай пухӑнать. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ халӑх тетелӗсенче халӑх маска тӑхӑнманни пирки ҫырнисене вулатӑп», - тенӗ Олег Алексеевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() pobedarf.ru сайтри сӑн Владимир облаҫӗнче пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта пулнӑ, пӗр ушкӑнра 16 ҫулти арҫын ачапа паллашнӑ. Хайхискер унран телефон шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Вӑл ниҫта та шӑнкӑравламан, мобильлӗ сервиспа усӑ курса арҫын ачан банк счечӗ ҫинчен укҫа хӑйӗн патне куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 13 пин тенкӗ. Палӑртмалла: вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() cheb-eparhia.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫӗнӗ аллея пулӗ. Кедр йывӑҫӗсене Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 68-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе юнашар лартнӑ. Ку ӗҫе Шупашкар епархи управленийӗн элчисем, «Союзспецодежда» суту-илӳ ҫурчӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Хунавсене тата пулас аллея вырӑнне Шупашкар епархийӗн секретарӗ Иов Маркелов иероманах сӑвапланӑ. Кӑҫал Шупашкар-Чӑваш Ен епархийӗ 75 ҫул тултарать. Аллейӑна шӑпах ҫак юбилея халалласа уҫнӑ та. Йывӑҫ хунавӗсене вара, Ҫӗпӗр кедрӗсене, «Союзспецодежда» суту-илӳ ҫурчӗ парнеленӗ. Пӗтӗмпе – 7- хунав. Вӗсене Шупашкарти питомникре ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче икӗ пӗчӗк пӗртӑвӑн шар курнӑ. Вӗсем ҫул ҫинчи инкекре аманнӑ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 43 минутра пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш «А» ҫурт тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта «Шевроле Авео» автомобиль водителӗ малта пыракан машина ҫине пырса кӗнӗ, хӑй кайран светофор юпи ҫине пырса тӑрӑннӑ. Умри «Рено Fluence» машина бордюр чулӗ ҫине тухса кайнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ автомобиль салонӗнче 4 тата 9 ҫулсенчи икӗ хӗрача пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ, вӗсем унта сипленмеллех аманманнине кура пӗртӑвансене тухтӑрсем киле янӑ. «Шевроле Авео» рулӗ умӗнче 18 ҫулти каччӑ пулнӑ, машинӑпа ҫӳреме унӑн ирӗк пулман. Инкекре водительсем аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
![]() Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче эпир тӗрлӗ шайри депутатсене суйларӑмӑр. Чӑваш Енӗн Ҫӗнӗ, ҫиччӗмӗш, созыври депутачӗсем, ав, ҫак эрнере пӗрремӗш ларӑва пухӑнчӗҫ. Сесси хыҫҫӑн «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм кӑсӑклӑ темиҫе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Пӗрремӗшӗнчен, Чӑваш Енӗн парламентӗнче арлӑх енӗпе танмарлӑх хуҫаланать. Ҫӗнӗ созыва суйланнӑ 44 депутатран хӗрарӑмсем 4-ӑн ҫеҫ. Ҫав вӑхӑтрах чи ҫамрӑк депутат – хӗрарӑм. Ку вӑл – 21 ҫулти Ксения Семенова. Чӑваш парламентне вӑл «Ҫӗнӗ ҫынсем» партирен суйланнӑ. Кӑсӑклӑ тепӗр самант – регионӑн парламенчӗ нумай партиллӗ пулни. Унта 6 парти пайташӗ суйланнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗнчи коммунистсен икӗ фракци тейӗн. Вӗсенчен пӗрне, пилӗк депутата Шурчанов ертсе пырать теме юрать, тепӗр икӗ депутатран тӑракан йыша – Андреев теме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |