Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Улатӑрта 35 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет. Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14 сехетре ҫамрӑк арҫын ҫурт патне канализаци пӑрӑхӗсене хунӑ чухне вилнӗ. Вӑл траншея тӗпӗнче пулнӑ, ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ. Арҫынна тусӗ шалусӑрах ӗҫлеме чӗннӗ. Ведомство кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следовательсем вырӑна тӗплӗн тӗрӗсленӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче арҫынпа хӗрарӑм кӑмпа татма кайсан каялла килмелли ҫула ҫухатнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑм Ҫӗнӗ Туканаш ялне хӑнана килнӗ. Кӑнтӑрла вӗсем кӑмпана кайма шутланӑ. Анчах хайхискерсем вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Вӗсен ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Арҫынпа хӗрарӑма 15 сехет тӗлне тупнӑ. Вӗсем тӑванӗсем патне тӗрӗс-тӗкелех таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре те, Чӑваш Енри пекех, Ашшӗн кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уява юпа уйӑхӗнчи виҫҫӗмӗш вырсарникун паллӑ тӑвӗҫ. Кӑҫал Ашшӗн кунӗ юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗ ҫине лекӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре уява пӗлтӗр паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах пирӗн патра ӑна юпа уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗрремӗш хутчен паллӑ тунӑ. Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула ачасем унта хутшӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗрисем велосипедсӑр тӑрса юлни пирки йӗрке хуралҫисене авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗ-ха. 10 пин тенкӗ тӑракан икӗ урапаллӑ транспорта унӑн хуҫи Юханшыв бульварӗнчи ҫуртсенчен пӗрин подъездӗнче лартса хӑварнӑ. Кӗҫех хулари темиҫе видеокамера эрех-сӑра хупахӗсене пӗр арҫын велосипедпа пырса ҫӳренине ӳкерсе илнӗ. Ҫав ҫын вӑрланӑ велосипедпа хула тӑрӑх хӑюллӑн ҫӳренӗ иккен. Вӑл унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 24-ри арҫын пулнӑ. Вӑрланӑ велосипеда Гидростроительсен урамӗнче тупнӑ. Ӑна ҫывӑх вӑхӑтра хуҫине тавӑрса парӗҫ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Чӑваш Енре «ГрандСтрой» застройщикӑн гендиректорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх хваттер туянма ӗмӗтленекенсенчен укҫа пухнӑ. «Кӗмӗле» вӑл 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен пуҫтарнӑ. «Алые паруса» (чӑв. Хӗрлӗ парӑс) ҫурт-йӗр комплексӗнче хваттерлӗ пулма ӗмӗтленекенсем пурӗ 14,3 миллион тенкӗ ытла укҫа куҫарса панӑ. Ҫав укҫана хӗрарӑм-директор хӑй тӗрӗслесе тӑракан тепӗр организаци ҫине куҫарса янӑ. Пайҫӑсенчен илнӗ укҫапа вӑл 2018 ҫулхи чӳк тата раштав уйӑхӗсенче те хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ-ха. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл ашшӗне йӳнӗ хакпа хваттер туса пама килӗшӳ тунӑ. Хваттер хакӗ пасарти вӑтам хакран 600 пин тенкӗ йӳнӗрех пулнӑ. Пайҫӑсене вара хӗрарӑм-директор хваттерсемпе тивӗҫтерсе пӗтереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Паян каҫхине «Facebook» сервисӗсен ӗҫӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнине нумайӑшӗ сисрӗ пулӗ. Интернет-ҫӑлкуҫсене сӑнаса тӑракан «Downdetector» портал та ҫавна ҫирӗплетсе панӑ. 18 сехет те 30 минут тӗлне илсен, «Instagram» тата «WhatsApp» ҫӑлкуҫсемпе усӑ куракансем вӗсем йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пӗлтернӗ. «Facebook» тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнне кӗрекенсенчен 75 проценчӗ веб-сайт йӗркеллӗ ӗҫлеменнине сиснӗ, 15 проценчӗ авторизациленеймен. «WhatsApp» приложенипе те ыррӑн усӑ курма йывӑр. «Instagram» пирки те ҫавнах каламалла. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Twitter» ӗҫӗнче йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Ҫавӑ Германире, Ирландире, Испанире, Италире, Нидерландинче тата Францинче сисӗннӗ. Великобританире, Канадӑра тата АПШра та йывӑрлӑх пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 104-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӗ. Ун чухне куракансене чӑваш классикӗ Яков Ухсай пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйтан чури» спектакль кӑтартӗҫ. Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Композиторӗ — Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лолита Чекушкина. Ӗҫе Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе лартнӑ. Спектакль валли театр ятарласа чӑваш халӑх музыка инструменчӗсем: купӑс, тункӑр, шӑкӑртма, шӑпӑр вулли, параппан тата ыттине — туяннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chv.addnt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри театрсемпе кинотеатрсене QR-кодпа кӗртме пуҫласшӑннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ, ав, ҫав самана ҫитрӗ те. Ҫӗнӗ йӗрке юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Чару 18 ҫултан аслӑраххисене пырса тивӗ. Ҫитес тунтикунтан республикӑри культура учрежденийӗсене кӑшӑлвирусран вакцинаци тутарнине ӗнентерекен QR-кодпа ҫеҫ кӗртӗҫ. Е юлашки ҫур ҫулта кӑшӑлвруспа чирленине ҫирӗплетсе паракан справкӑпа. Ку хыпара паян Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ ирхи планёркӑра республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫӗнӗ йӗрке кинона, спектакле, музее, концерта т.ыт.те каяс текенснее пырса тивӗ. «Ҫак йӗркене эпир чирлекенсем йышлӑран турӑмӑр. Прививка тутарса хӑвӑр тата ҫывӑх ҫыннӑрсен сывлӑхне упрама сӗнетӗп», — тенӗ республика ертӳҫи. Билетсене маларах илсе хунӑ, ҫав вӑхӑтрах кирлӗ документсем пулмасан укҫана каялла тавӑрса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан Анна Петрова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те юрлама пултарать. Анна Павловна 6 ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавма кайнӑ. «Кивӗ тумтир тӑхӑнса 10-шар сехет чаваттӑмӑр, ҫил ҫурӑм витӗр вӗретчӗ», - аса илет Анна Петрова. Анна Павловна питӗ ир тӑлӑха арӑма юлнӑ. Упӑшки вилнӗ чухне хӗрӗ Мария 7 уйӑхра пулнӑ. Вӑл ӑна пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Анна Петровӑн вӑрӑм ӗмӗр варттӑнлӑхӗ пур: ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла тата Турра ӗненмелле. Вӑл Библин пӗр пайне каллиграфи почеркӗпе тетрадь ҫине ҫырса илнӗ. Халӗ унӑн 5 мӑнук, вӗсен 8 ачи. Кӗҫех 9-мӗшӗ ҫуралмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри 3 районта кафе-ресторана хупма пултараҫҫӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Сӑмах Улатӑр, Комсомольски тата Патӑрьел районӗсем пирки пынӑ. Унта чирлекенсем нумай, вакцинациленнисем вара сахал. Ҫак виҫӗ районта кафе-ресторанра ӗҫлекенсен 17 проценчӗ ҫеҫ кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ. Улатӑрта ковид-госпитальсенче койкӑсем пӗтнӗ. Пациентсене Патӑрьел районне илсе каяҫҫӗ. Лару-тӑру улшӑнмасан ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак районсенчи апатлану предприятийӗсене 1-2 эрнелӗхе хупма пултарассине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |