Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян – вӗрентекен кунӗ. Мускавра Правительство ҫуртӗнче Михаил Мишустин премьер-министр педагогсене пысӑк награда панӑ. Раҫҫей правительствин Хисеп грамотине илекенсен йышӗнче Шупашкарти 4-мӗш лицейра математикӑна вӗрентекен Елена Михайлова та пулнӑ. Ӑна Михаил Мишустин хӑй грамотӑна тыттарнӑ. Елена Александровна ку тытӑмра 42 ҫул вӑй хурать. Сӑмах май, паян пирӗн республикӑра та Элтепер вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫлекенсене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ырантан, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен, маска тӑхӑнман пассажирсене общество транспортне кӗртме пӑрахӗҫ. Ҫапла асӑрхаттарать Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ. Ырантан йӗрке ҫирӗп пулӗ: маска тӑхӑнман пассажира билет сутмӗҫ. Ҫак йӗркене пӑхӑнманнисене салона кӗртмӗҫ. Административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырма тивӗҫлӗ ҫынсене чӗнсе илме пултарӗҫ. Аса илтерер: республикӑра маска тӑхӑнмалли режима пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Pexels.com сӑнӳкерчӗкӗ Дача чӗртсе янӑ ҫамрӑка икӗ ҫуллӑха колони-поселение ӑсатӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ суд. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Усал ӗҫе 26 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунӑ. Ҫав кунхине вӑл хӑй паллакан хӗр патне «Ивушка» пахча юлташлӑхне ҫул тытнӑ. Хӗр кӑмӑлӗ пирки пӗлместпӗр те, пикен амӑшӗ каччӑна кӑмӑлсӑр кӗтсе илнӗ. Вӑл ӑна хӑваласа ярас тенӗ. Каччӑ ҫавӑншӑн ҫурӑлса каясла тарӑхнӑ курӑнать. Хӗрӗн ҫемйине вӑл усал тӑвас шухӑш тытнӑ. Тавӑрас шухӑшпа дачӑри верандӑна тата мунчана чӗртсе янӑ. Ҫемье 112 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ҫӗнӗ троллейбус Чӑваш Ен ертӳҫисем троллейбуссене перекетлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пуҫласшӑн. Ҫав тӗллевпе туртакан подстанцисене модернизацилӗҫ. Асӑннӑ хатӗрсем троллейбуссене ҫутӑпа тивӗҫтереҫҫӗ. Подстанцисене ҫӗнетни электроэнерги тӑкакне 40-50 процент таран пӗчӗклетме май парӗ. Модернизаци валли кирлӗ укҫа-тенке инфраструктура кредичӗн пӗр пайӗнчен илесшӗн. Ҫак хыпара республика Элтеперӗ Олег Николаев «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ. Троллейбус управленийӗсем (Шупашкарти те, Ҫӗнӗ Шупашкарти те) тӑкаклӑ ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти управлени ҫутӑ парӑмне юлашки 5 ҫулта ниепле те тӳлесе татаймасть. 2017 ҫул вӗҫӗнче энергетиксен умӗнчи парӑм 149 миллион тенке ҫывхарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне муниципалитет предприятийӗ панкрута тухасси патнех ҫитнӗччӗ. Ун чухне парӑма реструктуризацилени йывӑрлӑхран тухма пулӑшрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() @chuvashskaya_respublika сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Федерацин Атӑлҫи округӗнче иртекен «ФормArt» стрит-арт фестивальне хутшӑнакансемшӗн сасӑлама май пур. Пирӗн республика чысне Максим Косаткин стрит-арт художник хӳтӗлӗ. Вӑл унта «Подъём сельскохозяйственной отрасли» (чӑв. Ял хуҫалӑх отрасльне ҫӗклени) ӗҫпе хутшӑнать. Сасӑлав юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пырӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсене халӑх тата экспертсен сасӑлавӗ тӑрӑх палӑртӗҫ. Конкурса юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче «Zoom» платформа ҫинче иртекен онлайн-трансляци вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. I, II, III вырӑнсене тухнисене 100, 150 тата 200 пин тенкӗ, диплом тата асӑнмалӑх парне парса хавхалантарӗҫ. Сасӑлава хутшӑнас тесен 8 (800) 301-50-23 тӳлевсӗр номер ҫине шӑнкӑравласа финалистӑн кодне палӑртмалла. Пирӗн республикӑн стрит-арт фестивальти кочӗ — 6. Пӗр номертен пӗр хутчен ҫеҫ сасӑлама май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() telemetr.me сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти йӗрке хуралҫисене Камчатка тӑрӑхӗнчен тӑван тӑрӑха хӑнана килнӗ ҫын ура ҫине тӑратнӑ. Вӑл вӗсене пӗр класра вӗреннисемпе хулари кафесенчен пӗринче тӗл пулнине, унта куртка ҫухатнине, куртка кӗсйинче укҫа пулнине пӗлтернӗ. Нумай та мар, сахал та мар – 430 пин тенкӗ. Пакунлисем заявление илнӗ хыҫҫӑн ӗҫе тытӑннӑ. Ара, куртка тата укҫа вӑррине тупмалла-ҫке. Камчатка тӑрӑхӗнчен Чӑваш Ене килнӗ 55 ҫулти арҫын тепӗр икӗ кунтан каллех йӗрке хуралҫисем патне васкаса ҫитнӗ. Хальхинче вӑл укҫа тупӑннине хавасланса пӗлтернӗ. Пӗр класрисемпе тӗл пулма кайиччен арҫын кӗсьери укҫана кӑларса хӑварнӑ иккен. Анчах ҫавӑн пирки хӑй манса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Кондратьев. «Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствинче ертӳҫӗне ҫирӗплетнӗ. Министр тивӗҫӗсене 36 ҫулти Александр Кондратьев пурнӑҫлӗ. Асӑннӑ ведомствӑра вӑл кӑҫалхи пуш уйӑхӗнченпе тӑрӑшать. Унчченхи министр, Евгений Герасимов, пукана ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пушатнӑ. Вӑл должноҫран кайсан министр тивӗҫне пурнӑҫлама министр ҫумӗ пулнӑ Александр Кондратьева шаннӑччӗ. Халӗ республика Элтеперӗ ӑна заместитель пуканӗнчен хӑтарса министр тилхепине тыттарнӑ. Кандидатурӑна ҫӗршывӑн Промышленность министерствинче ҫирӗплетсен Кондратьев министр пулӗ. Александр Андреевич 1985 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2007 ҫулта Мускаври патшалӑх строительство университетӗнчен «Гидротехника строительстви» специальноҫа алла илни ҫинчен калакан дипломпа вӗренсе тухнӑ, 2011 ҫулта Управление патшалӑх университетӗнчен – «Организаци менеджменчӗ» енӗпе. 2005-2021 ҫулсенче «Россети», «ФСК ЕЭС», «РусГидро» организацисен ӗҫ тӑвакан аппарачӗсенче тата хушма предприятийӗсенче тӑрӑшнӑ. Вӑл Раҫҫей Правительствин Хисеп грамотине те тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 900igr.net сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви республикӑри чи лайӑх муниципалитет культура учрежденийӗсене тата вӗсенче ӗҫлекен пултаруллӑ ҫынсене палӑртасшӑн. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявкӑсене юпа уйӑхӗн 5-25-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Кашни район кашни номинаципе пӗр кандидатран ытла тӑратаймӗ. Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсем ҫак номинацисенче хутшӑнайӗҫ: «Районти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ялти чи лайӑх культура ҫурчӗ», «Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх вулавӑш», «Ялти чи лайӑх вулавӑш», «Муниципалитетри чи лайӑх музей». Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене ҫак номинацисенче хаклӗҫ: «Районти культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти культура ҫуртӗнчи чи лайӑх ӗҫчен», «Ял тӑрӑхӗнчи вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Ялти вулавӑшӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Муниципалитет музейӗн чи лайӑх ӗҫченӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Валериан Лебедев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑй вӑхӑтӗнче ят-сум хӑварнӑ композитор тата артист, Валериан Лебедев, ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче шӑп та лӑп 90 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, леш тӗнчене пирӗнтен 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ. Пулас Чӑваш халӑх артисчӗ 1953 ҫулта Киеври консерватори ҫумӗнчи музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта – Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен. 1954 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа каллех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхинче вӑл артистра тата музыка пайӗн заведующийӗнче тимленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Театр ӳнерне ӑнланакансем Валериан Лебедев калӑпланӑ сӑнарсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Эдуард Кириллов. Эдуард Кирилловӑн «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗн хисеплӗ коллективӗнче, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнче ӗҫлекен Эдурад Кириллова паян Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Эдуард Васильевич — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн юбилейне уявланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Эдурад Кирилловпа ӗҫлекенсем аккомпаниатор-концертмейстерӑн пысӑк пултарулӑхне, ӗҫе вӑл юратса та тӗплӗн пурнӑҫланине палӑртаҫҫӗ. «Унра ҫирӗплӗх те пур, ҫынсене ӑнланма пултарни те», – теҫҫӗ ӗҫтешӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |