Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан арҫынна «Лиза Алерт» шыравпа ҫалав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. 43 ҫулти Александр Евгеньевич Венедиктов ӑҫта пулни ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе паллӑ мар.
Вӑл килтен кайнӑ чухне кӑвак кофта, кӑвак джинс шӑлавар, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Арҫын 175 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗм ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ.
«Лиза Алерт» хастарӗсем кирек мӗнле информацие те ҫак номерсемпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е Искрич (Виктория) 89876687081.
Сӑмах май, Патӑрьел округӗнчи Турхан ялӗнче 55 ҫулти Алексей Григорьева ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнченпе шыраҫҫӗ.
