Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӑваш Енре халӑх участковӑйне суйланӑ. Хальхинче ку ята кам илнине пӗлес килет-и? Хаваспах пӗлтеретпӗр: Ҫӗмӗрле округӗнчи Михаил Григорьев.

Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Халӑх участковӑйӗ» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗнче мала тухнӑ. Уншӑн 7700 ҫын сасӑланӑ.

Мала тухнӑ полицейскипе ҫывӑхрах паллаштарар-ха. Михаил Григорьев Раҫҫей ШӖМӗн «Ҫӗмӗрле» уйрӑмӗнче участокри аслӑ уполномоченнӑйра ӗҫлет. Вӑл шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 2014 ҫулта вӑй хума тытӑннӑ. Халӗ вӑл 4 пин ытла ҫын пурӑнакан участокшӑн яваплӑ. Кӑҫал участковӑй ҫынсенчен килнӗ 250 яхӑн хута пӑхса тухма ӗлкӗрнӗ. Михаил Григорьев карттӑсенчен укҫа вӑрлани пирки ял ҫыннисене ӑнлантарать, профилактика ирттерет.

Республика шайӗнче ҫӗнтернӗ участковӑй Чӑваш Ен чысне федераци шайӗнчи конкурсра хӳтӗлӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр те республикӑра ку конкурсра Ҫӗмӗрле округӗнчи участковӑй ҫӗнтернӗ. Вӑл – полицин аслӑ лейтенанчӗ Михаил Обломов.

 

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Николай Фролов суйлав участокне чӑвашла тӗрленӗ илемлӗ кӗпе тӑхӑнса кайнӑ. Кун пирки Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ.

Николай Николаевич асӑннӑ учреждение юрлама ҫӳрет. Унта «Калинушка» ансамбль ӗҫлет. Пултарулӑх коллективне Валентина Телей ертсе пырать. Николай Николаевич — асӑннӑ коллективӑн солисчӗ.

Николай Фроловӑн мӑшӑрӗ Екатерина Сильвестровна вара килте сасӑлама кӑмӑл тунӑ. «Мана кун пек меллӗрех», — тесе вӑл участока кайман.

Сӑмах май каласан, Фроловсем пӗлтӗр ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Килӗштерсе те шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пурӑнакан ҫак мӑшӑр виҫӗ ача ҫуратса вӗсене юратса ӳстернӗ. Иккӗшӗ вӗсем ылтӑн алӑллӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Улатӑр округӗнче пурӑнакан арҫын 26 хурӑн каснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна куншӑн суд тӑвӗҫ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗпе юнашар вӑрманта вӑл бензопӑчкӑпа усӑ курса хурӑнсем каснӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 26 йывӑҫ пулнӑ. Йывӑҫсене кассан арҫын вӗсене киле, Суйкӑн ялне, тракторпа турттарса килнӗ те касса вутӑ валли ҫурнӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Йӗрке хуралҫисем йывӑҫ касакан ҫын йӗрӗ ҫине тухса ун патне килнӗ. Вӗсем унӑн тракторне тата бензопӑчкине туртса илнӗ, арестленӗ.

Прокуратура айӑплава пӗтӗмлетсе арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Улатӑр районӗн судне ярса панӑ. Кӗҫех суд ӑна пӑхса тухса приговор йышӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-213576372_13358
 

Республикӑра
finuslugi.ru сайтри сӑн
finuslugi.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Республикинчи бюджет тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 7,8 процент ӳсӗ. Проекта республикӑри Финанс министерстви хатӗрленӗ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫ укҫи патшалӑх учрежденийӗсенче вӑй хуракан ҫынсен ӳсӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче окладсене тата ставкӑсене 7,8 процент чухлӗ индексаци тӑвӗҫ. Ку муниципалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене те пырса тивет. Тӗпрен илсен, сӑмах кунта вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн, культура, спорт, социаллӑ хӳтлӗх отраслӗсем тата ытти тытӑм пирки пырать.

Аса илтерер: юлашки хутчен бюджетниксен ӗҫ укҫи 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӳснӗ. Ун чухне окладсене 8,7 процент чухлӗ индексаци тунӑ.

 

Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Эрех ӗҫме укҫа паманшӑн хӗрарӑм арҫыннӑн ҫуртне ҫунтараса ярасшӑн пулнӑ. Куншӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ.

Ку пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Канаш округӗнчи Энтрияль ялӗнче пулса иртнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм пӗлӗшӗнчен эрех илме укҫа ыйтнӑ. Анчах лешӗ паман, хирӗҫленӗ. Хӗрарӑм ун чухне ӳсӗр пулни паллӑ. Хайхискер кӳреннӗ, ӑна тавӑрма шухшланӑ ахӑртнех – унӑн ҫуртне ҫунтарма тӑнӑ. Хӗрарӑм канистрӑпа бензин илсе килнӗ те алӑк умне сапса чӗртсе янӑ. Телее, ҫурт ҫунса кайма ӗлкӗреймен. Кил хуҫи ҫулӑма вӑхӑтра сӳнтернӗ.

Ҫапах та судра хӗрарӑм айӑпне йышӑнман. Апла пулин те унӑн явапне тытмах тивнӗ. Халӗ унӑн патшалӑха ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлесе татмалла. Приговорпа килӗшӳллӗн, хӗрарӑма юсанмалли центра ӑсатнӑ.

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Вӑрнар округӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм кӑмпана кайнӑ та киле таврӑнман. Ӑна халӗ «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шырасҫӗ.

Елизавета Григорьевна Волкова Вӑрнар округӗнчи Услапа ялӗнче пурӑнать. Вӑл авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпа пуҫтарма кайнӑ. Анчах килте ӑна кӗтсе илеймен.

Елизавета Григорьевна ҫав кун камуфляжлӑ симӗс пиншак, хура шӑлавар, хура калуш тӑхӑннӑ, хӑйӗнпе пӗрле ҫутӑ симӗс витре илнӗ. Ҫакӑ паллӑ: ӑна медицина пулашӑвӗ кирлӗ. Хӗрарӑм 167 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ.

Хӗрарӑма курнӑ тӑк отряд хастарӗсем ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 (шырав инфоргӗ Искрич (Виктория).

Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче 92 ҫулти кинемее тупнӑ. Анчах, шел те унӑн виллине кӑна.

 

Республикӑра
Тытса чарнӑ курьерсенчен пӗри.
Тытса чарнӑ курьерсенчен пӗри.

Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан салтакӑн тӑлӑх арӑмӗ ултавҫӑсене 10 миллион тенкӗ парса янӑ.

29 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ. Ултавҫӑсем ӑна куншӑн патшалӑх хушма тӳлевсем парать тесе суйнӑ та харпӑр даннӑйсене ыйтнӑ. Анчах кайран вӗсене ют ҫынсем пӗлнӗ тесе хӑратма тытӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм вӗсем хӑратса пӗтернипе «Тӗп банк ӗҫченӗсене» 10 миллион ытла тенкӗ парса янӑ.

Улталаннине вӑл кайран хӑйех ӑнланнӑ та полицие кайнӑ. Юрать-ха, пакунлисенчен вӑхӑтра пулӑшу ыйтнӑ. Хусантан Вӑрнара таксипе юлнӑ тепӗр 1,5 миллион тенке илме килнӗ икӗ курьера кун хыҫҫӑн тытса чарнӑ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Красноармейски округӗнчи Тусай ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкекре арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Ялти Ҫӗнӗ урамра пушар пулни пирки паян ирхи 3 сехет ҫурӑра пӗлтернӗ. Йывӑҫ ҫуртра ҫулӑм тухнине ял ҫыннисем курнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара 5 сехет те 15 минутра сӳнтернӗ. Йывӑҫ конструкцисене пӑхса тухсан 42 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.

Ҫакӑ паллӑ: ӑна никам та пусмӑрласа вӗлермен. Халӗ судпа медицина тата пушар-техника экспертизисем туса ирттерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-127535040_10006
 

Республикӑра

Арҫын районти суд приставӗсен уйрӑмне документсем пама килнӗ те хӑйне япӑх пулнине туйнӑ. Вӑл урама тухнӑ, анчах тӳрех ӳкнӗ те силленме пуҫланӑ.

Ку авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче пулнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра пӗччен пулман вӑл. Юнашар пулнӑ суд приставӗ Алексей Савинов пӗр минута та сая яман – тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ҫитиччен вӑл арҫынна пӗрремӗш медицина пулӑшӑвне панӑ, сывлӑхне йӗркене кӗртме пулӑшнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен арҫын тӑна кӗнӗ. Тухтӑрсем пациента район пульницине илсе кайнӑ.

Палӑртса хӑвармалла: суд приставӗсем яланах ятарлӑ хатӗрленӳ витӗр тухаҫҫӗ, пӗрремӗш медпулӑшу мӗнле памаллине туптаса тӑраҫҫӗ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнчи Уҫырма ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр нумаях пулмасть пӗрле 60 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ. Кунта сӑмах – Васильевсем пирки.

Геннадий Николаевичпа Раиса Григорьевна 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра вара вӗсем 9 мӑнукӗпе, 6 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Ҫемье пуҫӗ Геннадий Николаевич тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ: сельхозхими атобазин пуҫлӑхӗ пулнӑ, Канашри керамзитблок производствин склачӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ, кайран «Канашский» ял хуҫалӑх производство коопеартивӗнче вӑй хунӑ.

Раиса Григорьевна вара пурнӑҫне ачасене халалланӑ, ӗмӗр тӑршшӗпе вӗренӳ тытӑмӗнче ӗҫленӗ: шкулта химипе биологи учителӗ пулнӑ, «Хӗвел» ача пахчин заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.

Васильевсем иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗ, округра вӗсене нумайӑшӗ пӗлет, мӑшӑра хисеплеҫҫӗ.

Саламлатпӑр Васильевсене!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-163599942_19737
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ...687
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 09

1955
71
Степанов Юрий Петрович (Листопад), паллӑ журналист ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та