|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн «Хыпар» Издательство ҫурчӗ йышне тепӗр 18 район хаҫачӗ кӗрӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче «Хыпар» Издательство ҫуртне реорганизаци тӑвасси пирки йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ. Документа ЧР Цифра министерстви хатӗрленӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, «Хыпар» йышне 19 округ хаҫатне тата республикӑри 1 «Вакыт» хаҫата кӑларакан 18 редакци кӗрӗ. Ку йышӑну – республикӑри медиахолдинга йӗркелемелли тапхӑрсенчен пӗри. Управление тата администраци ӗҫӗсене «Хыпарта» централизацилени ресурссене усӑ курассине оптимизаци тума пулӑшӗ. Ку, прогноз тӑрӑх, 2026 ҫулта 4,3 миллион тенкӗ перекетлеме май парӗ. Кунсӑр пуҫне редакци ҫурчӗсенчен пӗр пайне муниципалитетсене парӗҫ, ку та укҫа перекетлеме май парӗ. Ку укҫана типографи тӑкакӗсем, коммуналлӑ пулӑшусене тӳлесси, аренда ҫине ярӗҫ, редакцисенчи пурлӑхпа техника базине ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорт кӗркунне хӗллехи графикпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ терминал рейссене ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа 22 сехетчен йышӑнать тата ҫула ӑсатать. «Аэрофлот» авиакомпани те хӑйӗн расписанине ҫӗнетнӗ. Мускавран килекен самолетсем каҫхине 18 сехетре ҫитӗҫ, 19 сехетре каялла вӗҫсе кайӗҫ. Ҫул ҫӳреме юратакансем валли ырӑ хыпар та пур. «Азимут» авиакомпани Минеральные Воды тата Сургут хулисене хӗлле те вӗҫме пӑрахмӗ. Сӑмах май каласан, Шупашкартан самолётсем Санкт-Петербург хулине те вӗҫеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне «S7 Airlines» компани пассажирсене унчченхиллех Ҫӗнҫӗпӗре илсе ҫитерет. 2027 ҫулта субсидилемелли рейссене те хатӗрлеме пуҫланӑ ӗнтӗ. Унта мӗнле маршрутсем лекессине каярах пӗлӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн Шупашкар хулинче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе 14 ҫулти хӗре Елена Александровна Даниловӑна шыраҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ кун пирки информацие юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Хӗр килтен кайнӑ чухне хура куртка, сӑрӑ тӗслӗ кофта, хура шӑлавар шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ, хура сумка илнӗ. Вӑл мӗнлерех курӑнни – сӑнӳкерчӗкре. Етӗрне округӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче вара 44 ҫулти Алексей Владимирович Агафонова шыраҫҫӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе тӑванӗсене хӑйӗн пирки нимӗн те пӗлтермен. Ҫав кун арҫын мӗн тӑхӑнни паллӑ мар, хӑйӗнпе пӗрле тӗттӗм симӗс тӗслӗ кутамкка пулнӑ. Вӑл 164 сантиметр ҫӳллӗш, хура ҫӳҫлӗ (шурӑ ҫӳҫсем палӑраҫҫӗ), куҫӗ хӑмӑр. Ҫак ҫынсем пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89876687081 Искрич (Виктория). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Республикинче «Чӑваш Ен миссисӗ – 2026» конкурс финалӗ иртнӗ. Мероприяти К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Чӑваш Ен миссисӗ – 2026» ята Анастасия Павлычева тивӗҫнӗ. «Вице-миссис» титула вара харӑсах икӗ чиперук ҫӗнсе илнӗ: Елена Новик тата Алёна Кутузова. «Хӗрарӑмӑн илертӳлӗх тапхӑрӗ ӗмӗр тӑсӑлма пултарать. Ҫак конкурс – ҫакна ӗнентерекенни», — тенӗ пӗрремӗш «Вице-миссис» ята тивӗҫнӗ Елена Новик конкурс хыҫҫӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн 2027 ҫул Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫакна ЧР Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Ҫулталӑк темине республикӑра пурӑнакансем «Чувашия Онлайн» порталта ирттернӗ сасӑлавра суйланӑ. Сӑмах май, унта юпа уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче 5 вариантран пӗрне суйлама май пулнӑ. Сӗннӗ вариантсен хушшинче Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ, Цифра пуласлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Ҫемье йӑлипе наставничество ҫулталӑкӗ, Амӑшӗпе ача сывлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тараватлӑхпа туризм ҫулталӑкӗ пулнӑ. Пӗрремӗшӗшӗн сасӑлава хутшӑннӑ 3700 ҫынран 1791-шне килӗшнӗ вӑл. Ку – ҫурринчен ытларах. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тематикӑна ырланӑ, вӑл регион аталанӑвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() obltv.ru сайтри сӑн Канаш хулинчи пӗр колледжра 3-мӗш курсра вӗренекен хӗр парӑмсенчен хӑтӑлас тенӗ те… Анчах ку пач урӑхла ҫаврӑнса тухнӑ. Хӗр паллашу сайтӗнче микрозаймсене хупма пулӑшакан каччӑпа калаҫма тытӑннӑ. Хайхи виртуаллӑ «эксперт» ӑна ҫӗнӗ займ илме сӗннӗ, вӑл унчченхи парӑмсене хупма пулӑшать-мӗн. Студентка пӗр хӑрамасӑр ӑна паспортне сӑн ӳкерсе ярса панӑ, телефон, банк карттин номерӗсене тата электрон почтӑн адресне те пӗлтернӗ. Смс-ҫырупа килнӗ кодсене те калама хӑраман. Кун хыҫҫӑн палламан ҫын унӑн 75 пин тенкине вӑрланӑ. Ку кӑна мар-ха. Кунсӑр пуҫне ҫак ҫынпа ҫыхланнӑ хыҫҫӑн студенткӑн парӑмӗ тата пысӑкланнӑ: унӑн тепӗр 10 займ тупӑннӑ. Хӗрӗн ирӗксӗрех полици уйрӑмне кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Республикинче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, республика ҫыннисене Чӑваш наци музейӗнче тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче кӗтеҫҫӗ. Наци музейӗнче хӑнасем вӑхӑт ҫулҫӳревне тухӗҫ: пӑхӑр ӗмӗрӗнчи тӑм савӑт-сапаран пуҫласа гобеленсем таран. Ҫавӑн пекех сехет механизмӗсен вӑрттӑнлӑхӗсем пирки хатӗрленӗ куравпа паллашӗҫ, ӑсталӑх класне хутшӑнӗҫ. Ӳнер музейӗнче 14:00-16:00 сехетсенче автор ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ, 16:00-18:00 сехетсенче вара Шупашкарти В.П.Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗн шӑпӑрланӗсем юрӑсемпе савӑнтарӗҫ. Ҫав кунах музейра куравсемпе паллашма май пулӗ. Палӑртса хӑварар: «Ӳнерсен каҫӗ» акципе килӗшӳллӗн иртекен мероприятисене «Ҫемье» наци проекчӗн Пушкин карттипе кӗме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() На.связи порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре вак укҫа ылмаштармалли акци иртӗ. Вӑл паянтан, юпа уйахӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫланнӑ. Акци чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗҫленӗ. «Монетная неделя» (чӑв. Вак укҫа эрни) ята панӑ пӗтӗм ҫӗршыври акци вӑхӑтӗнче банксем, магазин-партнёрсем вак укҫана хут укҫапа ылмаштарӗҫ е банкри счет ҫине комисси тӳлемесӗр куҫарса парӗҫ. Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Перекет банкӗ, Россельхозбанк, «Кузнецкий» банк, НБД-Банк, Газпромбанк, ВТБ, Альфа-Банк, Барс Банк, ҫавӑн пекех «Пятерочка» тата «Магнит» суту-илӳ сечӗн магазинӗсем хутшӑнӗҫ. Вак укҫана йышӑнакан точкӑсем 77 адреспа вырнаҫнӑ: Улатӑрта, Канашра, Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Шупашкарта, Вӑрнарта, Кӳкеҫре, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Элӗкре, Патӑрьелте, Йӗпреҫре, Комсомольскинче, Красноармейскинче, Муркашра, Пӑрачкавра, Тӗрлемесре, Вӑрмарта, Шӑхасанта, Шӑнкӑртамра, Елчӗкре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ уҫӑлнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшлӑх академи драма театрӗнче иртнӗ. Уява аслӑ шкалта ӗҫленӗ, халӗ те унта тӑрӑшакан преподавательсем, студентсем, университетран вӗренсе тухнисем пухӑннӑ. Вӗсене саламлама сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ: Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем, университет партнерӗсем. Регион ертӳлӗхӗ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине, пысӑк квалификациллӗ кадрсем хатӗрленине палӑртнӑ. Чи лайӑх ӗҫченсемпе преподавательсене патшалӑх наградисемпе тата хисеп хучӗсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинче «Сӑрҫи» заповедникре фотокапкӑн хӑмӑр упасем шыва кӗнине ӳкерсе илнӗ. Ку паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пулнӑ. Пушар тухсан шыв илмелли пӗве патӗнче вырнаҫтарнӑ фотокапкӑн икӗ упа ҫури шыва кӗнине ӳкерсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсене амӑшӗ, пысӑк упа, сӑнаса тӑнӑ. Упа ҫурисем шывра синхрон ишекен спортсменсем пекех ишнӗ. Амӑшӗ вӗсенчен куҫ вӗҫертмен. «Сӑрҫи» заповедникре пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрти участокра упасен шучӗ стабильлӗ. Палӑртса хӑварар: Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 64 хӑмӑр упа шутланать. Пӗлтӗр вӗсен шучӗ 53 пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
