Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Николай Ираидӑна пӗрре курсах юратса пӑрахнӑ. Ҫулталӑкран хӑйӗн арӑмӗ пулма ыйтнӑ. Нумай ҫул килӗштерсе пурӑннӑ.

Патӑрьел округӗнчи Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан Осиповсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. 50 ҫул каяллахи юратӑвӗ паянхи кун та сӳнмен.

Осиповсем 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ 10 мӑнукӗпе, кӗҫӗн мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Николай Васильевич – «Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе чи лайӑх ӗҫчен», Ираида Георгиевна «ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_108755
 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑна, Виктор Васильева, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи» ят панӑ.

Виктор Геннадьевич Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерствин шыравпа ҫӑлав службинче 20 ҫул ытла тӑрӑшать. Ҫав вӑхӑтра вӑл инкекпе ҫалав операцийӗсене тата ҫул-йӗр ҫинчи инкеке сирме 900 хут ытла хутшӑннӑ.

Квалификациллӗ водолаз пулнӑ май вӑл шывра 1500 сехет ытла тӗрлӗ ҫӑлавпа шырав ӗҫне пурнӑҫланӑ.

 

Республикӑра
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Патӑрьел районӗнчи Виктор Петров водителе Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗр ларура хӑй саламланӑ.

Виктор Иванович Турханти психоневрологи интерначӗн 26-мӗш пушар чаҫӗнче водитель пулса 15 ҫул ытла тӑрӑшать. Ӑна пушар автомбильне шанса панӑ.

Инкек тавраш сиксе тухсан Петров водитель яланах васкаса ҫула тухать.

 

Республикӑра
riavrn.ru сайтри сӑн
riavrn.ru сайтри сӑн

Канаш округӗнче прокуратура ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ салтакшӑн патшалӑх паракан тӳлеве тӑванӗсене памалла тунӑ.

Укҫана вара малтан ют хӗрарӑм хапсӑннӑ. Вӑл салтакпа РФ Хӳтӗлев министерствипе килӗшӳ тунӑ кун паллашнӑ. Вӗсем ҫав кунах пӗрлешнӗ. Анчах пӗрле пурӑнман, пӗр хуҫалӑх тытса пыман. Ҫак хӗрарӑма салтакӑн тӑванӗсем те палламан. Салтак ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ чухне хӗрарӑм унпа ҫыхӑну тытман.

Темиҫе уйӑхран арҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ, вӑхӑт иртсен суд вӑл вилнӗ тесе йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн «арӑмӗ» патшалӑх паракан тӳлеве илме тесе тӑнӑ. Анчах май килмен: суд вӗсем суя майпа пӗрлешнӗ тесе йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Волна» (чӑв. Хум) ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли уйлӑхра хушма корпуссем хӑпартса лартасшӑн. Ӗҫе хӑвӑрт пурнӑҫламалли меслетпе тума палӑртнӑ. Ҫавна май корпуссене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

Ӗҫе епле организаци пурнӑҫлассине нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 80 миллион та 220,2 пин тенкӗ.

Уйлӑхра ҫӗнӗрен 4 корпус туса лартасшӑн.

 

Республикӑра
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑра ҫӗнӗ программа – «Земство тренерӗ» – хута кайнӑ. Физкультура тата спорт специалисчӗсене округсене ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ.

Конкурс витӗр тухнӑ специалист тӳлеве тивӗҫет. Вӑл 1 миллион тенкӗпе танлашать. Кун хыҫҫӑн унӑн ялта е халӑх сахал пурӑнакан вырӑнта хӑйӗн специальноҫӗпе 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле.

 

Республикӑра
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

Мускавра ҫанталӑк япӑхланнӑран Шереметьево аэропорчӗ вӑхӑтлӑха самолетсене йышӑнма чарӑннӑ.

Авиакомпани расписание улшӑнусем кӗртет. Пассажирсем рейссем пулнипе пулманни пирки контакт-центрсенче тата авикомпанисемпе аэропортӑн коммуникаци каналӗсемпе пӗлме пултараҫҫӗ.

Сӑмах май, паян ирхине «Победа» авиакомпанин рейсӗ Мускава (Шереметьево) вӗҫмен, пӗр сехет ҫурӑ тытӑнса тӑнӑ.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн транспорт управленийӗ «Скорпион» ятлӑ ятарлӑ автомобиль туяннӑ. Ӑна Ӗпхӳри трамвайпа троллейбус управленийӗ туса кӑларать иккен. Машинӑна предприяти 16,9 млн тенкӗ парса илнӗ.

«Скорпион» автомобильте мастерской пур, вӑл троллейбуссене ҫӳреме кирлӗ лини ванса кайсан юсама май парать. Автомобиль 40 градус сивӗрен пуҫласа 40 градус шӑрах таран ӗҫлеме пултарать.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Сӗнтӗрвӑрри хулинче 15-ри каччӑ машинӑпа полицейскисенчен тарса юр купи ҫине пырса кӗнӗ.

Ку Лазо урамӗнче пулнӑ. Ҫӗрле ҫул-йӗр инспекторӗсем «Лада» машина хӑрушӑ маневрсем туса пынине асӑрханӑ. Пакунлисем ӑна чарӑнма ыйтнӑ, анчах водитель тарма пуҫланӑ. Анчах та инҫе каяйман – ҫул хӗрринче купаланса выртакан юр ӑшне кӗрсе ларнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ: ҫул ҫитмен каччӑн водитель прави ҫук.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславкка округӗнчи Варасӑр ялӗнче пурӑнакан Рожновсем туй тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ. Алексей Калистратовичпа Ефросиния Николаевна 1956 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем 5 ача ҫуратса ӳстренӗ, кашнине пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Ҫемье пуҫӗ ӗмӗр тӑршшӗпе ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ: колхозра рабочирен пуҫланӑ та механизатора ҫитнӗ. Кил ӑшшин управҫи шкул хыҫҫӑн Мускавра ӗҫленӗ, анчах чунӗ тӑван тӑрӑхах туртнӑ. Унтан таврӑнсан рабочи пулнӑ, кайран — хмелевод.

Паянхи кун Рожновсен – 6 мӑнук, 7 кӗҫӗн мӑнук.

 

Страницӑсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, ...665
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть