Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Красноармейски округӗнчи Алманч ялӗнчи Матвеевсен ылтӑн туйӗ ҫитнӗ. Ҫак ятпа вӗсене ЗАГС ӗҫченӗсем саламланӑ.

Кил ӑшшин управҫи Искра Афанасьевна Шупашкарти 15-мӗш ача пахчи-яслире нумай ҫул тӑрӑшнӑ. Владимир Максимович Шалти ӗҫсен министерствинче аслӑ следователь пулнӑ, подполковник званийӗ таран ҫитнӗ.

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхне уҫнӑ вӗсем: пӗр-пӗрне хисеплемелле, пулӑшса пымалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15514
 

Республикӑра

Пӑрачкаври хӗрарӑм йытӑ ҫурине путарса вӗлернӗшӗн суд сакки ҫинче явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ.

Ку пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Пӑрачкавра пулнӑ. Хӗрарӑм килти икӗ йытӑ ҫурине, икӗ уйӑхрискерсене, миххе чикнӗ те Сӑр юханшывӗ патне вӗсене путарма кайнӑ. Ҫакна 13 ҫулти икӗ арҫын ача курнӑ, вӗсем хӗрарӑма йытӑ ҫурисене пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ чӗрчунсене шыва ывӑтнӑ.

Арҫын ачасенчен пӗри пушмакне хывса, шӑлавар пӗҫҫине тавӑрса пӑрлӑ шыва кӗнӗ. Анчах вӑл пӗр йытӑ ҫурине кӑна ҫӑлса ӗлкӗрнӗ, тепри вилнӗ.

Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти электроаппаратура завочӗ япаласене авма робот техники туяннӑ. Вӑл 50 килограмм таран йӑтса илеет. Унтан ӑна хӑех авать.

Унччен ҫав операцие оператор пурнӑҫланӑ пулсан халӗ робот самантрах тӑвать. Ҫитменнине тата ҫыннӑн пресс хушшине алла чиксе яма тивнӗрен аманас хӑрушлӑх та пулнӑ. Халӗ заводра тӑрӑшакансем робота ӗҫлеттерсе яма ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Авӑн уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче пӗрремӗш тата иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен тӳлевсӗр 20 цифра телекурав трансляцине хӑш-пӗр районта ӗҫлеме чарӗҫ. Кун пирки ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ.

Ку телеоборудование планпа килӗшӳллӗн профилактика тата тӗплӗ юсав тунипе ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен Шупашкарта Тӗп телекурав трансляцине тата 18 радиостанцие чарса лартнӑ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канашри ЗАГСра 50 ҫул пӗрле пурӑнакан Кузнецовсене чысланӑ. Вӗсем 1975 ҫулта Сиккассинче пӗрлешнӗ.

Валентин Николаевичпа Людмила Ильинична икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ пилӗк мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Валентин Николаевич культура тытӑмӗнче ӗҫленӗ: Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗрентекен тата директор пулнӑ. 1986 ҫулта «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. 1991 ҫултанпа вара вӑл – Раҫҫей композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ.

Кузнецовсен ҫемйи – ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_23965
 

Республикӑра
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри тӳре-шара Китайра туса кӑларнӑ 9 машина туянасшӑн. Аукцион ирттересси пирки калакан документра Haval F7 е ҫавӑн пек урӑх автомобиль туянасси пирки сӑмах пырать. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ — 28,7 млн тенкӗ.

Машинӑна патшалӑх влаҫӗн органӗсенче тӑрӑшакансене транспорта тивӗҫтерме уйӑракан ятарлӑ субсиди укҫипе илӗҫ.

Пӗр машинӑншӑн 3,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Анчах унтан ытла мар. Автомобиль хура тӗслӗ пулмалла, Вӑл 2025 ҫулта кӑларни пулмалла.

Аукциона авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Сӑмах май каласан, хамар ҫӗршыври АвтоВАЗ предприяти 4 кунлӑ ӗҫ эрни ҫине куҫассине маларах хыпарланӑччӗ. Предприяти ҫӑмӑл мар лару-тӑрура-мӗн.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа хута кайнӑ. Кӑҫал унта хутшӑнакансем ӗҫе пуҫӑннӑ.

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова яла ӗҫлеме каякан специалистсемпе тӗл пулнӑ. Ку программӑна 7 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ ют регионтан килнӗ: Чӗмпӗр тата Курган хулисенчен. Ыттисем вара Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Специалистсен программӑпа килӗшӳллӗн ялта 5 ҫул ӗҫлемелле. Хальлӗхе вӗсен ҫумне наставниксем ҫирӗплетнӗ. Вӗсем малтанхи вӑхӑтра пулӑшса пырӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14800
 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Канашра саккӑрмӗш кун ӗнтӗ 15 ҫулти хӗре шыраҫҫӗ. «Лиза Алерт» шыравпа отряд хастарӗсем пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

Анастасия Владимировна Алексеева авӑнӑн 9-мӗшӗнче киле таврӑнман. Вӑл ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ.

Вӑл ырхан кӗлеткеллӗ, 160 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ тӗттӗм сӑрӑ тӗслӗ. Ҫав кун хура жилетка, шурӑ блузка, хура шӑлавар тата шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак номерсемпе шӑнкаравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 8 917 660 26 33 (Тучка (Дарья),

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/LizaAlert_chuvashiya/1440
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш округӗнче пурӑнакан Кудряшовсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Георгий Павловичпа Мария Тимофеевна 1965 ҫулта пӗрлешнӗ. Вӗсем тӑватӑ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ тӑхӑр мӑнукпа тата икӗ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. «Пирӗн чи пысӑк пуянлӑх – ачасемпе мӑнуксем», – теҫҫӗ вӗсем.

Георгий Павлович пушар хуралӗн водителӗнче 35 ҫул ытла ӗҫленӗ. Мария Тимофеевна вара медицина тытӑмӗнче вӑй хунӑ, вӑл – Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ фельдшерӗ. Халӗ те вӗсем ӗҫсӗр лармаҫҫӗ, кил хуҫалӑхӗнче тӑрмашаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_78994
 

Республикӑра
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

Ашшӗ-амашӗ ачине санаторирен илсе кайма пырсан пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Вӗсем ачан телефонне туртса илнӗ. Куншӑн вара лешӗ питӗ кӳреннӗ те вӑрмана тарнӑ.

Ку ӗнер Улатӑр округӗнче пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ кун пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем санатори таврашӗнчи вӑрманта ачана шырама пуҫланӑ.

Юрать-ха, арҫын ачана санатори водителӗ, ӗҫе кайма тухнӑскер, асӑрханӑ. Ача 1,5 ҫухрӑм аякка кайма ӗлкӗрнӗ иккен. Кун хыҫҫӑн Канашри ҫемьепе полицейскисем калаҫу ирттернӗ, вара вӗсем чиперех киле кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/6975
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ...650
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 18

1979
46
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи