Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пурнӑҫ йӳнелсе мар, хакланса пынине эпир тахҫанах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Халӗ, ав, ҫак уйӑхран ҫӳп-ҫап турттарнишӗн унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлеме тытӑнӑпӑр.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем уйӑхсерен 139 тенкӗ те 55 пус кӑларса хума пуҫлӗҫ, уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем — 149 тенкӗ та 85 пус. Ку вӑл — кашни ҫын пуҫне.

Унччен 60 тенкӗрен пуҫласа 73 тенкӗ таран тӳленӗ ҫынсем квитанцири ҫӗнӗ цифрӑна аван туйса илӗҫ.

«Ситиматик Чӑваш Ен» регионти оператор хака республикӑн Тариф служби ҫирӗплетнине пӗлтерет.

Сӑмах май каласан, кӳршӗллӗ регионсенче те хак йӳнӗ мар. Саранск хулинче хак унчченхи 150 тенкӗрен 167 тенке ҫитнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем 143 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, уйрӑм ҫуртсенчисем — 147 тенкӗ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре вейп сутма пӑрахӗҫ. Маларах ун пек саккуна ҫӗршыври хӑш-пӗр регионта йышӑнкаларӗҫ-ха. Сӑмахран, кӳршӗллӗ Тутарстанра.

Пирӗн республикӑра никотинлӑ электрон тытӑма 2027 ҫулхи пуш уйахӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2032 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен сутма чарӗҫ. Табакпа никотинлӑ ытти продукцие лицензи пулсан ҫеҫ сутма юрӗ. Лицензи илме 20 пин тенкӗ парса патшалӑх пошлини илмелле.

Ҫӗнӗ йӗрке 2 490 суту-илӳ точкине пырса тивӗ. Лицензи панипе хыснана 50 миллион тенкӗ укҫа килӗ.

Лицензи парас ыйтӑва республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви тӗрӗслесе тӑрӗ, вӑлах лицензи парӗ. Кун валли министерствӑн штатне ӳстерӗҫ. Хыснаран ҫак тӗллевпе 7,27 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Унсӑр пуҫне тата ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме тепӗр 636 пин тенкӗ кирлӗ пулӗ.

 

Республикӑра
Шупашкарти аэропорт сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Шупашкарти аэропорт сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропортра интернет хӑвӑртрах ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ унта мобильлӗ даннӑйсене ҫеккунтра 180 МБит таран уҫласа илме пулать. Телеком-инфраструктурӑна «Мегафон» компани вӑйлӑлатнӑ.

Шупашкарти аэропорт тӗплӗ юсав хыҫҫӑн хитреленсе-хӑтлӑланса кайнине эпир пӗлетпӗр-ха. Авӑн уйӑхӗнче вара перрона тата самолет вӗҫсе хӑпариччен ҫӳреме кирлӗ ҫула ҫӗнетсе пӗтернӗ.

Ҫыхӑнӑва лайӑхлатассипе те ҫине тӑнӑ. 4G сеть тытассипе ҫыхӑннӑ тӗп ӗҫе 2024 ҫул вӗҫӗнче туса ирттернӗ, кӑҫалхи кӗркунне валли ҫуртӑн хӗвелтухӑҫ енчи лаптӑкӗнчи, ҫав шутра паспорт тӗрӗслевӗ витӗр тухакан зонӑри, ҫыхӑнӑва вӑйлатнӑ.

Шупашкарти аэропорт Чӑваш Енпе Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пӗлтӗр ку аэропорт пулӑшӑвӗпе 645 пин ҫын усӑ курнӑ. Пассажирсем уйӑхсерен 2,5 Тбайт таран интернет-даннӑйпа усӑ кураҫҫӗ. Ансат чӗлхепе каласан, ку вӑл «Экипаж» фильма смартфонпа 1,2 млн хутчен пӑхма ҫитет. Унсӑр пуҫне тата вӗҫсе каяс умӗн авиапассажирсем ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкравлаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем уйӑхсерен 24,5 пин минут калаҫаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗн 3-12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Пысӑк этнографи диктанчӗ» акци иртӗ. Унта хутшӑнакансем ҫӗршыври халӑхсен культурине, историне, чӗлхине, йӑли-йӗркине мӗнле пӗлнине тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Республикинче пурӑнакансем диктанта кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр акцие тӗрлӗ ӳсӗмри 9424 ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Акци икӗ форматпа иртӗ. Куҫӑн мар майпа – ҫынсем Раҫҫейри лапамсене килсе диктант ҫырӗҫ. Тепри – онлайн майпа. Диктанта национальнаяполитика.рф сайтра ҫырмалла.

Кӑтартусем раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Конституци кунӗнче, паллӑ пулӗҫ. Тӗплӗнрех ҫак номерпе ыйтса пӗлме пулать: 8 (8352) 56-54-34 (Эдуард Александрович Краснов).

 

Республикӑра

Чӑваш Республикинче пурӑнакансене ҫитес ҫул, 2027 ҫул, валли тематика суйлама сӗнеҫҫӗ.

Унччен маларах ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсенчен сӗнӳсем пухнӑ. Паян Олег Алексеевич ку ӗҫе вӗҫленине пӗлтернӗ. Вӑл кашни сӗнӗве интересленсе вуланине, ҫавӑн чухлӗ ҫын Чӑваш Ен пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханнӑшӑн савӑннине каланӑ.

Экспертсем ҫынсенчен килнӗ сӗнӳсене систематизацилесе финала тухнӑ 5 вариантпа паллаштарнӑ. Вӗсем ҫаксем: Ӑслӑлӑхпа технологисен ҫулталӑкӗ, Цифра пуласлӑхӗн ҫулӗ, Ҫемье йӑли-йӗркипе наставничество ҫулталӑкӗ, Амӑшӗпе ачин сывлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тараватлӑхпа туризм ҫулталӑкӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫаксенчен пӗрине суйлас тӗллевпе «Чувашия онлайн» порталта сасӑлав пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пырӗ.

 

Республикӑра
 «Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Йӗпреҫре пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ку коммуналлӑ авари пулнипе ҫыхӑннӑ.

Вырӑнти влаҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхине 9 сехетре шыв пама чарнӑ. Вӑл сахалтан та 12 сехетре пулассине пӗлтернӗ. Администраци хӑш ҫуртсенче тата сеть мӗн чухлӗ сиенленнине тӗплӗн хыпарламан.

Тӳре-шара коммуналлӑ аварие сирсен тӳрех шыв парассине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Шупашкар хулинче виҫӗ арҫын ача валли атте-анне шыраҫҫӗ. Кун пирки Ленин районӗн администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗ пӗлтерет.

Валерий 2011 ҫулта ҫуралнӑ. Калаҫма питех юратмасть пулсан та ырӑ крӑмӑллӑ. Унӑн инвалидность пур. Вӗренӳре ӑна аслисен пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Сергей 9 ҫулта. Вӑл – ырӑ чунлӑ, лӑпкӑ, ҫынпа хутшӑнма юратакан, тавҫӑруллӑ арҫын ача. Вӑл йӗркене хӑнӑхнӑ, хӑйне тытма пӗлет, асӑрхаттарусене лӑпкӑнах йышӑнать.

Евгений 2018 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – хастар, ҫынпа хутшӑнма юратать, лӑпкӑ ларма пӗлет. Унӑн тавракурӑмӗпе тимлӗхӗ аслисенни пекех. Арҫын ача тантӑшӗсемпе аван хутшӑнать.

Виҫҫӗшӗн амӑшне те амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ашшӗсем пирки пурин те ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑра сведенисем ҫук.

Тӗпленрех 8 (8352) 23-40-17 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ пӗлтерет.

Кудряшов Константин Александрович юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Унтанпа унран пӗр хыпар та ҫук. Константин 184 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ, куҫӗ ҫутӑ кӑвак тӗслӗ. Ҫав кун вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак кофта, кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ.

Константин Кудряшов ӑҫта пулнине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 8 987 668 70 81 (Виктория).

Сӑмах май, Шупашкарта 17 ҫулти тепӗр каччӑна шыраҫҫӗ. Мозгов Станислав Романович юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче браконьерсен ушкӑнне тытса чарнӑ. Вӗсен ҫумӗнче икӗ хир качакин тушки пулнӑ.

Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци инспекторӗсем машинӑна тӗрӗслеме чарнӑ. Салонра водитель тата пассажир пулнӑ. Вӗсен ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, каҫхине курмалли хатӗр тата сасӑсӑр пемелли хатӗр тупнӑ. Пассажирӑн пӑшалпа усӑ курма ирӗк те пулман.

Ку кӑна мар-ха. Чи интереслине инспекторсем машина багажникӗнче тупнӑ. Михӗсенче икӗ хир качакин вакланӑ тушки выртнӑ. Вӗсене пеме ирӗк паракан документ вара вӗсен ҫумӗнче пулман.

Операци вӑхӑтӗнче инспекторсем иккӗмӗш машинӑна та тытса чарнӑ. Вӑл тарма хӑтланнӑ. «Лада Вестӑна» виҫӗ сехетрен тытса чарса полици уйрӑмне илсе килнӗ. Унта та хир качакин тушкин пайӗсем пулнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫитес ҫул, 2027 ҫулта, Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкар хулинче тата Елчӗк районӗнче иртӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ указ проектне хатӗрленӗ.

Документра палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет пӗрлешӗвӗсен конкурсӗнче Республика кунне уявлама Шупашкарсӑр пуҫне Елчӗк округӗ тивӗҫнӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене 2027 ҫулта Акатуй тата Сабантуй, йӑлана кӗнӗ ытти мероприятие ирттерме сӗннӗ, Министрсен Кабинетне вара Елчӗк округӗнчи ялсенчи общество инфратытӑмне аталантарма грант пама.

Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкар хулинче тата Шупашкар округӗнче иртнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ...687
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 09

1955
71
Степанов Юрий Петрович (Листопад), паллӑ журналист ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ