Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Карай

Карай (выр. Караево) — Чӑваш Республикинчи Красноармейски округӗнчи ял.

Географи

Карай ялӗ Чӑваш Республикин ҫурҫӗр енче, район центрӗнчен Красноармейски ялӗнчен хӗвеланӑҫ-кӑнтӑр еннелле 7 километр аякра вырнаҫнӑ. Ял тӑрӑхӗнче Кӳльхӗрри кӳлли вырнаҫнӑ.

Истори

Ял 1719 ҫултанпа паллӑ. Вӑл ҫулта кунта 85 хуҫалӑх тата 231 арҫын шутланнӑ. 1747 ҫулта 429 арҫын шутланнӑ. 1795 ҫулта ялпа тата ултӑ выҫҫӑлккӑпа пӗрле 139 хуҫалӑх, 1041 ҫын шутланнӑ. 1858 ҫулта 220 ҫын пурӑннӑ. 1906 ҫулта 61 хуҫалӑхра 292 ҫын пурӑннӑ. 1926 ҫулта 59 хуҫалӑхра 279 ҫын пурӑннӑ. 1939 ҫулта — 353 ҫын, 1979 ҫулта 287 ҫын пурӑннӑ.

Ялӑн малтанхи ячӗсем — Вӑрманкас, Карай, Аликеева. 1930 ҫулта «Хӗрлӗ Хӗвелтухӑҫ» колхоз йӗркеленнӗ. 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен 1930 ҫулччен Архангел чиркӗвӗ ӗҫленӗ. 2021 ҫулччен ял Карай ял поселенийӗн администраци центрӗ пулнӑ. Район муниципаллӑ округ пулса тӑнипе ял поселенийӗ пӗтнӗ.

Халӑхӗ

2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 269 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 99 проценчӗ — чӑвашсем. 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 239 ҫын пурӑннӑ.

Паллӑ ҫынсем

  • Николай Васильев — ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ ҫар ҫынни. Карайри шкулта ӑна хисеплесе «Паттӑр партине» уҫнӑ.

Инфраструктура

Ялта вӑтам пӗлӳ паракан шкул, тухтӑр офисӗ, аптека, ветерансен ҫурчӗ, ҫыхӑну пайӗ, культура ҫурчӗ тата вулавӑш пур. Ялта лавккасем, пилорама тата икӗ арман пур.

Экономика

«Караево» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ, ҫавӑн пекех «Караево» тата «Крина» тулли мар яваплӑ обществӑсем ӗҫлеҫҫӗ.


 
Категорисем: Карай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-19 18:45:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем