Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑвашкасси

ЮПА
28

Юмана асӑнса – иккӗмӗш фестиваль
 Николай Ларионов-Йĕлмел | 28.10.2023 22:31 |

Кӳршӗре

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнче Анатолий Юман поэта асӑнса «Крылья обретаю вновь» иккӗмӗш литература фестивалӗ иртрӗ. Пӗрремӗшне пӗлтӗр Анатолий Федоровичӑн тӑван ялӗ, Чӑвашкасси, йышӑннӑччӗ, хальхинче вара хӑнасене район центрӗ – Аслӑ Нагаткин ялӗ пуҫтарчӗ. Поэт ҫитӗнсе тӑван ялӗнчен тухса кайнӑ та ӗмӗрне Нагаткинта район хаҫатӗнче вӑй хурса ирттернӗ.

Анатолий Федорович Ермилов-Юман 1932 ҫулта ҫуралнӑ, пилӗк ҫул каялла вара ҫӗре кӗчӗ. Вӑл 70 ытла литературӑра тӑрӑшнине, 60 ытла кӗнеке пичетлесе кӑларнине хакласа патшалӑх «РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса чысланӑ. Ҫаплах вӑл Чӑнлӑ районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ гражданинӗ, литературӑри тата журналистикӑри темиҫе преми лауреачӗ. Ҫӗр ҫынни вӑл, тӑван ялне, тӑван районне, тӑван ҫӗршыва питӗ хытӑ юратнӑ, ҫакна сӑввисенче тата поэмисенче, ҫаплах статйисенче яр уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Юманӑн икӗ ҫирӗп ҫунат пулнӑ – поэзи тата журналистика. Пирӗн аслӑ юлташӑмӑр -- тӑван ҫӗршыва парӑнса ӗҫлекен ҫыннӑн тӗслӗхӗ. Вӑл обществӑлла ӗҫсен хастарӗ, 1980-мӗш ҫулсем вӗҫӗнче Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче чӑваш юхӑмне пуҫарса яракансенчен пӗри.

Паллӑ ентешне асӑнса чыслама районти ытти ялсенчен культура ҫыннисем, вӗрентӳҫӗсем, ачасем тата район хаҫатӗнче пӗрле вӑй хунӑ ӗҫтешӗсем килнӗччӗ.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Тӗнчере

Инҫетри, анчах тӑванлӑ Турцирен хурлӑхлӑ хыпар килчӗ – 2020 ҫулхи чӳкӗн пӗрремӗш кунӗнче, 71 ҫула кайса, чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Турцири Кайсери хулинчи Эржиес университечӗн профессорӗ, ӑслӑлӑх докторӗ Харун Гӳнгёр (Harun Güngör) ҫак пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, ӑна тепӗр кун, кӑнтӑрла иртсен, Сарывӑл (Sarıoğlan) тарӑхӗнчи хӑй ҫуралса ӳснӗ Ӳҫерлӗх (Üzerlik) ялӗн масарне пытарнӑ. Ҫак ҫухату пирӗншӗн те пысӑк хуйхӑ, унӑн мӑшӑрӗпе Нуран (Nuran) ханумпа, ывӑлӗсемпе Афшинпа тата Санчарпа (Afşin, Sancar), кинӗпе Чананпа (Canan), мӑнукӗпе Тӳркер Харунпа (Türker Harun), тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе пӗрле чунтан хурланни ҫинчен пӗлтеретпӗр, вӗсене тата вӗсемпе пӗрлех пӗтӗм Тӗрӗк тӗнчине пуҫ сывлӑхӗ сунатпӑр.

Харун Гӳнгор профессор, доктор ӑслӑлӑхра тӗрӗк халӑхӗсен тӗнӗсене тарӑн тӗпченипе палӑрнӑ. Ҫавна май вӑл Тӗрӗк тӗнчинче Анӑҫран Тухӑҫа ҫити – Балканран пуҫласа Монголи таран - нумай хутчен ҫул ҫӳренӗ, ҫав шутра темиҫе хутчен Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мари Элра пулнӑ, авалхи тӗнпе пурӑнакан Чӑвашкасси ҫыннисемпе, чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫисемпе, ҫав шутра, хӑй пекех, тӗнсене тӗпченӗ Петр Денисов профессорпа, докторпа тӗл пулса калаҫнӑ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

«Тӗлӗнмелле!!! Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацине йӗркеленӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра пӗлтернӗ.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президенчӗ пулма Майяминче пурӑнакан Валерия Лукьянова суйланӑ. «Чӑн-чӑн чӑваш ниҫта та пӗтмест! Надежда Николаевна Сандркина, Валерий Николаевич Лукьянов, тав сире ҫавӑн пек чӑваш чунӗллӗ пулнӑшан, халӑха пӗрлештернӗшӗн», — тесе ҫырнӑ Лидия Филиппова.

Надежда Сандркина — марафонка. СССРӑн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑвашкассинче ҫуралнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Тулай чӑвашсем пирки юлашки вӑхӑтра телевизорпа кӑтартма пуҫланнине палӑртма кӑмӑллӑ. Чӑваш наци телекуравӗ, ав, «Епле пурӑнан, аякри тӑван?» кӑтартать. «Эх, юррӑм, янӑра!» кӑларӑмӑн асӑннӑ ярӑмӗ щутланать. Унӑн черетлӗ кӑларӑмӗ нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Унта аякри тӑванӑмӑрсемпе, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсемпе паллаштарнӑ. Халӑх юрри-ташшине кӑмӑллакансене хальхинче Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси ялӗнчи «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗн тата Аслӑ Накаткари «Шанчӑк» фольклор ансамблӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.

 

АВН
14

Анатолий Юман 80 ҫул тултарчӗ
 Йелмел Микулайе | 14.09.2012 08:30 |

Анатолий Юман
Анатолий Юман

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан поэт, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ Анатолий Ермилов-Юман авӑнӑн 12-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.

Вӑл Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 40 ҫула яхӑн район хаҫатӗнче вӑй хунӑ. "Канаш" хаҫата пуҫласа яракансенчен пӗри пулнӑ. Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑнлӑ районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ ҫынни. Петӗр Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ, Мария Ульянова ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш халӑх ӑсчахӗ, ЧНКан Ваттисен канашӗн членӗ. 45 кӗнеке авторӗ.

Юлашки ҫулсенче А.Юман чӑваш литературинче сонетсен кӗнекисене пичетлесе кӑларса палӑрчӗ.

«Анатолий Юман — ку чухнехи чӑваш литературинчи чи сумлӑ ятсенчен пӗри», — тесе ҫырать Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Аристарх Дмитриев.

Юман пултарулӑхне тӗрлӗ вӑхӑтра чӑваш литературин ҫӑлтӑрӗсем: Ухсай Яккӑвӗ, Петӗр Хусанкай, Юхма Мишши, Стихван Шавли, Ваҫлей Давыдов-Анатри, Георгий Ефимов, Юрий Сементер, Алексей Воробьёв, Анатолий Смолин тата ыттисем — пысӑк хак панӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере вак-тӗвекшӗн те савӑнмалла, мӗншӗн тесен хальлӗхе пысӑкки курӑнмасть ха. Шел те, ӳкӗнме тивӗ. Юнкунпа эрнекун ҫынпа паллашас шанчӑка ан вӗҫертӗр. Ӗҫлӗ хутшӑнусене анлӑлатма тӑрӑшӑр. Эрне вӗҫӗнче пӗлӗшсем хӑйсен ӗҫӗсемпе аппалантарасшӑн тӑк ан килӗшӗр, унсӑрӑн хӑвӑрӑн ӗҫӗрсем валли вӑхӑт юлмӗ.

Раштав, 30

1940
84
Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1989
35
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй