Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ҫӗнӗ ертӳҫине суйланӑ. Ҫакӑн пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫинче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Надежда Лисовая Фейсбукра раштавӑн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
«Хаклӑ юлташсем тата ентешсем! Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пирӗн ентешлӗхре ырӑ улшӑну пулса иртрӗ. Михаил Люллина манӑн ӗҫӗме тӑсма килӗшнӗшӗн питӗ тав тӑватӑп. Сидоров хӑйӗн кандидатурине сирнӗ, нумай сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Михаил Владимирович ҫак лава туртма килӗшрӗ. Ӑна уншӑн пысӑк тав. Ӑна сывлӑх тата тивӗҫе пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунар! Ҫавӑн пекех хамӑн мӗнпур ентеше ҫак ҫулсенче пулӑшса пынӑшӑн, ҫана ӑнланнӑшӑн тав тӑватӑп. Ыррине тата сывлӑх сунатӑп», — тесе ҫырнӑ Надежда Лисовая.
Маларах эпир Украинӑри чӑвашсем Ҫеҫпӗл ҫуртне туянма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.
Кукша // 2596.35.8819
2019.12.11 12:06 | |
Чӑвашсен аякри пӗрлешӗвӗсем ҫинчен тӗплӗрех ҫырса пӗлтеринччӗ!Ӑҫта вӗсеӗм, миҫен, мӗн тӑваҫҫӗ? ЧНК вӗсене мӗнле пулӑшать? Тата ытти те! | |
Agabazar // 4052.62.2479
2019.12.11 14:02 | |
Ним çукки мар ĕнтĕ. Пултăр кам та пулин. |