Чӑвашлӑх
![]() Пӗрремӗш канал журналисчӗсене чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗ килӗшнӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарта пулнӑ. Мускавран Хусана кайма тухнӑскерсем ҫула май пирӗн патра чарӑннӑ. Шупашкарта чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланнӑ. Журналистсене хуран куклипе, какай шӳрпипе, чӑкӑтпа тата шӑрттанпа хӑналанӑ. Апат-ҫимӗҫ хӑнасене килӗшнӗ. Шупашкарта пулнӑ май журналистсем Амӑшӗн палӑкӗ ҫине улӑхнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн шалти пайне кӗрсе пӑхнӑ. Сӑра музейӗнче те пулнӑ. Унта ӗҫлекенсем чӑваш сӑрине вӗретмелли вӑрттӑнлӑхпа паллаштарнӑ. Учрежденире ӗҫлекен арҫын британи актерне Энтони Хопкинсона аса илтернине те асӑрханӑ вӗсем. Мускаври журналистсем ӳкернӗ сюжета эрнекун, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир пултӑр) кӑларӑмра кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |