Чӑвашлӑх
![]() Халӑх сечӗсенчен пӗринче Швецире программистра ӗҫлесе пурӑнакан, Калининградра ҫуралнӑ, пӗчӗк чух вырӑсла калаҫнӑ пулин те каярах чӑвашла вӗренсе чӑвашлӑхшӑн сӑ ахпа мар, ӗҫпе ҫунакан Анатолий Миронов Ева Лисина чӑваш ача-пӑча литератури пирки шухӑшлакан видео пирки хӑйӗн шухӑшӗпе пӗлтернипе кӑсӑкланса паллашрӑм. Ева Лисинӑна питӗ хисепленине палӑртнӑ вӑл, анчах: «Чӑваш чӗлхиллӗ литература кал-кал пулманни пирки килӗшместӗп», — тесе ҫырнӑ вӑл. Сӑмах май, вӑхӑтӗнче Анатолий шӗвет журналӗнче Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавне вуланине, хайлав «ӑша кӗрсе» ларнине, ҫӗньялсен шӑпи ҫинчен «нумайччен, макӑриччен» шутланине аса илнӗ. Кӑҫал Ева Лисинӑн кӗнеки шӗветле тухнине те пӗлтернӗ. Куҫаруҫи, Микаэль Нӳдаль, Анатолие Ева Лисинӑн кӗнекине парнеленӗ. Ева Лисинӑн пултарулӑхне шӗветле чӑвашларан мар, вырӑсларан — вырӑс чӗлхи урлӑ — куҫарнӑ иккен. Чӑваш чӗлхи вылякан чӗлхе, вырӑс чӗлхи кал-кал пыракан чӗлхе, куҫарсан хӑш чухне нимӗн те юлмасть тесе шухӑшлать иккен Ева Лисина. Анатолий Миронов шӗветсен «Вырӑс почти» ача-пӑча вӑййине аса илнӗ. Сӑмах май, эпир те, чӑваш ачисем, пӗчӗк чухне ун пек выляттӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Питӗрте раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 11 сехетре, унти Национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш ачисен елки пулать. 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ уява юлашки вӑхӑтра тата ҫине тӑрсарах та кӑсӑклӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Питӗрте инженер-конструкторта ӗҫлесе пурӑнакан, ашшӗ-амӑшӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ Ольга Павлова (унӑн мӑшӑрӗ Ҫӗрпӳ районӗнчен) каланӑ тӑрӑх, уявӑн йӗркелӳ комитетӗнче — 15-е яхӑн ҫын. Вӗсем ытти чухне те ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ, шкулсене ҫитсе чӑваш культурипе паллаштараҫҫӗ. Пӗлтӗрхи Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ачасене чӑваш халӑх юмахӗпе лартнӑ пукане спектаклӗпе паллаштарнӑ. «Кевер» ташӑ ансамблӗ, «Парне» вокал ансамблӗ, «Тӑрна» вокалпа инструментсен ансамблӗнчи Наталья Васильева та уява ҫитме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Николай Плотников «Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗн тӗп редакторӗ тӗлӗнмелле пӑтӑрмаха лекнӗ. Аҫтахар (Николай) Плотников паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Вокзалҫум урамри 1А адреспа вырнаҫнӑ ҫурта ЕТК (пӗрлехи транспорт картти) ҫине укҫа хума кӗнӗ. Ҫавӑнта ларакан хӗрарӑма Чӑваш Республикин тӗп хулинче клиент хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн чӗлхипе, чӑвашла, калаҫни тарӑхтарнӑ. «Саккун ирӗк панӑ тӑрӑх эпӗ унта ларакан хӗрарӑмпа калаҫӑва чӑвашла пуҫларӑм. Вӑл вара мана ҫакӑншӑн тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, чӑвашла калаҫса эп каппайланса ҫӳретӗп, ЕТК карточки ҫине укҫа хума чӑвашла ыйтни ӑна хисеплеменни пулать терӗ. Ку ҫеҫ те мар, чӑвашла калаҫнӑшӑн вӑл мана Китая куҫса кайма ыйтрӗ», — тесе пӗлтернӗ Николай Плотников Шупашкар троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ тата Чӑваш Енӗн транспорт министрӗ ячӗпе шӑрҫаланӑ ҫырура. Тӑван республикӑра тӑван чӗлхепе калаҫнишӗн хӑртса пӗтернӗ хӗрарӑма ӗҫрен хӑтармах ыйтнӑ. Ҫырӑва янӑ хыҫҫӑн тепрер сехетрен Аҫтахар Плотников Троллейбус управленийӗнчен шӑнкӑравланине, унта вӗсем ЕТКшӑн яваплӑ маррине пӗлтернине систерчӗ. Чӑн та, ЕТК — уйрӑм организаци, апла пулсан пӑтӑрмах пирки унта ӑнлантарассине кӗтме тивӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ. Кӗнекере чӑваш халӑхӗн тумӗсен, вӗсен пайӗсен, ҫири ҫи-пуҫӑн, пуҫа тӑхӑнмалли тумтирӗн, атӑ-пушмакӑн, эрешсен тата ытти япалан ячӗсене тупма пулать. Терминсене тупма меллӗ пултӑр тесе алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарнӑ. Чылайӑшне автор хӑйӗн тата архиври ӳкерчӗксемпе сӑнласа кӑтартнӑ. Автор ҫак кӗнекене пухса хатӗрлес тӗлӗшпе сахал мар ӗҫленӗ. Вӑл 15 ҫул тӗрлӗ ҫӑлкуҫра терминсем шыранӑ, XVIII-XIX ӗмӗрсенчи тӗпчевҫӗсен истори, фольклор, этнографи енӗпе ӗҫӗсене тишкернӗ. Хӑш-пӗр тумӑн ятне Наталия Захарова-Кульева ваттисем каланипе ҫырнӑ, ҫавна май хӑшӗ-пӗри кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ Шупашкарта Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне (1908-1957) асӑнса уҫнӑ хӑма умне чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайрӗ. 80 ҫул каялла шӑп ҫак кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ. 2016 ҫулшӑн Митта премине тӑван халӑхӑмӑрӑн илемлӗ сӑмахне сӗм авалтан пуҫласа паянхи кунччен пӗр-пӗтӗмӗшле тишкерсе хаклама пултарнӑшӑн, чӑваш литературин этноцентризмла аталану концепцине тупса палӑртнӑшӑн, чӑваш наци идейине шыранӑ тапхӑрти литература аталанӑвне тӗплӗн тӗпчесе ҫырса кӑтартнӑшӑн («Чувашский стих», «Чӑваш литератури. 18-19 ӗмӗрсем», «Чӑваш литератури. 1917-1930 ҫулсем», «История чувашской литературы 20 века. 1900-1955» кӗнекесем) Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗн наукӑн аслӑ ӗҫченне, Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорне Виталий Родионова панине асилтерер. |
Чӑвашлӑх
![]() Раштавӑн 18-19-мӗшӗсенче Мускавра ОНФ «Россия, устремленная в будущее» (чӑв. Малашлӑха тилмӗрекен Раҫҫей) канашлу ирттернӗ. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Вӗсенчен пӗри Чӗмпӗрти чӑвашсен культурӑпа наци автономине ертсе пыракан, ЧНК пайташӗ Олег Мустаев пулнӑ. Олег Николаевич канашлӑва чӑваш шупӑрӗпе ҫитнӗ. Чӗмпӗр чӑвашӗн тумне Владимир Путин та асӑрханӑ, хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Олег Мустаев патне пырса унӑн тумӗ чи илемлисен йышӗнчи пулнине каланӑ, хӑш халӑхран килнине ыйтса пӗлнӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Таврапӗлӳ музейӗсем республикӑри чылай ял-хулара пур. Унашкалли Канашра та вырӑн тупнӑ. Чукун ҫул урамӗнчи 85-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ ҫак музей чӑваш хастарӗсене самай тӗлӗнтернӗ. «Музей алкумӗ, картлашкисем хӑрушла арканса пӗтнӗ», — нумай пулмасть пӗлтернӗ вӗсем «Контактра» халӑх тетелӗнче. Чи тӗлӗнтернӗ япала вара — музея йыхравлакан кӳлепе. «Ice Age» (чӑв. «Пӑрлӑ тапхӑр», эсир ӑна вырӑсла «Ледниковый период» ятпа пӗлетӗр) мультфильмсен ярӑмӗнчи Сид кӳлепене хастарсем ҫапларах хак панӑ: «селӗп, пакӑлти, асар-писер, пурне те йӑлӑхтарнӑ ӳркенчӗк ленивец Сид». Халӑха шӑп ҫавнашкал сӑнар хапӑллани, музея йыхравлани чӑваш хастарӗсене килӗшмен те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Челепи хулинче чӑвашсен улахне пуҫтарӑннӑ. Унта Тӗмен тата Екатеринбург хулисенче пурӑнакан чӑваш диаспорин пайташӗсем хутшӑннӑ. «Кӗркунне е хӗлле чӑвашсем улаха ирттернӗ. Вӗсем пӗрле савӑннӑ, ал ӗҫӗ тунӑ», – пӗлтернӗ Фейсбукра Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова. «Пирӗшӗн чи хакли вӑл – туслӑх тата чӑваш наци уявӗсене пӗрле ирттерни», — кӑмӑл-туйӑмне палӑртнӑ аякри чӑваш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ, Ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсен чӑваш чӗлхине аталантарас енӗпе ӗҫлекен «Аталану» ассоциацийӗ https://vk.com/atalanu тата ют чӗлхесен «Язык для Успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӗ https://vk.com/language_for_success чӑваш чӗлхине вӗренес кӑмӑллисем валли кӗске вӑхӑтлӑх тӳлевсӗр (!) курс йӗркелет. Занятие Чӑваш Енӗ Наци вулавӑшӗнче кӗҫнерникунсерен 17 сехет те 45 минутра 208-мӗш аудиторире ирттерӗҫ. Чӑваш чӗлхине Александр (Алпарух) Блинов вӗрентӗ. Маларах эпир Алпарух Блинов Финляндири Вӗрентӳ министерстви кӑларнӑ «Многоязычие — подлинное искусство» брошюрӑпа паллашма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Кӑларӑма, аса илтерер, иммигрантсем валли вӗсене тӑван чӗлхепе усӑ курма чӗнсе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ҫак брошюрӑна вуласа тухма пурне те сӗнетпӗр. Ӑна Финлянди Вӗрентӳ министерстви кӑларнӑ! Кама? Иммигрантсем валли (хайхи вариант вырӑсла калаҫакансем валли). Мӗн каласшӑн вӗсем унта? Тархасшӑн, кил-йышра, тӑван чӗлхепе калаҫӑр тесе. Финн чӗлхине вара эпир сирӗнсӗр сирӗн ачасене вӗрентетпӗр! Тата мӗн ҫинчен: Тӑван чӗлхе вӑл — пуянлӑх, вӑл — пурнӑҫра пулӑшакан хатӗр, ӑна упрамалла! Финлянди Вӗрентӳ министерстви иммигрант ачисене тӑван чӗлхепе усӑ курма ыйтать, Европӑри чи лайӑх пӗлӳ паракан ҫӗршывра! Брошюра вӑрӑм мар, анчах питӗ лайӑх мӗншӗннине ӑнлантарса парать...», — «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх сетӗнче ҫырнине Алпарух (Александр) Блинов хӑйӗн страницинче репост тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |