Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юлашки 150 ҫул хушшинче пирӗн ҫӗршывра 14 чӗлхе ҫухалнӑ. Вӗсенчен 5-шӗ Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн пӗтнӗ. «Пӗтес хӑрушлӑхра тата 18 чӗлхе тӑрать, мӗншӗн тесен вӗсемпе халӑхсен представителӗсен 20 проценчӗ ҫеҫ калаҫать», — хӑратмалла хыпар пӗлтернӗ Тутарстанри «Сувар» хаҫат.
Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ 2019 ҫула вырӑнти тӗп халӑхсен чӗлхисен ҫулталӑкӗ тесе ытахальтен палӑртман-тӑр. Хальхи вӑхӑтра тӗнчере 7 пине яхӑн абориген чӗлхи пулсан вӗсемпе этемлӗхӗн 4 проценчӗ ҫеҫ усӑ курать иккен. Ҫӗр ҫинче кашни икӗ эрнере пӗр чӗлхе ҫухалнине пӗлтереҫҫӗ.
Раҫҫейре — 190 наци. Вӗсенчен ҫӗре яхӑн — тӗп халӑхсем. Ҫӗршыври ӑслӑлӑх академийӗн чӗлхе институчӗ Раҫҫейре 150 чӗлхе тесе палӑртнӑ. Диалектсене шута илсен, 300-тен ытларах-мӗн.
Чӗлхесе пӗтнин тӗп сӑлтавӗ унпа килте калаҫманни теҫҫӗ.
Атнер // 1064.57.4721
2019.08.02 08:27 | |
Ҫук ҫук.Акапасар тахҫанах калать сире килте тӑван чӗлхепе ачасемпе калаҫни усси ҫук тесе.Пустуй тӗпсахайне чиксе хуни кӑна пулать чӗлхене иккен. | |
Agabazar // 3052.8.7509
2019.08.02 10:34 | |
кам вара пит хăраса ÿкрĕ? | |
