Паянтанпа Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне республикӑн Юстици министерствипе пӗрлештернӗ. Ҫӗнӗ ведомство Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятлӑ пулӗ. Кун пирки хушӑва регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыҫҫӑнах Михаил Игнатьев тепӗр йышӑну та кӑларнӑ. Унта юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама маларах асӑннӑ комитета ертсе пынӑ Наталья Тимофеевана ҫирӗплетме йышӑннӑ.
Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ маларах вӑл министерство пулнӑччӗ, кайран, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ӑна комитета куҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комитет ертӳҫине Наталья Тимофеевана лартнӑччӗ. Унччен Н. Тимофеева пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Комитетпа министерствӑна пӗрлештернине кура служащисен шучӗ 10 процент ытла чакмалла.