Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Константин Никитина паян ӗҫрен хӑтарнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва ЧР Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Енилина алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Константин Никитина 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лартнӑччӗ. Ун чухне министрта Сергей Павлов тӑрӑшатчӗ. Маларах Константин Никитин Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Патшалӑх службинче ӗҫличчен вӑл слесарьте, савутри цех наладчикӗнче, тӗп бухгалтерта, финанс уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1989-2010 ҫулсенче Константин Никитин Вӑрмарти РАЙПО председателӗнче вӑй хунӑ. Унӑн экономист тата юрист дипломӗсем пур.