2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫул хӗррипе пыракан ҫемье ҫине машина кӗрсе кайни пирки нумай калаҫрӗҫ. Ун чухне 28 ҫулти водитель пилӗк ҫынна ҫапса хӑварнӑ, вӗсенчен пӗри, ача, ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
Водитель урӑ пулман. Вӑл малта пыракан машинӑран иртсе каяс тесе тухнӑ. Анчах руле итлеттереймен – ҫынсем ҫине кӗрсе кайнӑ.
Ун чухне 66-ри хӗрарӑм, унӑн 38 ҫулти ывӑлӗ, 3 ҫулти мӑнукӗ ҫавӑнтах вилнӗ. 34 ҫулти хӗрарӑма тата 7-ри арҫын ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, хӗрарӑм тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Водитель судпа унччен те айӑпланнӑ-мӗн. 2007 ҫулта та вӑл ҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире лешӗ вилнӗ. Халӗ суд ӑна йӗплӗ пралук леш енне 8 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.