Республикӑра
Осип Алексеев Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе чӑваш ҫыравҫине Алексеев Осип Алексеевича шыраҫҫӗ. Ҫав кун вӑл килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ: 89176589139 (Марина), 89876662061 (Наталия), 89276478573 (Александр). Осип Алексеев Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче 1944 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, районти тата ытти хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1985–2004 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» тата «Ҫилҫунат» редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Очерксем ҫырнипе ытларах палӑрнӑ. Унӑн тӗп кӗнекисем: «Чӑваш вӑрманӗ», «Ӑсан Уҫӑпӗ — сунарҫӑ», «Сатурн ҫинчи ӑсан», «Ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ курни-илтни» тата ыттисем. |
Республикӑра
Москакасси чарӑнӑвӗ Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсенчен пӗрне, пурӗ 529830 тӑваткал метра, Ҫӗнӗ Шупашкара пама йышӑннӑ. Кун пирки калакан ӗҫлӗ хута республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. 324-мӗш номерлӗ хушӑва премьер-министр алӑ пуснӑ, паян ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче, Министрсен Кабинечӗн страницинче, вырнаҫтарнӑ. Патшалӑхӑн пурлӑхӗ шутланнӑ ҫӗре Ҫӗнӗ Шупашкара муниципалитет харпӑрлӑхне парассине «О Кабинете Министров Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен) республика саккунӗн 14-мӗш статйипе килӗшӳллӗн йышӑннине пӗлтернӗ. Асӑннӑ 529830 таткал метр лаптӑк ҫӗрӗн кадастр номерӗ — 21:17:000000:4797. Ҫӗре ҫӗнӗ шупашкарсем мӗн тӗллевпе усӑ курассине йышӑнура каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Анастасия Иванова Шупашкарти Алькеш поселокӗнче пурӑнакан Анастасия Иванова нумаях пулмасть кӳмесер тӑрса юлнӑ. Ӑна подъездра ҫамрӑксем асӑрханӑ та унпа ярӑннӑ. Юлашкинчен ҫӗмӗрсех пӑрахнӑ. Тӗнче ырӑ ҫынсемсӗр мар. Настьӑна пулӑшакансем тупӑннӑ. Сусӑр валли 15 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Нимӗҫ технологийӗпе хатӗрленӗ кӳмене тӗнче тетелӗ урлӑ саккас панӑ. Йӗксӗксем тӑкак саплаштарсан ҫемье укҫана 7 ҫулти чирлӗ ачана парӗ. Халӗ Настя кӳме килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Вӑл ырӑ чунлӑ ҫынсем пурришӗн савӑнать. Аса илтерер: Настьӑн кӳмине виҫӗ ҫамрӑк ҫӗмӗрнӗ. Ярӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем ӑна ҫӳлти хутран пенӗ. Ҫакӑншӑн Настя Ҫӗнтерӳ парадне тухайман. Вӑл ӑна питӗ курасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл кӳмесӗр ҫӳреймест-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӗрчунсем те инкеке лекеҫҫӗ. Вӗсене те пулӑшмалла. «Сӑрҫи» заповедник инспекторӗсем хир сысни ҫурине ҫӑлнӑ. Пӗчӗк чӗрчун кӑмӑра ҫакланнӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Асӑннӑ заповедник ӗҫченӗсем заповедникре ҫула тасатнӑ. Шӑп ҫавӑн чухне вӗсем кӑмӑра ҫакланнӑ хир сысни ҫурине асӑрханӑ. Пӗчӗк чӗрчун капкӑнран тухассишӗн чакаланнӑ, кӑшкӑрнӑ. «Ҫӑлав операцийӗ» нумай вӑхӑта тӑсӑлман. Хир сысни ҫурине капкӑнран ҫӑлнӑ. Ӑна специалистсем тӗрӗсленӗ, сурансем асӑрхаман. Чӗрчунпа сӑн ӳкерӗнсен ӑна ирӗке янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Куҫ курман ҫын, шел те, нумай. Пирӗн республикӑра та пур унашкаллисем. Шупашкарта пурӑнакан Артем та илемлӗ тавралӑха курса киленеймест. Нумаях пулмасть Артем хӑйӗн валли ҫӗнӗ тус тупнӑ. Вӑл — йытӑ. Тӑватӑ ураллӑ тус Артема ертсе ҫӳреме пулӑшӗ. Людвиг лабрадора сӑнав валли поводырьсем хатӗрлекен центрта воспитани панӑ. Артем кунашкал йытӑн пӗрремӗш хуҫи пулса тӑнӑ. Центрта ҫулсерен ҫынсене пулӑшакан 60 яхӑн чӗрчуна вӗрентеҫҫӗ. Анчах Людвиг ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Вӑл куҫ курманнисене, хӑлха илтменнисене пулӑшать. Сӑнав ӑнӑҫлӑ пулсан куҫ курманнисемпе хӑлха илтменнисемшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланӗ. Кун хыҫҫӑн кунашкал ҫынсене пулӑшакан йытӑсене ытларах хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Сӑмах май, Раҫҫейре куҫ курман, хӑлха илтмен 15 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вячеслав Тимуков Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, чӑваш телекуравӗнче пӗчӗк мар йӗр хӑварнӑ Вячеслав Тимуков вилсе кайнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Сергей Павловӑн ҫумӗ пула тӑрӑшнӑ. Паллӑ журналистпа ыран, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Мускав проспекчӗн 43б ҫуртра (музучилище хыҫӗнчи «Ритуальные услуги») 12:00 сехетре сывпуллашӗҫ. Кун пирки пире Олег Михайлович Цыпленков пӗлтерчӗ. Тимуков Вячеслав Николаевич 1955 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. 1972–1977 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗнче пӗлӳ пухнӑ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫатра ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн «Советская Чувашия» хаҫатра вӑй хунӑ. «Чӑваш Ен» телерадиокомпанине малтанах ахаль телекорреспондент пек лекнӗ. Каярах ӑна председатель ҫумне лартнӑ. Вячеслав Николаевич арӑмӗпе пӗрле икӗ ывӑл пӑхса ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл «ЛИК» журналӑн редколлеги пайташӗ шутланнине асӑнма пулать. |
Республикӑра
Дарья Адюкова Дарья Адюкова усал шыҫӑпа чылай вӑхӑт кӗрешнӗ. Вӑй пур таран парӑнтарма тӑрӑшнӑ вӑл ҫак амака. Шел, ҫамрӑкскер ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче куҫне яланлӑхах хупнӑ. Даша Германире сипленнӗ. Ӑна пулӑшмашкӑн ырӑ чунлӑ ҫынсем укҫа та пухнӑ. Пурте вӑл сываласса шаннӑ. Анчах… Даша 1997 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. 2014 ҫулта 6-мӗш гимназирен вӗренсе тухнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн информатикӑпа шутлав техникин факультетӗнче 2-мӗш курсра ӑс пухнӑ. ЧПУшӑн чылай ӗҫ тунӑ вӑл. Пике тӗрлӗ конкурса хутшӑннӑ. Ҫемьере — пӗртен пӗр хӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ЧР ШӖМӗ ачасен «Аслӑ Ҫӗнтерӳ» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта пӗтӗмпе 60 ытла ӗҫ килнӗ. Вӗсене пурне те Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан ачасем хӑйсем ӳкернӗ. Ачасен ӳкерчӗкӗсенчен Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче курав йӗркеленӗ. Ӳкерчӗксене патриотлӑх темипе хатӗрленӗ. Жюри пайташӗсем виҫӗ ӗҫе суйланӑ. Анчах конкурса килнӗ пур ӗҫ те куравра вырӑн тупнӑ. Вӗсене пассажирсем курса киленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ярмушкари Калошевсен палӑкӗ Палӑка хальлӗхе ачисем хайсемех тӳленӗ-ха. Анчах ашшӗ вӑрҫӑ ветеранӗ пулнӑ май тӑкаксене саккунпа килӗшӳллӗн хыснаран саплаштарӗҫ. Сӑмахӗ кунта Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче пурӑннӑ Михаил Калошев ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ пирки пырать. Вӑл иртнӗ ҫул пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, мӑшӑрӗ вилнӗ хыҫҫӑн уйӑхран, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӗсем мӑшӑрӗпе иккӗшӗ те 90 ҫул урлӑ каҫнӑ. Михаил Михайловичпа Мария Филимоновна Калошевсене хисеп туса ачисем вӗсен вил тӑприсем ҫине пысӑк палӑк лартни пирки вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтереҫҫӗ. Михаил Михайлович Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнче 1924-мӗш ҫулхи чӲк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Уйкас Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ҫитӗнсен выльӑх тухтӑрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи ҫамрӑк каччӑн ӗмӗтне татать. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнӑ. Вунсакӑр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗнче, ӑна вӑрҫа ӑсатнӑ. Вӑрҫӑран вӑл 1947-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗнче таврӑннӑ. Ҫав ҫулах раштав уйӑхӗнче кӳршӗ ял хӗрӗпе Мария Филимоновнӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫал Шупашкарти шкул ачисемпе ҫамрӑкӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Астӑвӑм вахти» акцие хутшӑнса Севастопольте тата Тверь облаҫӗнче пулнӑ. Ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем салтак ӳчӗсене юлашкине тупнӑ. Кунта стрелоксен 35-мӗш дивизийӗнче пирӗн ентешсем пуҫ хунӑ. Ҫамрӑксем хӑйсем тупнӑ япаласем пирки Шупашкар хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова каласа кӑтартнӑ. Вӗсем, тӗслӗхрен, «Сталинец-2» тягачӑн урапине тупнӑ. Вӑл халӑх хуҫалӑхӗ валли пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна Хӗрлӗ ҫара илсе кайнӑ. Ачасем ытларах флягӑсем, гильзӑсем, патронсем тупнӑ. Вӗсене кӗҫех шкул музейне парӗҫ. Севастопольте ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи патронсӑр пуҫне Крым вӑрҫинчи пульӑсене те тупнӑ. Шупашкарта шырав юхӑмӗ аталансах пырать. Шкулсене ашшӗ-амӑшӗ укҫан пулӑшать. Темиҫе ҫул каялла шырав ӗҫне пӗр шкул кӑна хутшӑннӑ тӑк халӗ ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене хулари тӑватӑ шкул ачисем каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |