Республикӑра
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков, вӑл — «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) парти пайташӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Етӗрнери лаша савутӗнче пулса курни пирки хайӗн блогӗнче ҫырса кӑтартнӑ. Етӗрнери лаша савутӗнче маларах паллӑ телеертӳҫӗ Якубович тата Гаврилов генерал, ҫавӑн пекех Игнатьев Элтепер пулнисене пӗлтернӗ вӑл. Моляков депутат лаша савутне Тамара Романовӑпа (хай вӑхӑтӗнче вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑ) ҫитнӗ. «Малтан предприяти 400-е яхӑн тӗрлӗ ӑратлӑ лаша тытнӑ. Вуншар рабочи ӗҫленӗ. Халӗ лаша шучӗ 30-тан та сахалтарах иккӗн, пурӗ сакӑр ҫын ӗҫлет, сезон вӑхӑтӗнче — тӑваттӑн», — илтсе килнӗ вӗсем Етӗрне тӑрӑхӗнчен. Икӗ лаша вити йӗркеллех иккен. Тӗп пайӗнче вара «Донецкри аэропортри пек хӑрушӑ», — пӗтӗмлетнӗ И. Моляков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Маресьевӑн ятне кашниех пӗлнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл истребитель авиаци полкӗн командирӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче тӑшманӑн 4 самолетне персе антарнӑ. 1942 ҫулта Маресьева ҫапса антарнӑ, аманнӑскер тӑшман ҫӗрӗ ҫине анса ларнӑ. Фронт линийӗ патне 18 талӑк шунӑ. Икӗ урине те татсан протезпа ҫӳренӗ. Кайран хӑй ыйтнипе ӑна, 1943 ҫулта, истребительсен авиаци гварди полкне янӑ. Вӑл тата 7 самолета персе антарнӑ. Паттӑр летчика шӑпа Йӗпреҫ районне илсе ҫитернӗ. Кунта вӗҫев шкулӗ пулнӑ. Икӗ урине те татнӑ хыҫҫӑн шӑпах унта вӑл ҫӗнӗрен вӗҫме вӗреннӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ӑна халалласа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче авиаци слечӗ иртнӗ. Слета хутшӑнакансем Канаш районӗнчен вӗҫсе иртсе шкул ачисемпе тӗл пулма шухӑшланӑ. Ачасене Маресьевӑн паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Шӑпӑрлансем Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов пирки те пӗлнӗ. Алексей Маресьев Волгоград облаҫӗнче ҫуралнӑ пулин те йӗпреҫсем ӑна хӑйсен Геройӗ вырӑнне йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Республикӑри яваплӑ службӑсемпе органсем ҫынсене шыв кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Павлов каласа кӑтартнӑ. Шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсем республикӑра 13, унсӑр пуҫне тата та 15 объект хатӗрлессине палӑртнӑ. Анчах та ку ыйтупа Улатӑрта, Йӗпреҫре, Патӑрьелӗнче, Комсомольскинче, Хӗрлӗ Чутайра, Пӑрачкавра, Вӑрмарта, Шӑмӑршӑра, Ҫӗмӗрлере, Елчӗкре, Тӑвайра ҫителӗксӗр ӗҫленине каланӑ. Пӗлтӗр шывра пулнӑ инкексен шучӗ 30-а ҫитнӗ. Кӑҫал та сарӑмсӑрлӑхсӑр май килмен. Хальлӗхе вӗсене виҫӗ тӗслӗх шута илнӗ. Республикӑри мӗнпур районпа хулара ҫак енӗпе ҫирӗп тӗрӗслесе тӑмалла, кирлӗ мерӑсене вӑхӑтра йышӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм ачине тухтӑр патне илсе каяймасӑр эрех ӗҫнӗ. Иккӗмӗш кун урӑлмасӑр ӗҫнине пулах вӑл планпа пӑхнӑ кун педиатр патне те ҫитеймен. Пӑтӑрмах пирки шурӑ халатли ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссине пӗлтернӗ. Усал хыпара илтнӗ комисси пайташӗсем: Т.А. Михайлова, И.А. Золова, Е.В. Петрова участокри педиатрпа тата фельдшерпа ҫемьене тухса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.А. Ерманов та районтисемпе пӗрле ҫемьене ҫитнӗ. Комисси пырса кӗнӗ вӑхӑтра нумай ачаллӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Кӑҫал ҫуратнӑ хӗрне хӗрарӑмӑн аслӑ хӗрӗсем пӑхнӑ. Тӗпренчӗк валли ятарлӑ хутӑш та пулман, эмелсене те амӑшӗ ӑна паман. Ачана вӑхӑтлӑха пульницӑна вырттарма йышӑннӑ. Малашне те эрех ӗҫсен хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑвараси пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса паянччен, Курск хулинче «Форма/Образ/Стиль» ятпа пӗтӗм тӗнчери кроспа культура проекчӗ иртнӗ. Унта мода индустрине аталантарас тата йӗркелес енӗпе тунӑ профессилле ҫитӗнӳсене кӑтартас тӗллев лартнӑ. Проект темиҫе енпе иртнӗ: вӗсенчен шутӗнче «Сарафан» (чӑв. Сараппан) дизайнерсен, «Золотые руки» (чӑв. Ылтӑн алӑ) декораципе прикладной пултарулӑх конкурсӗсене асӑнмалла. Ҫӗршыври ертсе пыракан дизайнерсен маҫтӑр-класӗсене те, «Окно моды» (чӑв. Мода чӳречи) арт-фотосен ӑмӑртӑвне те йӗркеленӗ. Шупашкарти ӳнер училищинче театрпа декораци ӳнерӗн специальноҫне алла илекен тӑваттӑмӗш курс студентки Альбина Кузнецова «Моя Азия» (чӑв. Манӑн Ази) тумтирсен коллекцине конкурса тӑратса «Сараппанта» 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Газпа ӗҫлекен урам шӑлса тирпейлекен техника Чӑваш Енре ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакна «Дорэкс» акционерсен обществи хӑйӗн техника паркне кӑтартнӑ чух ҫирӗплетсе панӑ. Тинтерех туяннӑ техникӑна ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче предприяти Шупашкарти Хӗрлӗ лапама илсе тухсах кӑтартнӑ. «Дорэкс» пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов предприяти РФ Правительстви 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑ 167-мӗш номерлӗ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртессипе тимленине пӗлтернӗ. Вӑл хутра ҫут ҫанталӑк газне мотор топливи евӗр усӑ курасси пирки каланӑ. «Дорэкс» газпа ӗҫлекен 5 единица спецтехника: икӗ КамАЗпа урам шӑлса пуҫтаракан виҫӗ КО-318 урапа — туяннӑ. Ӑна 5 ҫуллӑха лизингпа илнӗ. Урӑх йышши топливӑпа ӗҫлекен техника предприяти тӑкакне икӗ хут чакарма шанаҫҫӗ ҫул-йӗр организацийӗнче. Пӗр литр дизель топливи 30 тенкӗ тӑрать пулсан, метанӑн кубла метрӗ — 11 тенкӗ. Метанпа ӗҫлекен двигатель ӗмӗрӗ те 1,5 хут вӑрӑмрах тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вунсаккӑртисене кӑна мар-ха. Пӗве кӗнӗ ҫав тапхӑртан пуҫласа 20 ҫулчченхисем таранах. Сӑмахӗ "Первое рабочее место" (чӑв. Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ) программа пирки пырать. Ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗ тин кӑна вӗренсе пӗтернӗ опыт ҫук ҫамрӑксене ҫав программа ӗҫе вырнаҫма пулӑшать. Ку программа Улатӑр хулинче те пурнӑҫланать. Кӑҫал та яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫ ку программӑна хутшӑнать. Пит йышлӑнах унта лекнӗ тееймӗпӗр те, анчах тӑватӑ ҫамрӑк ӗҫе вырнаҫнӑ. Ятарлӑ программӑна лекнисене организаци кӑна мар, ӗҫлӗх центрӗ те шалу тӳлет. "Кӗмӗле" районсемпе хуласене республика хыснинчен куҫарса параҫҫӗ. Программӑпа ӗҫе вырнаҫнӑ дипломпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме тытӑннӑ ҫамрӑксене вӑл укҫаран уйӑхсерен 1700 тенкӗ лекет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Сцена ҫине 4 ҫемье тухнӑ: Кӳстӳмӗрти Петровсем, Кушар Юнтапари Крыловсем, Сӑкӑтри Мефодьевсем, Чӑрӑшкас Хирлепри Семеновсем. Юрий тата Людмила Петровсем ҫемье пирки калав хатӗрленӗ. Вӗсен — 3 ача. Крыловсем вара ҫемйипе чӑвашла паллаштарнӑ. Вӗсен ҫемйин йӑласем пур. Крыловсем те 3 ача ӳстереҫҫӗ. Мефодьевсемпе Семеновсем те туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫемьесем пӗҫерес ӑсталӑхне те кӑтартнӑ. Хуплу, голубцы пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Семеновсем чӑвашла юрланӑ. Мефодьевсем те чӑвашла шӳтлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Конкурсра Семеновсем «Ҫулталӑкри ҫемье» ята тивӗҫнӗ. Ыттисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт лартмашкӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫуртсене тумалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн подрядчик палӑртать. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 8,5 гектар ҫӗр уйӑрнӑ. Вӑл районӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку лаптӑкра 102 ҫемье валли пӳрт тума палӑртнӑ. Лаптӑка хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ: инженери сечӗсене илсе ҫынсене параҫҫӗ. Ҫуртсене ҫемьесен хӑйсен лартма тивӗ. Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене унччен Муркаш районӗнче те панӑ. Унта 800 яхӑн ҫемье валли лаптӑк тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Специалистсенчен ыйтмалли нумай Пӳртшӗн е хваттершӗн ӳлемрен кадастр хакне кура налук тӳлеме тытӑнӑпӑр. Теприсем асӑрханӑ тӑрӑх кадастр хакӗ ытла та пысӑк, ҫавна кура налукшӑн кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кадастр хакӗпе тата налукпа ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма акци ирттерессине пӗлтерет. Хак тивӗҫтермесен ӑна епле улӑштармаллине те ӑнлантарса парӗҫ. Специалистсем ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫынсене РФ Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен кӗтӗҫ. Йышӑну пӳлӗмӗ — Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри (унта нумай ӗҫ тӑвакан центр вырнаҫнӑ) 2-мӗш хутра. Хӑвӑрпа пӗрле куҫман пурлӑх пирки калакан хутсене илме сӗнеҫҫӗ. Йышӑнӑва 62-22-33 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |