Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин тӗп хулинче – Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 3—6-мӗш кунӗсенче чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв «Пӗрлӗхре пирӗн вӑй» ятпа митинг-концерт пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ лапамра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче халӑхпа иртӗ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура уяв мероприятийӗсен планне право хуралӗнче тӑрӑшакансем патне илсе ҫитернине пӗлтернӗ. Чаплӑ пулӑмра халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме чӗнсе каланине те пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. «Уява ытларах та ытларах ҫамрӑксене, тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсене, аслисене те явӑҫтармалла. Уяв пӗтӗм чуна савӑк кӑмӑл тултарасса шанатпӑр. Халӑхӑн пӗр чӑмӑра пухӑнние, пӗр-пӗрин туслӑхне туймалла», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен коммуналлӑ тӑкаксемшӗн хак каллех ӳсет. Анчах пирӗн республикӑра хак 3,9 процентран ытларах ӳсмелле мар. Ӗнер РФ Правительстви регионсенче коммуналлӑ такаксемшӗн тӳлемелли виҫен вӑтам индексне палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫитес ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулта ку кӑтарту 3,9 процентран ытларах пулмалла мар. Кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта та ку кӑтарту ҫак процентпа танлашать. 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра ку индекса 2,3 процент ӳстерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хули ейӗвӗ халех хатӗрленме тытӑнасшӑн. Ҫак кунсенче унта ЧР ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов пулса курнӑ. Министр вырӑнти тӳре-шарапа тӗл пулса ейӳрен хӳтӗленмелли дамба тӑвасси пирки калаҫнӑ. Улатӑрта дамба хӑпартасси пирки хатӗрленӗ проекта Шыв ресурсӗсен федераци агентстви ырланӑ. Ӑна хӑш вырӑнсенче лартасси пирки юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче калаҫнӑ. Дамбӑна хута ямашкӑн 450 миллион тенкӗ кирлӗ. Ӑна Улатӑр юханшывӗн сылтӑм ҫыран хӗррипе тӑвӗҫ. Вӑл 7,8 ҫухрӑм тӑршшӗ, 3,5 метр ҫуллӗш пулӗ. Дамба 765 ҫурта ейӳрен хӳтӗлӗ. Аса илтерер: 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче ейӳ вӑйлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкаври ача ҫурчӗн директорӗн воспитани тата хуҫалӑх ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна укҫа-тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ курманшӑн штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Виҫи пӗчӗкех мар: 80 пин тенкӗ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ача ҫурчӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне, хӑйне преми парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн кӗсйине 70 пин тенкӗ кӗнӗ. Ҫапла вӑл ача ҫуртне 70 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫак ҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Директор тӗлӗшпе ку лару-тӑрӑва сирмелле тесе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти троллейбус управленийӗ йывӑр-ларурура пулни пирки, вӑл панкрута тухма пултарасси ҫинчен сайтра пӗрре мар ҫырнӑччӗ. Аса илтерер: управленин 187 миллион тенкӗ парӑм. Организаци ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене илсе ҫӳресе парӑма кӗрсе кайнӑ. ЧР Финанс министерстви троллейбус управленине республика хыснинчен укҫа у йӑрса пама хатӗр. 30 миллимон тенке 0,1% ставкӑпа 3 ҫуллӑха пама палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче уйӑрса парасшӑн. Управлени ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракан ҫынсене илсе ҫӳресе парӑма кӗнӗ тесе укҫа-тенке суд урлӑ шыраса илесшӗн. Анчах Финанс министерстви шухӑшӗпе, вӑл троллейбус управленийӗ умӗнче парӑмра мар. 2015 ҫулта льготниксемшӗн 9,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ведомство шухӑшӗпе, ку ҫителӗклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри виҫӗ районта ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ норматива тивӗҫтермест. Шыв пахалӑхӗ гигиена нормипе Патӑрьел тата Пӑрачкав ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче килӗшсе тӑмасть. Тӑватӑ районта вара ҫӑлти шыв пахалӑхӗ йӗркесӗр иккен. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Йӗпреҫри шыв пахалӑхӗ унри тимӗр виҫине тата тӑрӑ маррине пула юрӑхсӑр пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче шӑрши те, тути те япӑхланнӑ. Тимӗр шайӗ кирлӗ пек виҫеллӗ пулман. Ҫакна специалистсем унти «Водоканала» шыва сиенсӗрлетес ӗҫсем туса ирттернипе сӑлтавланӑ. Шыв йышӑнакан ятарлӑ хатӗр вӑйлӑ ҫумӑрта тулса тасамарланнӑ иккен. Урӑх сӑлтав та пулнӑ кунта. Роспотребнадзор «Водоканала», район администрацийӗ, районти ял тӑрӑхӗсен ячӗсемпе суда тавӑҫсемпе тухнӑ, унта шыв пахалӑхне лайӑхлатма ыйтнӑ. Суд ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Пӑрачкаври шыв та тӑрӑ мар пулнине, унра аммиак тата тимӗр хутӑшӗсем виҫепе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Патӑрьелти шывра сульфатсем пулнӑ, литипе бор тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш Ен НТРК» АУ тата «МТРК Мир» акционерлӑ хупӑ общество радиовещани тумашкӑн конкурс выляса илнӗ. Наци телерадиокомпнаийӗ 95,9 МГц хума, «Мир» 96,5 МГц хума выляса илнӗ. Икӗ тӗслӗхӗнче те Шупашкарта 0,25 кВт хӑватлӑ передатчиксем лартӗҫ. Вещани концепцийӗ – «ирӗклӗ». 95,9 МГц хум ҫинче Наци радиовӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. 96,5 МГц хум ҫинче вара «Мир» радиостанци пулӗ. Хальлӗхе вӗсем хӑҫан ӗҫлеме пуҫласси паллӑ мар-ха. Ӗҫӗ нумай: техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслемелле, лицензи илмелле, ытти вак-тӗвеке пурнӑҫламалла. Аса илтерер: халӗ Наци радиовӗ икӗ хум ҫинче ӗҫлет: 72,41 МГц (Йӗпреҫ) тата 105,0 МГц (Ҫӗрпӳ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Унта пулнисем каланӑ тӑрӑх, журналистсем тем пирки те ыйтма ӑнтӑлнӑ: ача ҫураласлӑх шайӗ мӗншӗн чакнине ӑнланасшӑн пулнӑ, ӗҫ укҫин виҫи пӗчӗкки пирки ыйту хускатнӑ, Элтеперӗн сывлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Журналистсенчен пӗри Шупашкарти аэропорта тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ ҫӗршыври виҫҫӗмӗш летчик-космонавт, легендарлӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев ятне парас ыйтӑва хускатнӑ. Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа та, хурласа та йышӑнман. Республика ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, ыйтӑва татса париччен халӑхпа сӳтсе явмалла. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянассине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре 27 ҫулти хӗр ҫухалнӑ. Ӑна халӗ нимеҫӗсемпе (волонтерсемпе) полицейскисем шыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, хӗр Шупашкарта пулма пултарать. 1990 ҫулта ҫуралнӑ Анна Николаевна Одинцова юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 178 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ кун Анна чӗркуҫҫирен ҫӳллӗрех хура пальто, хура юбка, хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Нимеҫӗсен шухӑшӗпе, хӗр Шупашкара пулма пултарать. Ахӑртнех, ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тарӑх, хӗр пӗрре мар ҫухалнӑ, кайран хӑйех тупӑннӑ. Аннӑна курнӑ тӑк 02 е 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене 3,6 миллион ытла тенкӗ килӗ. Ку укҫапа ача-пӑча тата пукане театрӗсене пулӑшӗҫ. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ кунашкал субсидие Раҫҫейри 73 регион тивӗҫӗ. Театрсене пулӑшас тӗллевпе хыснаран пӗтӗмпе 220 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: регионсем ача-пӑча тата пукане театрӗсене атлантармашкӑн паракан субсидие пӗрремӗш хут илеҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнче чи пысӑк субсиди Самар облаҫне — 15,4 миллион тенкӗ — лекӗ. Тутарстана — 8,7 миллион тенкӗ, Сарӑту облаҫне — 7,5 миллион тенкӗ, Пушкӑртстана — 7,4 миллион тенкӗ. Мари, Мӑкшӑ, Удмурт республикисем чи пӗчӗк субсидие тивӗҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |