Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсемпе экологи министрӗн ҫумне кама лартасси паллӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнине хыпарланӑ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, министр ҫумӗ пулма икӗ ҫын ӗмӗтленни палӑрать: Николай Косулин тата Николай Судаков. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ҫумӗ Юрий Васильев ертсе пыракан комисси Николай Косулиншӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Николай Судакова та сирсе яман — ӑна министерствӑн кадр резервне кӗртме сӗннӗ. Конкурса хутшӑннӑ икӗ кандидат та асӑннӑ ведомствӑра, тӗрлӗ пай пуҫлӑхӗсенче тӑрӑшать.

Аса илтерер, кӑҫалхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче министр ҫумне Владимир Кузюкова ӗҫрен кӑларнӑччӗ. «Ҫыхӑнура» тетел ун чух пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак должноҫе 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен йышӑннӑ Владимир Кузюков министерствӑри ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗртен-пӗр специалист пулнӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пӗчӗк ачасем килте пӗчченех ларнине асӑрханӑ. Кун пирки пӑшӑрханса ӳкнӗ кӳршӗсем васкавлӑ медпулӑшӑва тата полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Тӑватӑ ача килте темиҫе кун аслисемсӗр пулнӑ. Чи кӗҫӗнни – 8 уйӑхра, ыттисем 3-ре, 6-ра тата 7 ҫулта. Пӗчӗкскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Вӗсем ОРВИпе чирленӗ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен ашшӗ шапаша кайнӑ, амӑшӗ вара эрехпе айкашнӑ. Полици тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн ачасен шӑпине татса парӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ.

Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ.

Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ.

Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри почтальонсем коммуналлӑ пулӑшу тата ытти тӳлев укҫине ҫынсенчен киле пырсах йышӑнаҫҫӗ. Мобильлӗ тӳлевпе касса терминалӗсене хальлӗхе 200 почтальона валеҫсе панӑ.

Мобильлӗ терминал урлӑ тӳлени почта уйрӑмне ҫӳренинчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. Укҫана почтальон вырӑнтах илет, ҫавна ӗнентерекен касса чекне алла тыттарать.

Терминалсем пулӑшнипе коммуналлӑ пулӑшушӑн (ҫутӑшӑн, газшӑн т.ыт.те) ҫеҫ мар, «Ростелекомпа» та, налукпа та, ҫул-йӗр инспекторӗсене тӳлемелли штрафсемпе те татӑлма пулать. Квитанци йышӑннишӗн хушма тӳлев виҫи 5 тенкӗпе танлашать.

Почтӑн хӑйӗн банк та пур, ҫыхӑну уйрӑмӗсенче тӗрлӗ тавар та сутаҫҫӗ, посылкӑсемпе тӗрлӗ бандероль те йышӑнаҫҫӗ, хаҫат-журнал та валеҫеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Ахазов урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тата Эльгер урамӗнчи 13-мӗш ҫурт картишӗнче нумай хутлӑ ҫурт хӑпартасшӑн, ҫынсем вара ҫакна хирӗҫ.

Ҫав вырӑнти нумай ҫул ӳснӗ йывӑҫсене те касма палӑртнӑ-мӗн. Халӑх вара йывӑҫсене упраса хӑварасшӑн. Вӗсем РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттерекен «тӳрӗ линие» видео ярса парасшӑн.

Видеона ӳкернӗ ӗнтӗ. Ӑна YouTube сайтне ӗнер кӑларнӑ. «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Эпир, Шупашкарта пурӑнакансем, сиртен 40 ҫул ӳсекен хурӑнсен рашчине упраса хӑвармашкӑн пулӑшу ыйтатпӑр. Вӗсене касасшӑн. «Ахазовский» парк вырӑнӗнче нумай хутлӑ ҫурт тӑвассине эпир хирӗҫ», - тенӗ видеора.

Ҫак ыйтупа ирттернӗ пухура 100 ытла ҫын стройкӑна хирӗҫ алӑ пуснӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50242
 

Республикӑра

Транспортӑн пӗрлехи карттине Перекет банкӗнче онлайн майпа укҫа хума пӑрахтарни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче сервис каллех ӗҫлеме тытӑннӑ. Малашне карточка ҫине электронлӑ енчӗк урлӑ та, Перекет банкӗнче онлайн майпа та укҫа хума май пулӗ.

Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче сервиса тест режимӗнче ӗҫлеттерме тытӑннӑ, анчах укҫа пур чухне те карточка ҫине куҫман. Халӗ ҫитменлӗхсене пӗтернине ӗнентереҫҫӗ, халӗ ку мелпе карточка хуҫисен 98,5 проценчӗ усӑ курать-мӗн.

Ҫапах укҫа тӳрех куҫмасан та пултарать, ҫак ӗҫ 48 сехет те пурнӑҫланать-мӗн. Харпӑр кабинетра укҫа куҫни карточкӑпа транспортра тӳлемесӗр те курӑнмасть-мӗн.

Онлайн майпа укҫа хунӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухрӗ тӗк 36-33-30 номерпе шӑнкӑравламалла е transkarta@bk.ru почта ҫине ҫыру ямалла.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14 сехетре НТВ телеканалпа «Пирӗн патра выляса илеҫҫӗ» кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта 288-мӗш «Ҫурт-йӗр лотерейине» выляттарнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫынна лотерейӑра питех те ӑннӑ. Тӑваттӑмӗш турта пирӗн республикӑра туяннӑ икӗ билет вылянӑ. Телеертӳҫӗсем вӗсем тинӗс хӗрринче хваттер выляса илнине пӗлтернӗ.

Сӑмах май, хальхинче лотерейӑра 10 хваттер тата суперпарне выляттарнӑ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уй ӑхӗнче те Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын лотерейӑра 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/50255
 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсене 45 хатӗрленӗ.

Кун пирки вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ. Шыва кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе пирӗн республикӑра Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Елчӗкре тивӗҫлӗ хатӗрленӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр шыва путнисенчен 75 проценчӗ ӳсӗр пулнӑ. Пӗлтӗр хӑшӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланса чутах шар курман. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра асӑрхаса вӗсене пулӑшнӑ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа шыва кӗме тӑхтамалла. Пӗчӗк ачасемпе те питех сыхӑ тӑмалла, вӗсене куҫран вӗҫертме юрамасть.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти икӗ стадиона пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӑл объектсене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен пӗтӗм тӗнчери чемпионата хатӗрленмелли тренировка базисен малтанхи списокне кӗртнӗ.

Элтеперпе пӗрле стадионсене республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков ҫӳренӗ.

Министрпа республика ертӳҫи А.В. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн «Олимпийский» (чӑв. Олимп) тата Шупашкар хула администрацийӗн «Спартак» стадионӗсенче пулнӑ.

Паянхи куна стадионсене юсаса пӗтернӗ. Халӗ вӗсем тавралли территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.

Аса илтерер, чемпионат пирӗн ҫӗршывра ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта тӗнчери 32 команда хутшӑнӗ. Вӗсен ӑмӑртӑвӗсем Раҫҫейри 11 хулара иртӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫынсене сӑвӑс тапӑнать. Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан, унран шар курнӑ тӗслӗх икӗ хута яхӑн нумайланнӑ.

Пӗлтӗр 176 ҫын сӑвӑс тӑрӑннипе пульницӑна пулӑшу ыйтма килнӗ. Кӑҫал вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ 293 ҫынна кирлӗ пулнӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 24-30-мӗшӗсенче сӑвӑсран шар курнӑ 83 ҫын пульницӑна пынӑ. Вӗсенчен 20-шӗ – ачасем. Шупашкарта 54 ҫынна сӑвӑс тапӑннӑ. Кӑҫалхи сезонра пӗтӗмпе 143 ҫынна сӑвӑс тӑрӑннӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту икӗ хут пӗчӗкрех пулнӑ: 88 ҫын.

Чӑваш Енри гигиена тата эпидемиологи центрӗн лабораторийӗнче 140 сӑвӑса тӗпченӗ, 90-шӗ ҫын ӳтӗнчен кӑларни пулнӑ. Юрать-ха, пӗр сӑвӑс та энцефалит вирусӗллӗ пулман.

 

Страницӑсем: 1 ... 412, 413, 414, 415, 416, 417, 418, 419, 420, 421, [422], 423, 424, 425, 426, 427, 428, 429, 430, 431, 432, ...659
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 25

1897
129
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1898
128
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ.
1909
117
Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ .
1927
99
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
90
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ.
1952
74
Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1960
66
«Шупашкар керамики» савута хута янӑ.
1961
65
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1971
55
Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ.
1977
49
Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть