Республикӑра
![]() «Вӑл аслӑ политик пулман, анчах ырӑ ҫын пулнӑ», — ҫакӑн пек ҫырнӑ Александр Белов журналист Фейсбукра Эдуард Кубарев пирки. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Аслӑ Совечӗн председателӗ пулнӑ ҫав ҫын вилнӗ. Вӑл 79-мӗш ҫулпа пынӑ. Эдуард Кубарев 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславккара ҫуралнӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ярославль облаҫӗнчи Рыбинск хулинче маҫтӑр, прораб, тӗп инженер, строительство управленийӗн пуҫлӑхӗ, райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1974 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. «Чувашсельстрой» трестӑн 137-мӗш ПМКне ертсе пырать. Кайран ӑна шӑпа «Спецстрой» проектпа строительство трестне илсе ҫитерет. Управляющи ҫумӗ, управляющи пулса тӑрӑшать. 1990 ҫулти пуш уйӑхӗнче Эдуард Кубарева Чӑваш АССР депутатне суйлаҫҫӗ, ака уйӑхӗнче — Чӑваш АССР Аслӑ Совечӗн ертӳҫин ҫумне, ҫурла уйӑхӗнче ертӳҫӗне лартаҫҫӗ. Каярах ытти должноҫре те, ҫав шутра Мускавра та, ӗҫленӗ вӑл. Хӑй вӑхӑтӗнче Эдуард Кубарев Чӑваш Республикин Президентне суйламалли кампание кандидат пулса хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Çавах та палăртса хăварам, Кубарев пирĕн республикăн тĕп пуканне йышăннă вăхăтра Лапсара çити велоçул турĕç, посёлокра çулсене сарса тухрĕç, вăрманта йĕлтĕр трассине хатĕрлерĕç... Парк та йĕркеленчĕ вăл вăхăтра. Унтанпа вара Çĕне Лапсар посёлокĕ енне тимлĕх уйăрни пулмарĕ, вăл туса хăварнă ĕçсем майĕпен-майĕпен юрăхсăрланса пычĕç. Велоçултан, сăмахран, ячĕ çеç тăрса юлнă ĕнтĕ.