Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев юристсене професси уявӗпе саламланӑ. «Чӑваш Ен юрисчӗсем хӑйсен професси тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ, пурнӑҫӑн кирек хӑш сферинче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, право йӗркине шанчӑклӑн тытса пырас, обществӑпа патшалӑх ҫирӗплӗхне вӑйлатас, халӑхӑн право культурине ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хываҫҫӗ. Республикӑра граждансен хӳтлӗхсӗр ушкӑнӗсене тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Юлашки пилӗк ҫулта ҫавнашкал пулӑшупа регионта пурӑнакан 200 пине яхӑн ҫын усӑ курнӑ. Эсир хӑвӑрӑн професси ӑсталӑхне малашне те ӳстерсе пырасса, граждансен конституцире палӑртнӑ ирӗкӗсемпе ирӗклӗхӗсене тата саккунлӑ интересӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлессе ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре тӑватӑ «хура реилтора» тытса чарнӑ. Вӗсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисем тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хура риелторсем» ӗҫкӗҫсемпе, ӑнман ҫемьесемпе ӗҫленӗ, вӗсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Хайхискерсем ҫавсене кӑштах укҫа панӑ, унтан темӗнле документсене алӑ пусма ытнӑ. Лешсем ним пирки те шухӑшламан – хушнине пурнӑҫланӑ. Алӑ пуснӑ хыҫҫӑн хваттер е пӳлӗм «хура риелторсен» аллине куҫнӑ. Пурӑнмалли кӗтессӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем суда ҫитнӗ, анчах вӗсен тавӑҫне тивӗҫтермен. Халӗ ҫав тӑватӑ ҫын ҫакнашкал 16 преступлени тунине ҫирӗплетнӗ. Вӗсем ҫынсене пӗтӗмпе 8 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. «Хура риелторсене» арестленӗ. Вӗсенчен шар курнӑ ҫынсем вара полицие пырса пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 112 тытӑмпа пӗрлех ытти ыйтӑва та ҫутатнӑ-ха. Паян, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Граждан оборонин тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн тӳрӗ линийӗ иртнӗ. Унта районсенчен те шӑнкӑравлакансем пулнӑ. Электрон пуштӑпа ыйтакансем те тупӑннӑ. Халӑх ыйтӑвне Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Антонов, Чӑваш Енри ГКЧС председателӗ Вениамин Петров, республикӑри шыравпа ҫӑлав службин пуҫлӑхӗ Николай Глухов тата пушарпа кӗрешекен службӑн пуҫлӑхӗ Валерий Игнатьев хуравланӑ. Тӳрӗ линие хутшӑнакансем республикӑра 112 тытӑм мӗнле ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ, ҫак номерпе шӑнкӑравласа илеймесен мӗн тумаллине ыйтнӑ. Хӑйне кӑсӑклантарнин хуравне шыракансенчен кашниех тӗплӗ хурав илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ачашӑн каллех пособи тӳлеме пуҫлӗҫ. Ҫак тӳлеве 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ е усрава илнӗ ачашӑн парӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ачана пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫипе танлашаканскере раштавӑн 1-мӗшӗнчен тӳлеме тытӑнӗҫ. Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ку виҫе 8916 тенкӗпе танлашать. Пособие ача 3 ҫул тултариччен парӗҫ. Регионсене виҫҫӗмӗш ачашӑн пособи тӳлемелли укҫана федераци хыснинчен уйӑрса панӑ. Чӑваш Ене 2017 ҫул валли ку тӗллевпе 25 миллион тенкӗ ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫитес ҫул Чӑваш Ен миҫе ют ҫӗршыв ҫыннине йышӑнма пултарасси пирки хушу алӑ пуснӑ. 2018 ҫулта пирӗн республикӑра ютран килнӗ 100 ҫын ҫеҫ вӑхӑтлӑх пурӑнма ирӗк паракан хут илейӗ. Палӑртмалла: ҫитес ҫул пирӗн республикӑра ют ҫӗршыв ҫыннисене икӗ хут сахалрах йышӑнӗ. Кӑҫал пирӗн патра 200 ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнать. Пӗлтӗр 150 ҫын валли квота пулнӑ. Раҫҫейӗпе пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енри кӑтарту чи пӗчӗккисенчен пӗри. Ямало-Ненецк автономи округӗнче, тӗслӗхрен, 50 квота ҫеҫ. Унтан списокра Чӑваш Ен, Мари Эл, Киров облаҫӗ, Тыва Республики йышӑннӑ. Ҫитес ҫул Раҫҫейре ютран килнӗ 90,3 пин ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнайӗ. Кӑҫалхипе танлаштарсан, 19,8 пин сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗн председателӗпе Анатолий Петровпа тӗлпулнӑ. Юпа уйӑхӗнче ҫак пукана йышӑннӑскере Михаил Игнатьев Анатолий Петрова ҫӗнӗ должноҫе ларнӑ ятпа саламланӑ, малашнехи ӗҫре ӳсӗм тума суннӑ. «Эсир ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тухӑҫлӑ ӗҫленинчен Чӑваш Ен аталанӑвӗ пӗтӗмпех килет. Сирӗн кулленхи ӗҫре саккунсене пӑхӑнса таса чунпа яваплӑха туйса ӗҫлемелле», — тенӗ Михаил Игнатьев. Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-службин Анатолий Петров ҫак пысӑк должноҫе хӑйне шаннишӗн тав тунине пӗлтернӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин мӗнпур лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫлассипе тивӗҫлӗ ӗҫлеме шантарнӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ертӳҫӗсем патшалӑх ыйтӑвӗсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки тӗплӗн канашланӑ. Судсен ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас, Шупашкарти Мускав районӗн Суд ҫурчӗн строительство ыйтӑвне те хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тухтӑрсем сисчӗвленнӗ. Ахальтен мар. Вӗсем Чӑваш Енре сысна грипӗн эпидемийӗ пулассине пӗлтереҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче чирлекенсен йышӗ нумайланӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацийӗн даннӑйӗсене илсе кӑтартать: кӑҫал ытларахӑшӗ сысна грипӗпе чирлеме пултарӗ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чирлекенсен йышӗ нумайланма тытӑнӗ. Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче вара эпидеми пикӗ пулӗ. Тухтӑрсем чирлес мар тесен прививка тума сӗнеҫҫӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине ӗненес тӗк, пӗр ҫынна прививка тума 200 тенкӗ кирлӗ. Чирлесен сипленмешкӗн вара 700 тенкӗ тухса каять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Ильинка ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫынсем вырӑнти пуҫлӑх патне ҫыру ҫырнӑ, унта нумаййӑн алӑ пуснӑ. Ҫырура ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Сакккунпа килӗшӳллӗн, тӳре-шаран унашкал ҫырусене 30 кунра хуравламалла. Анчах Ильинка ял тӑрӑхӗн халӑхӗ вырӑнти пуҫлӑхран хурав кӗтсе илеймен. Пуҫлӑх саккунра кӑтартнӑ срокра ҫырӑва хуравласа ӗлкӗреймен. Ку – саккуна пӑсни. Ҫавна май Муркаш районӗн прокуратури Ильинка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна РФ КоАПӗн 5.59 статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑхӑн вӑхӑтра хурав паманшӑн 5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Президент гранчӗн иккӗмӗш конкурсӗнче Чӑваш Енри 16 общество организацийӗ ҫӗнтернӗ. Вӗсене 21 миллион тенкӗ валеҫсе парӗҫ. Вӗсен йышӗнче Улатӑрти православи прихучӗн храмӗ (469 пин), «Студентсен канашӗ» ҫамрӑксен общество организацийӗ (498 пин), Аня Чижова ячӗллӗ сипленмен чирпе нушаланакан ачасене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗ (931 пин), Чӑваш наци конгресӗ (3 миллион та 756 пин), Истори палӑкӗсемпе культурине упракан Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ (1 миллион та 449 пин), ЧР Стоматологӗсен ассоциацийӗ (1 миллион та 473 пин), Вӗренӳ информатизацийӗн академийӗ (1 миллион та 234 пин), Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗ (808 пин), Шупашкарти ӗҫ, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗсен ветеранӗсен (пенсионерсен) общество организацийӗ, ЧР Ӳнерҫисен пӗрлӗхӗ, ЧР Фитнес-аэробика федерацийӗ, Чӑваш Енри социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд тата ыттисем пур. Палӑртмалла: Чӑваш наци конгресӗ гранта «Халӑхӑн наци пуянлӑхӗ – Раҫҫей пуянлӑхӗ» проект хатӗрлесе тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре больничнӑй хутсене электронлӑ майпа пама тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Ку ыйтӑва паян, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн, больничныйсене тата эмел препарачӗсен рецепчӗсене электронлӑ майпа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пама тытӑнӗҫ. Элтепер администрацийӗн пресс-служби тата акӑ мӗн пӗлтерет: наркотиклӑ е психотроплӑ препаратсене пырса тивекен йӗрке 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен улшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.09.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |