Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май ҫурт тӑррисен хӗрринче тумла пӑрӗсем ӳсеҫҫӗ. Шупашкарти Красин урамӗнчи пӗр ҫурт тӑрри юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр ишӗлсе анни пирки те сайтра пӗлтернӗччӗ.
Нумаях пулмасть Якимово урамӗнче лавкка тӑрринчи юр хӗрарӑм ҫине ӳкнӗ. Вӑл суранланнӑ. Кабель тӑкӑрлӑкӗнче пӑр катӑкӗсем икӗ машина ҫине ӳкнӗ. Телее, тумла пӑрӗ ҫынна вӑйлах суранлатнӑ тӗслӗх хальлӗхе ҫук. Ҫапах сыхӑ пулмалла, ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ кӑна-ха.
«Ӑшӑ ҫурт» управляющи компанийӗн тӗп инженерӗ Денис Потапов ҫурт ҫывӑхӗнче ларакан машинӑсем тумла пӑрӗсене катма кансӗрлени пирки пӗлтернӗ. Пӑр машина ҫине ӳксен тӑкака саплаштарас тесе суда пама пулать-ха, анчах ҫакна ӗнентерме видеокамерӑпа ӳкернӗ сӑн кирлӗ.
Сӑмах май, иртнӗ вырсарникун Воронежра, Подольскра, Петропавловск-Камчатскра тумла пӑрӗ ӳксе виҫӗ ҫынна вилмеллех суранлатнӑ. Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче мӗнпур службӑна ҫурт тӑррисенчен юр антарма хушнӑ.