Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Раҫҫейре 200 тата 2000 тенкӗллӗ укҫасем ҫаврӑнӑша кӗнине унчченех пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ҫӗнӗ банкнотӑсем Чӑваш Ене те ҫитнӗ. Республика ҫыннисем унпа усӑ курма пуҫланӑ. 200 тенкӗлли 50, 100, 500 тенкӗллисемпе пӗр калӑпӑшлӑ. 2000 тенкӗ вара 1000 тата 5000 тенкӗллисемпе пӗр пек. Ҫӗнӗ укҫасем сувенир евӗр мар, вӗсен тиражӗ те чикӗленмен. Вӗсене ҫаврӑнӑшра кирлине кура кӑларӗҫ. Банкнотӑсем – таваршӑн тӳлемелли укҫа. Вӗсене кирек мӗнле лавккара та, предприятире те йышӑнмалла. Аса илтерер: ҫӗнӗ укҫасем Раҫҫейре кӑҫал юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫаврӑнӑша кӗнӗ. Вӗсем ҫине ӳкернӗ символсене сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шывпуҫӗнчи ФАПа уҫни 2018—2019-мӗш ҫулсенче Чӑваш Енре тепӗр 50 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлмалла. Ҫакна паян республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл Красноармейски районӗнчи Шывпуҫ ялне фельдшерпа акушер пунктне уҫма кайсан вырӑнти халӑха каланӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче республикӑри хӑш-пӗр районта тухтӑр ҫурчӗсем тата уҫмалла. Вӗсенчен пӗри Шупашкар районӗнчи Карачурара пулӗ. Анчах фельдшерпа акушер пункчӗ мар, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ. Хальччен те унта аслӑ пӗлӳллӗ тухтӑр ӗҫленӗ-ха. Анчах офисӑн хӑйне ята ҫурт пулман. Ҫакна та пӗлтерер: 2013—2017 ҫулсенче ореспубликӑра 150 ФАП уҫнӑ. Маларах эпир асӑннӑ Красноармейски районӗнчи Шывпуҫӗнчи шучӗпе — 151-мӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнче пурӑнакан ватӑ ҫынна РФ УКн 228-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн айӑпланӑ. Вӑл наркотик килте упранӑ. Килте ватлӑх кунӗсемпе киленес вырӑнне вӑл йӗплӗ пралук леш енне лекнӗ. Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ: кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче 62 ҫулти арҫын наркотик хутӑшӗллӗ ӳсен-тӑран пухнӑ, ӑна килте упранӑ. Хутӑш пӗтӗмпе 738,2 грамм тайнӑ. Ҫакӑншӑн тивӗҫлӗ канури арҫыннӑн явап тытма тивнӗ. Суд ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта иномарка кайма юрманнине асӑрхаттаракан паллӑна курсан та машинӑна чарман. Водитель локомотив ҫине кӗрсе кайнӑ. Пуйӑспа машина ҫапӑнсан 45 ҫулти хӗрарӑм тата 14 ҫулти арҫын ача суранланнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, авари вӗсен сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ. Водитель шар курнӑ ҫынсене йывӑрлӑхра пӑрахман. Вӑл вӗсем патне пульницӑна ҫӳренӗ. Ҫавна май хӗрарӑм тата арҫын ачан интересӗсене хӳтӗлекен ҫын водитель тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Прокурор хирӗҫ пулман. Суд ӑна каҫарнӑ. Шупашкар хулин Ленин районӗн сучӗ палӑртнӑ приговорпа килӗшӳллӗн, арҫынна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шкул столовӑйӗнче апатпа наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмаха эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа шар курнӑччӗ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗччӗ. Ҫакна республика правительствин ларӑвӗнче те сӳтсе явнӑччӗ. Ун чухнехи сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнине, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнине пӗлтернӗччӗ. Пӑтӑрмахшӑн айӑплисене Михаил Игнатьев Элтепер явап тыттарма чӗнсе каланӑччӗ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Вӑл шкул столовӑйӗнче производство ертӳҫи пулса ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 238-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма епле явап тыттарассине ҫывӑх вӑхӑтра суд татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри лицея муниципалитетри пултаруллӑ шкул ачисене: вӗренӳре, спортра, пултарулӑхра — палӑрнисене пухнӑ. Вӗсене наградӑлама район хыснинчен ҫулсерен 220-шер пин тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Вӗренӳре пултаруллисем тесе шкул ачисен ҫӗршыври предмет олимпиадисенче палӑрнисене чысланӑ. Кӑҫал унта Шупашкар районӗнчи 1300-е яхӑн ача хутшӑннӑ, вӗсенчен 200 ытла ача ҫӗнтернӗ е призер пулса тӑнӑ. Предмет олимпиадисенче Кӳкеҫри лицейра, Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта, Ишлейри шкулта вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн ҫӗнтернӗ. Районти, республикӑри тата ҫӗршыври конкурссенче, спорт тата пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернисене, пурӗ 77 ачана (пӗлтӗр — 75 ачана), район администрацийӗн пуҫлӑхӗн премийӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Водительсене тӗрӗслеме Хӗл Мучи тухнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗ, хура-шурӑ жезл тытнӑскер, Шупашкартан тухса кайнӑ ҫӗрте дежурствӑра тӑнӑ. Шур сухал водительсене штрафламан, Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ. Саламланӑ кӑна мар, парне те панӑ. Хӗл Мучи «шипы» наклейкӑсене водительсен машини ҫине ҫыпӑҫтарнӑ, 2018 ҫулта ӑнӑҫу, телейлӗ те такӑр ҫул суннӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре «корпоратив» операци пырать. Ӳсӗр водительсене тытсан ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пуҫран шӑлмӗҫ, ун чухне вӗсене Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхӗ ҫӑлаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӳсӗр водителе чутах тӑм илмен. Унӑн пурнӑҫне ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫӑлнӑ. Ҫул ҫинчи инкек раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче республикӑри пӗр районта пулнӑ. Руль умне ӳсӗрле ларнӑ водитель транспорта итлеттереймен. Машина кювета чӑмнӑ. Арҫын салонран тухса ӳкнӗ, юр ҫинчен тӑраймасӑр выртнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫул-йӗр инспекторӗсем иртсе пынӑ. Вӗсем кювета чӑмнӑ машинӑна курнӑ. Патне пырсан водитель юр ҫинче выртнине асӑрханӑ. Инспекторсем курман тӑк арҫынна тӑм илӗччӗ. Халӗ ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев професси уявӗ ячӗпе саламланӑ. «Энергетика экономикӑн чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри шутланать. Регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗ тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗ ытларах чухне унӑн тухӑҫлӑхӗпе шанчӑклӑхӗнчен килет», — тенӗ унта. Кӑҫал Чӑваш энергетика управленийӗ 60 ҫул тултарнине те аса илнӗ. Республика ертӳҫи шучӗпе «паян Чӑваш Ен энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ, производствӑри темле кӑткӑс тӗллевсене те татса пама пултаракан специалистсем ӗҫлеҫҫӗ». Вӗсем «ӑшӑпа электроэнергие потребительсене пӗр кӑлтӑксӑр ҫитерсе» парнине, «стратегиллӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен энергетика хӑрушсӑрлӑхне» тивӗҫтернине те палӑртнӑ, ӗҫшӗн тав тунӑ. Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Усал сӑмахлӑ ҫӑхавсене Чӑваш Енре малашне хуравласшӑн мар. Республикӑн Информаци политикин министерстви должноҫри ҫынсен тыткаларӑшне тата йышӑнӑвне судччен (суд тулашӗнче) татса парас йӗркене хатӗрленӗ. Официаллӑ термина ансатласа каласан сӑмах ҫӑхавсене пырса тивнине пӗлтерет. Шалӑпра усал сӑмахпа усӑ курсан, тӳре-шарана хӑратса ҫырсан тата темиҫе хут та хуравланӑ ыйтусене хускатсан ун пек элеке пӑхса тухмасан та юрӗ. Административлӑ регламента улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан приказ проектне маларах эпир асӑннӑ министерство хатӗрленине REGNUM информаци агентстви пӗлтерет. Ҫӑхава йӗркерен тухса кайса шӑрҫаламан пулсан тӳре-шара хуравлӗ. Анчах, тепӗр хут палӑртар, хальлӗхе ку вӑл проект кӑна-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |