Республикӑра
![]() Сусӑр ҫын Патӑрьел районӗнчи юристран хваттер илмешкӗн пулӑшма ыйтнӑ. Анчах лешӗ ӑна улталанӑ, унӑн укҫи-тенкине хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Полици ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарма хирӗҫленӗ. Прокуратура «сӑмсине чиксен» ҫеҫ ӗҫ пуҫарма килӗшнӗ. Иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пурӑнмалли кӗтес туянмашкӑн укҫа-тенкӗ тивӗҫнӗ. Вӑл юристран пулӑшу ый тнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, юрист сусӑр валли Патӑрьелте икӗ хут йӳнӗрех хваттер тупнӑ та ҫавна туянма ӳкӗтленӗ. Юлнӑ укҫа-тенке вара хӑйне партарнӑ. Халӗ ҫав пуҫиле ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Балти флотӗнче хӗсметре тӑнӑ, «Чебоксары» ят панӑ хурал карапне Шупашкара илсе килме укҫа ҫукки кансӗрлет. Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ ят панӑ тральщика Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, илсе килессине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернех пулӗ. Демилитаризаци хыҫҫӑн ӑна муниципалитет харпӑрлӑхне парасси ҫинче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хӑй вӑхӑтӗнче хушу кӑларнӑ. Хӑй пуҫне пырса ҫапнипе мар, Шупашкар хулине ертсе пыракансем ыйтнипе. Карапа Балтийск тинӗсӗнчен Шупашкара турттарса килме 20 миллион тенкӗ кирлӗ иккен. Анчах вӑл «кӗмӗле» хула хыснинче килес ҫул валли те пӑхса хӑварман. Ку хыпара Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Никитин Александр Белов журналиста пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ачасем Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче асамлӑх кӗтеҫҫӗ. Уйрӑмах – ашшӗ-амӑшӗн хӳттисер юлнӑ тӑлӑхсем. Вӗсене савӑнӑҫ парнелес килет-и? Эппин, Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче вӗсене хӑвӑр ҫемьене вӑхӑтлӑха та пулин илӗр. Ача ҫурчӗсенче, интернатсенче, реабилитаци центрӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансем ҫемье ӑшшине туясшӑн. Вӗсене каникул вӑхӑтӗнче ҫемьене вӑхӑтлӑха илме май пур. Тӑлӑха ҫемьене илес тесен хӑш-пӗр документ хатӗрлемелле. Паспорт копийӗ, судпа айӑпланманнине ӗнентерекен справка (ӑна шалти ӗҫсен органӗсем параҫҫӗ), инфекци чирӗсем, наркомани, токсикомани, алкоголизм, психика чирӗсем ҫуккине ӗнентерекен 164/у-96 форматлӑ справка (ӑна сиплевпе профилактика учрежденийӗнче илмелле) кирлӗ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленме тытӑннӑ ахӑртнех. Хайхискерсем вӑрмана кайса чӑрӑш касса килнӗ. Анчах ҫул ҫинче вӗсене ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ, чӑрӑш-качки полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Йӗрке хуралҫисемпе вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем ҫав икӗ арҫын мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине палӑртӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Арҫынсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ, ҫавӑнпа чӑрӑш касма кайнӑ. Анчах ку мӗнпе вӗҫленесси пирки шухӑшламан-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хӗрарӑмне 7 ҫул шыранӑ. Ӑна федераци шыравне те панӑ. Нумаях пулмасть ҫав хӗрарӑма тытса чарнӑ. Ҫӗмӗрле хӗрарӑмӗ ултав ӗҫӗпе аппаланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫынсене 1,5 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. 2008-2009 ҫулсенче вӑл пӗрле пурӑнакан арҫынпа пӗр ҫынна пурӑнмалли кӗтес йӳнӗпе туянма пулӑшасса шантарнӑ. Ӗненмелле пултӑр тесе хайхискерсем Шупашкарта хӑтлӑ хваттерсем тара тытнӑ. Шупашкар хулин, Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне районӗсен ҫыннисем ҫав хӗрарӑмпа арҫынна 1,5 миллион тенкӗ тыттарнӑ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем регион тулашне тухса тарнӑ, телефон номерӗсене улӑштарнӑ. 2010 ҫулта вӗсене федераци шыравне панӑ. Тӑватӑ ҫултан арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. Вӑл УДОпа тухнӑ ӗнтӗ. Халӗ хӗрарӑмӑн явап тытмалла. Ӑна Киров полицейскийӗсем тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ. Кӗҫех суд пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхне алла илеҫҫӗ. Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗсене Шупашкарти социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центрта «Основы компьютерной грамотности» (чӑв. Компьютер ӑсталӑхӗн никӗсӗ) программӑпа пӗлӳ илни ҫинчен калакан удостоверени панӑ. Ватӑсене Чӑваш Енре 2017-мӗш ҫуллӑха йышӑннӑ Социаллӑ программӑпа килӗшӳллӗн хысна шучӗпе вӗрентнӗ. Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрӗнче Патӑрьел, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенчи 109 пенсионер компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхнӑ. Вӗсен Шупашкара килсе ҫӳреме тивмен: ноутбуксене социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмсенче вырнаҫтарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, дистанци мелӗпе вӗреннӗ. Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗнче, Атӑлҫи технологи университетӗнче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче тилӗ тытакансене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Унтисем ҫакна тискер ҫак чӗрчун шучӗ юлашки вӑхӑтра йышланнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Килти тата ял хуҫалӑхӗнчи чӗрчунсем тилӗрен урнӑ чир ҫаклатма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑрманта пурӑнакан чирлӗ чӗрчун тепӗр чух яла, уйрӑм хушма хуҫалӑха пырса кӗрет. Тилӗ тытакансене хавхалантарма кӑҫал муркашсем хыснара 13,5 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Укҫана кама тӳлессине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи йышӑнура палӑртса хӑварнӑ. Тилӗ тытсан ӑна Выльӑх чир-чӗрӗпе кӗрешекен Муркаш районӗнчи станцие кайса памалла. Пӗр пуҫшӑн 450 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен муниципалитетра 41 тилӗ тытнӑ. Уншӑн сунарҫӑсене укҫан хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре ача чуччупа ярӑннӑ чухне лачака ӑшне путса ларни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫав ӗҫ-пуҫ мӗнпе вӗҫленнине пӗлтерер. Кӑҫал юпа уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ хала администрацийӗ «СК «Алсер Строй» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, стройфирмӑн Никитин урамӗнчи тата Парк бульварӗнчи картише хӑтлӑлатмалла пулнӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ срок вӗҫленнӗ пулин те подрядчик картише симӗслетмен, газон курӑкӗ акман. Ҫавӑн пекех территорие кӗме юраманнине кӑтартакан карта тытман. Ҫавна май арҫын ача, чуччупа ярӑннӑскер, лачака ӑшне путнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн прокуратура стройфирма тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Куншӑн ӑна штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пуҫлӑх тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ. Аса илтерер: Ҫӗрпӳ хулинче Халӑх фрончӗ хастарӗсем пулнӑ. Подрядчик тӑпран 20 сантиметр сийне илсе хӑйӑр тӑкни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ. Паян, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш Енре кӑҫал палӑртнӑ Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетессине, унтах «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Савӑнӑҫлӑ мерпориятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа хутшӑннӑ. Унта пухӑннисем ҫемье пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ, пӗрне пӗри хисеплесе пурӑнма чӗнсе каланӑ. «Ҫулталӑк ҫемйи-2017» ята Шупашкарти Татьянӑпа Александр Львовсен ҫемйи тивӗҫнӗ. «Туслӑ ҫемье» номинацире Тимонинсене чысланӑ, «Социаллӑ яваплӑ ҫемье» ята Устиновсем тивӗҫнӗ, «Спорт ҫемйи» — Павловсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Ершовсем, «Пултарулӑх ҫемйи» — Анисимовсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паспорт ҫухатни мӗнпе вӗҫленме пултарассине никам та пӗлмест. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм та паспортне ҫӗтерсен хӑрушши пирки шухӑшламан ахӑртнех. Вӑл 2016 ҫулхи ҫулла паспортне ҫухатнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑн чухне полицие кайса кун пирки пӗлтернӗ, заявлени ҫырнӑ, ҫӗннине илме тӗллевленнӗ. 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вара пӗр хӗрарӑм вилнӗ, ун ҫумӗнче шӑпах ҫав ҫухатнӑ паспорта тупнӑ. Вилнӗ хӗрарӑмӑн ятне-шывне тӗплӗн тӗпчемен, 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче паспортра кӑтартнӑ ятлӑ-шывлӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ тесе ҫырнӑ. Чӑннипе вара ҫав хӗрарӑм сывӑ-чӗрех ҫӳренӗ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫав хӗрарӑм вилнӗ тесе ҫырнине пӑрахӑҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |