Экономика
Кун пирки пӗлекенни, тен, пӗлет те пулӗ, анчах илтменнисем те пур-тӑр. Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑхпа аппаланакансен Республикӑри бизнес-инкубатор бизнес-плансене тӳлевсӗрех хатӗрлесе парать. Ӑна укҫасӑрах ҫыртарас тесен район администрацийӗсене каймалла та тӗртев илмелле. Бизнес-план валли кирлӗ ҫак хута вырӑнти тӳре-шара Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерстви ячӗпе ҫырса парӗҫ. Ун пек хут пуррисен бизнес-план тутарма хӑтланса укҫа тӑкаклама тивмӗ. Ку хут патшалӑх пулӑшӑвӗ илес тата ытти валли те кирлӗ. Сӑмах май каласан, Республикӑн бизнес-инкубаторӗ усламҫӑсене ытти енпе те пулӑшу кӳни пирки ӗнентерет. Унта ҫак енӗпе ӗҫлеме пуҫлакансене те тӗрев кӳрессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӑрттӑн тӳленӗЭкономика
Ӗҫ укҫине официаллӑ майпа тӳлеменни начаррине пӗлтернине юлашки вӑхӑтра Шупашкарти троллейбуссенче те илтме тивет. Социаллӑ ҫав рекламӑра пенсисӗр юлассипе хӑратаҫҫӗ-ха. Тепӗр тесен, пенсисӗр пачах пӗрех тӑратса хӑвармаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулассине тӗшмӗртме йывӑр мар ӗнтӗ. Ӗҫ укҫине «конвертра» тӳлекенсене прокуратура та тӗрӗслесе тӑрать тесе пӗлтерет Зелфинас Карама прокурор. Шупашкар районӗнчи ҫак надзор органӗ, акӑ, «ТрубопроводГазСтрой» обществӑра ӗҫ саккунне пӑснине палӑртнӑ. Унта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑрӑшнӑ виҫӗ ҫынпа хут ҫырса аппаланман: илни пирки приказ та кӑларман, ӗҫ килӗшӗвӗ те туман. Ӗҫ саккунне пӑснӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. | ||
Экономика
Данон компанин Шупашкарти савучӗ «Раҫҫейри Danone» компани пуҫлӑхӗ Бернар Дюкро «Газета.Ru» хаҫата панӑ интервьюра Томскри тата Шупашкарти савутсене сутма хатӗрри пирки пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр: асӑннӑ компанин Шупашкарти тата Томскри савучӗсене пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче кризиса пула хупнӑччӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 106 ҫын ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх пулнӑ. Халӗ вӗсенчен ҫуррине тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Ку уйӑхра тата тепӗр 53 ҫыннӑ ӗҫ шырама тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче Чӑваш Енӗн правительстви савутра тӑрӑшнисене пулӑшма, вӗсене ытти предприяти-организацие вырнаҫма май туса пама тӑрӑшнине ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
Ҫӗне Шупашкарти «Химпром» ҫӗнӗ продукт кӑларма тытӑнасшӑн. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх, унта спирт кӑларасшӑн. Анчах этил мар, изопропил спирчӗ. Ку продукт рынокра питӗ кирлӗ. Кун валли савут 10,7 миллион тенкӗ инвестици хывать. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ку хӑйӗн хакне ҫур ҫулта кӑларӗ. Савутра ҫулталӑкне 8 тонна таран спирт кӑларасшӑн. «Химпром» ку продукта унччен те туяннӑ. Анчах унпа водород перекиҫӗ хатӗрленӗ ҫӗрте усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
Михаил Игнатьевпа Борис Дубровский Чӑваш Енпе Челепи (Челябинск) облаҫӗ килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кун пирки ӗнер пирӗн республика Элтеперӗпе облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Борис Дубровский икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Енри делегаци Челепири икӗ кунлӑх визита ӗнер пуҫланӑ. Унта пирӗннисем хамӑр мӗнпе пуянни пирки паллаштарас тӗллевпе тухса кайнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарлаҫҫӗ. Челепи облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пирӗн электротехника отраслӗ вайлине палӑртнӑ. Унта вара металлурги аталанать. Челепи тӑрӑхӗнчи металлургсен продукцийӗнчен 27–28 процентне пирӗннисем туянаҫҫӗ иккен. Облаҫри предприяти-организацисемпе паллашассине паян пирӗн делегаци (йыша Михаил Игнатьев Элтеперсӗр пуҫне правительство пуҫлӑхӗ Михаил Резников, экономика министрӗ Владимир Аврелькин тата ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кӗнӗ) малалла тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
Вӑрӑ вӑрра шанманран мар-ха, сутуҫӑсем улталама тӑрӑшнӑран ҫак мера патне пырса тухнӑ Улатӑрти налукҫӑсем. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслевпе касса техникипе усӑ курас йӗркене пӑсса усламҫӑсем налукҫӑсене шӑнман пӑрпа лартса яма тӑрӑшаҫҫӗ. Шӑнман пӑрӗ кунта налук сахалтарах тӳлеме хӑтланнине пӗлтерет-ха. Суйма-улталама хӑтланакансен касса чекне тӗрӗслемелли ятарлӑ кодпа хаклама пулать-мӗн. Касса чекне пуҫтарма Улатӑрти налукҫӑсем инспекцин (вӑл хулари Гончаров урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) фойинче ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ. Унта чексене кирек кам та чек пырса яма пултарать. Ҫав документа тӗрӗслесе налук сахалтарах тӳлес тесе суйма хӑтланакан сутуҫӑсемпе уйрӑм усламҫӑсене тупса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
"Чӑвашкурорт" санатори Чӑваш Енре «Чувашиякурорт» санаторие сутса янӑ. Хӑна тата сиплев ҫурчӗн акцийӗн 50 процентне республикӑн Патшалӑх пурлӑх комитечӗ сутлӑха кӑларнӑ. Аукцион ҫӗнтерӳҫи — «Чӑвашкабель» савут. Сӑмах май каласан, савут та, санаторий пекех, акционерсен обществи шутланать. Анчах лешӗн харпӑрлӑх форми «уҫӑ» ятпа пулнӑ. Санаторие республика влаҫӗсем пӗлтӗрех сутма ӗмӗтленнӗ — приватизацин планне ун чухнех кӗртнӗ. Акцисене туянакан, ав, кӑҫал тупӑннӑ. Чӑвашкабель санаторин 99 пине яхӑн акцине туяннӑ. Ун валли вӑл 114 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Пӗр енчен, аукцион ирттерекенсем малтанхи хака та ҫӑвӑн чухлӗрех кӑна ыйтнӑ. Суту-илӗвӗн пуҫламӑш хакне Патшалӑхӑн пурлӑх комитечӗ 113 миллион тенкӗ тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
Шупашкарти агрегат савучӗ ӳлӗмрен Голланди аллинче пулмӗ. Палӑртар, маларах вӑл тата «Курганмашзавод» акционерсен обществи Machinery & Industrial Group N.V. (M&IG) компанире пулнӑ. Халӗ унӑн акцийӗсем 100 проценчӗпех — Внешэкономбанкра. Асӑннӑ банка трактор савучӗсен концернӗ (маларах асӑннӑ икӗ предприяти те ҫав концерна кӗрет) 15 миллиард тенкӗ кредит панине кура 2010 ҫулта куҫнӑ. Халӗ Шупашкарти агрегат савучӗ те, Курганти машина тӑвакан савут та Шупашкарти «Трактор савучӗсем» концерн аллине куҫнӑ. Концернӑн акцийӗн 51 процентне унӑн пуҫлӑхӗ Михаил Болотин тытса тӑрать, 49 процентне — унӑн ӗҫтешӗ Альберт Баков. Лару-тӑру ҫапларах ҫаврӑнса тухни хӑватлӑ промышленноҫ предприятийӗсем ураланса каясса шанма май параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
Шупашкарти электроаппаратура савучӗ Шупашкарти электроаппаратура савучӗ хӑйӗн конкурентне сирес тесе унӑн продукцине ухрлакан ҫыру шӑрҫаланине Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ тупса палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн савута 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Явап тыттарнипе килӗшмесӗр савут ЧР Арбитраж судне ҫитнӗ, суд та монополипе кӗрешекенсене майлӑ пулнӑ. Монополипе кӗрешекенсенчен «Электрооборудованин сӑнавлӑ савучӗ» суту-илӳ ҫурчӗ 2014 ҫултах пулӑшу ыйтнӑ. Унта вӑл Шупашкарти электроаппаратура савучӗ тавар туянакансем патне вӗсен продукцине хурлакан ҫыру янине пӗлтернӗ. Ҫырура савут менеждерӗсем конкурентсем хӑйсен таварне электроаппаратура савутӗнче кӑларнӑ евӗр суяҫҫӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ, пахалӑхӗ те хайхисен чаплах мар имӗш, ҫавӑнпа та электроаппаратура савутӗнчен кӑна туянмалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
Чӑваш Енре «Трактор савучӗсем» концернра энергие парас ӗҫе чакарасшӑн. Вӑл 100 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ-мӗн. Паян, нарӑсӑн 29-мӗшӗнче, Т Плюс «Промтракторпа» «Шупашкарти агрегат савучӗ» АОУна ӑшӑ энергие парас ӗҫе чакарнӑ. «Промтрактор» савутӑн парӑм — 79,67 миллион тенкӗ. «Шупашкарти агрегат савучӗн» вара — 16,94 миллион тенкӗ. «Мари Эл тата Чӑваш Ен» Т Плюсӑн филиалӗ кунашкал мерӑна пӗрремӗш хут йышӑнмасть. Парӑмсене вӑхӑтра татмасан энергие сӳнтересси пирки ертӳлӗхе асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |