Экономика
Раҫҫей ҫыннисене йӗркеллӗ пурӑнма уйӑхра 68,9 пин тенкӗ илсен те ҫитет-мӗн. Кун пирки «Ромир» тӗпчев холдингӗ хӑй ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Маларах ҫынсем тата пысӑкрах укҫа пирки ӗмӗтленнӗ пулсан, халӗ вӗсем сахалпах ҫырлахма хатӗр-мӗн. Сӑмах май каласан, халь асӑннӑ укҫа 2011–2012-мӗш ҫулсенчине ҫывӑх иккен. Ун чух ҫынсем йӗркеллӗ пурӑнма 62-65 пин тенкӗ кирлӗ тесе каланӑ. Пӗлтӗр ҫынсем 78,5 пин пирки ӗмӗтленнӗ, 2013-мӗшӗнче – 76,5 пиншӗн. Илес тенипе алла лекекенни хушшинче уйрӑмлӑх 3 процент кӑна тесе пӗтӗмлетнӗ ҫав тӗпчеве ирттерекенсем. Ытти ҫулсенче уйрӑмлӑх 20-50 процент таран пулнӑ-мӗн. Тата арҫынсемпе хӗрарӑмсем расна шухӑшлаҫҫӗ иккен. Арҫынсем 70,8 пин тенкӗ кирлӗ теҫҫӗ тӗк, хӗрарӑмсем уйӑхра 67,3 пин илсен те ырлӑхра пурӑнасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкарти аш-какай комбинатне инвестици ҫӗнӗ варкӑш парнеленӗ. Вӑл аталанма тытӑннӑ ӗнтӗ. Кунта кӗҫех конкурс вӗҫленмелле. Вӗсем пельмень валли ят тупмашкӑн конкурс ирттернӗ. Ҫӗр-ҫӗр ятран финала виҫҫӗшӗ тухнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене чысланӑ. Жюрире комбинат ӗҫченӗсем пулнӑ: маркетолог, технолог, ертӳлӗх. Конкурса хутшӑнакансем 400 ытла ят сӗннӗ. Анчах экспертсене виҫҫӗшӗ килӗшнӗ: «21-й регион», «Чебняшки», «Чебак Сара». Шел те, кусен йышӗнче чӑвашли ҫук. Конкурс ҫӗнтерӳҫи — Надежда Ушакова. «Чебак Сара» — икӗ ят. «21-й регион» ята Алексей Михайлов сӗннӗ. Ӑна курсан пельмень вырӑнти комбинатӑн пулнине тӳрех тавҫӑрма пулать-мӗн. Комбинатра халӗ реконструкци пырать. Кӗҫех пельмень тата пулӑ цехӗсем уҫӑлмалла. Комбинат кунашкал конкурссене малашне те йӗркелесшӗн. Продукцие кӳршӗ регионсене те ӑсатма тытӑнасшӑн вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Кӑҫал РФ Правительстви Раҫҫейри регионсенчи ялсене аталантармашкӑн 9 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Дмитрий Медведев премьер-министр кун тӗлӗшпе ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ. Чӑваш Ене ҫак укҫаран мӗн чухлӗ лекӗ? Документпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республики валли 125 миллион текнӗ уйӑрнӑ. 87 миллион тенкине пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн ярӗҫ. Ҫав шутра — ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсем те. 37 миллион тенкӗ Чӑваш Енри ялсенчи социаллӑ тата инженери инфратытӑмне аталантармашкӑн кайӗ. Ку укҫапа шкулсем хӑпартӗҫ — 11,9 миллион тенкӗ, фельдшер пункчӗсемпе пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене хута ярӗҫ — 3 миллион тенкӗ, ҫурт тумалли лапамсене хатӗрлӗҫ — 22,8 миллион тенкӗ. Кунсӑр пуҫне федераци правительстви Чӑваш Ене ялта пурӑнакан халӑх пуҫарӑвӗсемшӗн грант памашкӑн 855 пин тенкӗ уйӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫак эрнере иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче кӑҫал мӗне харпӑрлӑха куҫарассине тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Унчченхи апла йышӑнӑва пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ кӑҫалхи Приватизаци программине тепӗр объект кӗртес тенӗ. Вӑл — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ гидротехника сооруженийӗ. Ҫав вӑхӑтрах программӑран кӑларса пӑрахма шут тытнӑ объектсем те пур. Сӑмахран, «Батыревский» плодопитомник» акционерсен уҫӑ обществин акцине маларах 100 проценчӗпех сутма шухӑшланӑ пулсан, халӗ ӑна тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакна республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви Раҫҫее ют ҫӗршыв таварне кӳрсе илессине чакарнипе тата ют ҫӗршыври тавар вырӑнне хамӑр патра кӑларассине сарас енпе ҫине тӑнипе сӑлтавлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Михаил Игнатьев Элтепер отчет тӑвать Паян иртекен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепер иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗл пирки отчет тунӑ. Вӑл иртнӗ ҫул республика Правительстви ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассипе ҫине тӑнине палӑртнӑ. Кунта Элтепер ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса пынине, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, коммуналлӑ пулӑшу кӳрессипе тӑрӑшнине асӑнса хӑварнӑ. «Ӑс-хакӑлпа культура пахалӑхне» упраса хӑварассипе тата ӳстерессипе те тӑрӑшнӑ-мӗн. Юлашки тӑватӑ ҫула илсен Чӑваш Енре республика хыснин индексӗ Раҫҫейри тата Атӑлҫи федераци округӗнчи вӑтам кӑтартуран та пысӑкрах иккен: 126,6 процентпа танлашнӑ (ҫӗршывра — 123,2 процент). Республика хысна инвестицийӗн шайне те ӳстерсе пырать-мӗн. Кун пеккине иртнӗ ҫул ҫӗршыври 29 субъект кӑна пултарайнӑ имӗш. Ҫынсен пурнӑҫ шайне илсен, Элтепер педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 5,6 процент, тухтӑрсен 6,5 процент, культура ӗҫченӗсен 17,7 процент, социаллӑ ӗҫченсен 27,8 процент ӳснине пӗлтернӗ. Ӗҫсӗрлӗх шайӗ те пӗлтӗр чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем паян хӑйсен шалӑвне чакарма йышӑннӑ. Ку йышӑну патне вӗсем Президиум ларӑвӗнче ҫитнӗ. Шалӑва чакармалли сӗнӳпе Юрий Попов спикер тухнӑ иккен. Шалӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур депутат илсе тӑмасть. «Халӑх тарҫин» тивӗҫне професси шайӗнче пурнӑҫлакансене кӑна ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ. «Ҫӗршыври экономикӑри лару-тӑрӑва, ҫавӑн пекех ҫӗршыв Президенчӗ тата пирӗн республика Элтеперӗ тунӑ йышӑнусем вӑхӑтӗнче пирӗн те ҫавӑн пек йышӑнмаллах. Кунсӑр пуҫне ҫакӑ парламентӑн ҫӳллӗ шайне кӑна пырса тивнине палӑртасшӑн. Вӑл Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче тӑрӑшакан ахаль ҫынсене пырса тивмест. Манӑн сӗнӗве Президиумӑн 10 пайташӗнчен тӑххӑрӑшӗ ырларӗ», — тенӗ Юрий Попов. Ҫапла вара Президиум Юрий Попова хӑйне, унӑн ҫумне, комитетсен ертӳҫисемпе вӗсен ҫумӗсене шалӑва 10 процент сахалтарах тӳлеме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» савут Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта промышленноҫ продукцине туса илесси чакнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсемпе танлаштарсан ҫак калӑпӑш 8,2 процент пӗчӗкрех. Транспорт хатӗрӗсен производствинче цифрӑсем уйрӑмах пӗчӗкленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах хими промышленноҫӗ уксахламасть — тавар туса илесси унта пысӑкланнӑ. Тирпейлекен промышленноҫа пӗтӗмӗшле илсен, 13 отрасльтен улттӑшӗнче производство калӑпӑшӗ пӗчӗкленнӗ. Транспорт хатӗрӗпе оборудованийӗ кӑларакансем пӗлтӗрхин ҫурринчен кӑшт кӑна иртейнӗ: вӗсен индексӗ — 57,7 процент. Металлурги производстви те лайӑх кӑтартупа мӑнаҫланаймасть: унти индекс — 74,6 процент. Хими промышленноҫӗ экономикӑри йывӑрлӑха парӑнса ларман: производство калӑпӑшне пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен 14,4 процент ӳстернӗ. Электрообрудовани отраслӗнче, целлюлозӑпа хут производствинче, издательствӑпа полиграфире ӗҫлекенсем те унчченхинчен аванрах тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫӗршыври чи пуян хула Владивосток Раҫҫейӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн Социологи департаменчӗ ҫӗршыври чи пуян хуласене палӑртнӑ. Чи тулӑххи Владивосток иккен. Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хули Мускав иккӗмӗш вырӑнта пырать. Пуянлӑх енчен виҫҫӗмӗш — Екатеринбург. Чи чухӑн хуласем — Тольятти, Аҫтӑрхан тата Пенза. Танлаштарӑва ҫынсенчен ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх хатӗрленӗ. Унта 18–30 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсене явӑҫтарнӑ. Вӗсен хӑйсен тупӑшне хаклама тивнӗ май хуравсенчен ҫаксене суйлама лекнӗ: укҫа апат ҫиме те аран ҫитсе пырать, укҫа апат валли тата уйрӑмах кирлӗ япала илме ҫеҫ саплашӑнать, пысӑк техника (сивӗтӗш, кӗпе ҫумалли машина) туянайратпӑр, ҫӗнӗ автомашина илейретпӑр, укҫа тем валли те (ҫав шутра хваттер е ҫурт илме те) ҫитет. Тӗпчеве 500 ҫынтан кая мар йышлӑ хуласенче пӗлтӗр ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкар хула администрацийӗ ӗҫ укҫине конвертра тӳлекенсемпе ҫивӗчрех кӗрешме шухӑшлать. Ҫак ӗҫе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе пуҫарнӑ иккен. Кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хула администрацийӗ хыпарланӑ. «Хӗрӳ линие» администрацин экономика, прогнозлассин тата социаллӑ-экономика аталанӑвӗн пайӗнче уҫнӑ. Унӑн номерӗсем темиҫе те: 23-50-84, 23-50-88, 23-50-89. «Хӗрӳ лини» тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен, ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен, ӗҫлет. Шупашкар тӳре-шари шухӑшланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра нумай организаци тата уйрӑм усламҫӑ хыснана тата бюджет мар фондсене сахалтарах тӳлес тесе ҫынсене ӗҫе илнӗ чух ӗҫ килӗшӗвӗ тумасть, шалӑва официаллӑ майпа куҫармасть. Кун пек хӑтланни хыснана шар кӳнисӗр пуҫне ҫынсене хӑйсене те меллех мар. Паянхи шалупа социаллӑ тӳлевсем ҫыхӑннӑ-ҫке, ҫав шутра — пулас пенси виҫи те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Раҫҫее Украинӑран кӳрсе килекен сӗт пахалӑхӗ тивӗҫтерме пӑрахни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫавна май унти ял хуҫалӑх продукцине кунта илсе килме пӑрахасшӑн. Россельхознадзор палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейри лавккасен сентрисем ҫинчен ҫитес вӑхӑтра Украинӑри ял хуҫалӑх таварӗ ҫухалма пултарать. Кун пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те хыпарлаҫҫӗ. Федераци службин официаллӑ элчи Алексей Алексеенко лару-тӑру мӗнле аталаннине сӑнаҫҫӗ. Украинӑра политика улшӑниччен Госветфитослужби лайӑх ӗҫленӗ. Украина экономикин аграри секторӗн ертӳлӗхӗ улшӑнсан тӗрӗслев тӑрук япӑхланнӑ. Анчах, Алексей Алексеенко палӑртнӑ тӑрӑх, Кейӳ хирӗҫ пулсан та Раҫҫее Украинӑри тавар килет. Раҫҫее вара халӗ унтан килекен сӗт юр-варӗн пахалӑхӗ тивӗҫтерме пӑрахнӑ. Беларуҫсем Украинӑра вӗсен брендне суя туса кӑларнипе кӑмӑлсӑр-мӗн. Раҫҫее Украинӑран чӑкӑт вырӑнне чӑкӑт продукцийӗ килнӗ тӗслӗх те пулнӑ-мӗн. Унта вара сӗт ҫӑвӗсем ҫук. Палӑртмалла: Раҫҫей Украинӑри производительсен тӗлӗшӗпе ҫирӗп йышӑнусем тунӑ. Раҫҫее унтан тӑвар, куккурус кӗрпи, сӗткен улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, консервланӑ пулӑ, сӗт, эрех-сӑра, пылак ҫимӗҫ кӳрсе килме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |