Экономика
Хальхи вӑхӑтра Чӑаш Енре шалу парӑмӗ 16,6 миллион тенкӗпе танлашать. Ӗҫлев министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лариса Арсентьева ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак укҫана 5 организацин 312 ҫынна тӳлемелле. Чи тӗлӗнмелли парӑмран 15,3 миллион тенки Шупашкарти 1-мӗш типографие тивет. Шалу парӑмӗ пирки калаҫнӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Михаил Васильевич укҫа вӑхӑтра тӳлеменнисем панкрута тухас патне ҫитнӗ предприятисен пулнине палӑртнӑ. Яваплисене Михаил Игнатьев вӗсен хуҫисемпе тимлӗ пулма сӗннӗ. «Хӑшӗсен 2-5 миллион тенкӗ тӑракан темиҫе машина, хваттерсем пур — вӗсене сутчӑр, анчах шалу тӳлеччӗр», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
«Чӑваш бройлерӗнче», пӗлтӗрхипе танлаштарсан, лару-тӑру япӑхланнӑ. Ҫавна май ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлу ирттернӗ, чӑх-чӗп хапрӑкӗнчи ыйтусене сӳтсе явнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче предприяти 55,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 266,7 пин тенкӗ сахалрах. Хапрӑк тӑкакӗ 30 миллион тенкӗрен иртнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне электричество парӑмӗ 7,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Шупашкар районӗн ҫыннисенчен ҫӑхав та килме пуҫланӑ: предприятирен ял хуҫалӑх техникине саккунсӑр майпа илсе тухаҫҫӗ-мӗн. Иртнӗ эрнере Игорь Мясникова директор должноҫӗнчен кӑларнӑ. Халӗ ку тивӗҫе тӗп бухгалтер Валентина Михайлова пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкар хули Японири Нагасаки тата Китайри Аньхой провинцийӗнчи Хэфэй хулипе ҫывӑхланма ӗмӗтленет. Хуласем хӑш енӗпе тачӑ килӗштерсе ӗҫлесси хальлӗхе паллӑ мар. Анчах ку ыйтӑва ӗнер Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗнче хускатнӑ. Маларах Шупашкар Беларуҫ Республикинчи Гродно, Венгринчи Эгер, Намибинчи Рунду, Кубӑри Санта-Клара хулисемпе юнташланнӑ. Ҫакна та аса илтерер, Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна мар, Китай чӗлхипе саламлама Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑччӗ. Шупашкара ун чух Китайран пысӑк делегаци килнӗччӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулнӑччӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫӗмӗрлери савут ӗҫченӗ Игорь Сафонов Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савутӗнчи рабочисене пысӑк йышпа ӗҫрен кӑларса яраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫисем ку факта хирӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Вӗсем штата оптимизаци сӑмах хыҫне пӗркенсе чакараҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ҫынсене вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен пӑрахма ыйттарса заявлени ҫырма хистеҫҫӗ. Ун пеккисене ӗҫрен пӑрахма тивнишӗн пособи те тӳлемеҫҫӗ. Кӑмӑлпа ҫырма килӗшменнисене хӗсӗрлеҫҫӗ тесе «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ. «Заявлени ҫырма хирӗҫлерӗм», — каласа кӑтартнӑ савут ӗҫченӗ Игорь Сафонов. «Анчах мана ӗҫлемелле мар услови туса пачӗҫ. Халӗ манӑн — ҫӑхавҫӑ репутацийӗ. Урӑх предприятие вырнаҫма май ҫук», — ӑнлантарнӑ Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савутӗнче ӗҫленӗ ҫав этем. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫпе тивӗҫтерекен центр савутран ҫынсене кӑларса янине пӗлет-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Етӗрнери спирт савучӗ Етӗрнери спирт савучӗ, унччен 7 ҫул хушши ахаль ларнӑскер, ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫланӑ. Нумай пулмасть унта Иван Моторин премьер-министр та пырса кайнӑ. Хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑнана каласа панӑ тӑрӑх савут хӑйӗн ӗҫне пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех пуҫланӑ, анчах малтанах унти оборудованипе кӑлтӑксем сахал мар сиксе тухнӑ. Тултаракан аппаратӑн операторӗ Николай Платонова ӗненес пулсан хальхи вӑхӑтра пур станок ӗҫне те йӗркеленӗ, вӗсем чӑхӑмламасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Тавар кӑларас енӗпе те малтанхи калӑпӑш таран ӳснӗ. Андрей Егоров директор пӗлтернӗ тӑрӑх хуҫалӑха ҫӗнӗрен ӗслеттерсе янӑ хыҫҫӑн кӗленчесен дизайнне улӑштарнӑ, анчах рецептурине малтанхинех хӑварнӑ. Паянхи кун спирт савучӗ пурӗ 12 тӗс ҫутӑ эрех кӑларать. Ӑна республикӑра тата ун тулашӗнче сутаҫҫӗ. Сӑмах май, хӑйӗн спиртне (унпа вӗсем маларах мухтанатчӗҫ) Етӗрнери савут кӑлармӗ. Ку саккуна хирӗҫлет имӗш — пӗр вырӑнтах спирт та водка та кӑларма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкар хула администрацийӗ Раҫҫейӗн Перекет банкӗнчен кредит илӗ. Аса илтерер, иртнӗ уйӑх ҫурринче патшалӑх закупкисен сайтӗнче кивҫен илессипе ҫыхӑннӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑччӗ. Вӗсенчен пӗрне — Шупашкар хули, теприне — Чӑваш Республики. Вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен хыснин дефицитне кредит илсе тултарас шухӑшлине эпир ун чух ҫырса кӑтартнӑччӗ. Республика 2 млрд тенке 365 кунлӑха ҫулталӑкра 11,5 процентлӑ ставкӑпа илесшӗн, Шупашкар хула администрацийӗ — 1,11 миллиард тенке 730 кунлӑха 10,34 процентлӑ ставкӑпа тенӗччӗ эпир ун чух. Халӗ Шупашкар хули кредита Перекет банкӗнчен илме йышӑннӑ. Кредит учрежденийӗ ӑна 8,65% ставкӑпа пама килӗшнӗ. Аукционта ку ставкӑна администраци малтанласа 10,34 процент тесе кӑтартнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Енре 100 пин ҫын пуҫне панкрута тухнисем — 100 ҫын. Ҫавсем малтан потребитель кредичӗ илнӗ, кайран тупӑш шайӗ хӗсӗннине пула панкрута тухнӑ. Панкрута тухнӑ граждансен ҫавӑн чухлӗ хисепӗ самантра пухӑнмӑн. Статистикӑнӑ йӗркелекенсем 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи иртнӗ уйӑхчченхи тапхӑра тишкернӗ. Панкрута тухрисене ҫак тапхӑрта 100 пин ҫын пуҫне 41 граждан тесе шутласа кӑларнӑ. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршыври регионсем хушшинче 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Панкрута тухнӑ уйрӑм ҫынсен тата уйрӑм усламҫӑсен хисепӗпе Вологда облаҫӗ (унта 100 ҫын пуҫне 83 панкрут), Рязань облаҫӗ (55 панкрут) тата Новосибирск облаҫӗ (42 панкрут) палӑраҫҫӗ. Сӑмӑх май, РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Олег Николаев депутат ку факт ҫынсен пурнӑҫ шайӗ чакнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чыслав саманчӗ Ӗнер Республика кунне халалласа ирттернӗ мероприятисен шутӗнче «Бизнес-Ӑнӑҫу» премипе чысланине те палӑртмалла. Ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркелемеҫҫӗ-ха. Анчах Шупашкаршӑн ку пулӑм — пуҫласа. Конкурса хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе палӑртнӑ. «Ылтӑн медаль» комплекчӗсем пурӗ ҫиччӗ пулнӑ. «Экспорта каякан чи лайӑх проект» номинацире Никита Пыхтенко (Шупашкарти «Гален» компани) Раҫҫейӗн экспорт центрӗ чысланӑ. Ытти номинацире палӑрнисенчен «Чи лайӑх интернет-проект» — Владимир Лидерманӑн (Шупашкарти «ИНСОЦ» компани), «Чи лайӑх производство проекчӗ» — Татьяна Максимован (Мускаври «ТРЕЛАКС» компани), «Чи лайӑх ял хуҫалӑх проекчӗ» — Патӑрьел районӗнчи Решит Санзяпов фермер. Кӳкеҫри «Энергия» компанири Татьяна Трофимована «Халӑх усламҫи» номинацире чысланӑ. Вӑл Мускаври пӗр банкра чылай ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн пӗчӗк ачапа ларнӑ чухне перчетке кӑларма тытӑннӑ. 14 станок туяннинче пуҫӑннӑскер паян 160 станокпа паян уйӑхсерен 1 миллиона яхӑн перчетке кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
«Август» ертӳҫисем Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутӑш препаратсен «Август» фирмин тӗп директорӗпе Александр Усковпа тата «Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Свешниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва ЧР Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ — финанс министрӗ Светлана Енилина, ЧР экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова хутшӑннӑ. Александр Усков пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр савут тупӑш шайне 20 млрд тенкӗрен ирттернине пӗлтернӗ. Раҫҫейре тавар пӗтӗмпе 15 млрд тенкӗлӗх сутӑннӑ. Чӑваш Енри филиал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче 483,7 млн тенкӗлӗх тупӑш илнӗ. Савутра ӗҫлекенсем уйӑхне 34 пин ытла укҫа илеҫҫӗ. Чӑваш Енре вырнаҫнӑ филиалта хальхи вӑхӑтри технологисем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Ертӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫакӑ та производствӑн калӑпӑшне ӳстерме пулӑшать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
«Чӑвашавтотранс» предприятире ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине парса татмалла. «Резерв ун валли пур. Уявсенче предприяти сахал мар тупӑш пуҫтарнӑ. Кулленхи ӗҫ халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫипе тивӗҫтерме май парать», — тенӗ паян Чӑваш Енӗн Правительство пайташӗсемпе иртнӗ канашлура республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов. Аса илтерер, шалупа пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ предприяти ӗҫ укҫине тӳлес тесе банкран кредит илнӗччӗ. Укҫа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче предприяти счечӗ ҫине куҫнӑччӗ, ҫынсене вара ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче куҫарса панӑччӗ. Шалу тӳлемесен предприяти ӗҫченӗсем, пурӗ 140 ҫын, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче забастовкӑна тухассипе хӑратнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |