Экономика
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кайнӑ. Паян вӑл «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли ҫӗнӗ вырӑнсем» ятпа иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 5 монохула: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар. РФ Правительствин ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкара федераци хыснинчен патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Улатӑра аталанма 566 млн тенкӗ куҫарнӑ. Унта хут хапрӑкне модернизациленнӗ, ятарлӑ кӗпе-тумтир ӗҫлекен «Лекс-Фэшн» ҫӗнӗ предприяти хута кайнӑ. Халӑх валли 400 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарта та лару-тӑру аванах улшӑннӑ, федераци хыснинчен вӗсене 2 350 миллиард уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Паян, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Европа бизнесӗн пӗрлешӗвӗнче Чӑваш Республикин хӑтлавӗ иртнӗ. Унта пирӗн регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, Правительство Ертӳҫин ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин хутшӑннӑ. Вӗсем Европа бизнесӗн пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва Европа бизнесӗн ассоциацийӗн Правленийӗн ертӳҫи Томас Штерцель, Европа бизнесӗн ассоциацийӗн генеральнӑй директорӗ Франк Шауфф, Европа бизнесӗн ассоциацийӗн директор ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Руслан Кокарев, Раҫҫейри RocaGrup генеральнӑй директорӗ Антонио Линарес, Европа бизнесӗн ассоциацийӗнче регионсене аталантарассипе тимлекен директор Ольга Медиа Да Силва хутшӑннӑ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре пуласлӑхлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксене — унти «Химпромра» — ӗҫлекенсене саламланӑ. Акционерсен ҫав обществинче 150-а яхӑн тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Продукци пахалӑхне те савутра ҫулсерен лайӑхлатса пыраҫҫӗ. Уява хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер кӑҫал предприятире производство калӑпӑшне 10 миллиард тенкӗрен ирттерессе шаннине палӑртнӑ. Предприяти пайташӗсем малашлӑхлӑ темиҫе инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫулталӑкне 30 пин тонна глифосат кӑларакан производство хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ. Перкарбонат кӑларассине икӗ хут ӳстересшӗн. Водород пероксидне туса илесси 40 процент хушӑнӗ. Ӳлӗмрен тата водород перекиҫне кӑларассине палӑрмаллах ӳстересшӗн. Ку производствӑна 4 миллиарда яхӑн тенкӗ хывмалла. Кирек епле уяври пекех мероприятире производствӑри маттурсене тата ӗҫ династийӗсене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем ӗнер РФ промышленность тата суту-илӳ министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пулнӑ. Унта пирӗн регионтан РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем те хутшӑннӑ. Олег Николаев халӑх сечӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Анатолий Аксаков унта оборона саккасне пурнӑҫлама хутшӑнакан предприятисене укҫа-тенкӗ енчен пулӑшас ыйтӑва хускатнӑ. Олег Николаев ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва Чӑваш Енри предприятисем те, урӑх регионсенчисем те вӗҫӗмех хускатаҫҫӗ. Олег Николаев стационарлӑ мар суту-илӗве йӗркелес ыйтӑва тата супермаркетсене канмалли кунсенче ӗҫлеттерес мар ыйтӑва хускатнӑ. Раҫҫей шайӗнче маларах ку ыйтӑва тапратнӑччӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем тата Олег Николаев супермаркетсене канмалли кунсенчи кантарни паян вырӑнлӑ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Хӳтӗлев предприятийӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлу «Хӳтӗлев комплексне хӑватлантарни, техника тата хӗҫ-пӑшалсене калӑплама май паракан производствӑсене аталантарни пӗтӗмпех ҫӗршыв потенциалне ӳстерме витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин экономикине те вӑй илтерме пулӑшӗ», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӳтӗлев промышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакан предприятисен ертӳҫисемпе ирттернӗ паянхи ӗҫлӗ тӗлпулура. Унта Раҫҫей Президенчӗ тата РФ Правительстви регионсем умне лартнӑ тӗллеве сӳтсе явнӑ. «Хӳтӗлев предприятийӗсемпе организацийӗсен пуласлӑхӗ ҫав тери пысӑк. Вӗсен пысӑк технологи предприятисенче вӑй илни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — хыпарлать Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Михаил Игнатьев медицина, энергетика, информаци технологийӗсенчи ҫӗнӗлӗхсене те анлӑрах вӑй илтерсе пымалли пирки чарӑнса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Экономика
УмсӑмахЧӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ рубрика уҫас терӗ — унӑн ячӗ «Чӑваш усламҫи» пулӗ. Ҫак рубрикӑн тӗп тӗллевӗ — республикӑри халӑха тӑван тӑрӑхра ӗҫ тупма пулӑшасси, хамӑр патрах мӗнле ӗҫ пуҫарма май пурри пирки каласа парасси, инҫетри тӑрӑхсене каймасӑрах республикӑра укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки хыпарласси. Уйрӑмах эпир ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ статьясем хатӗрлес шухӑшлӑ — вӗсене вуласа яш-кӗрӗм хамӑр республикӑрах юлса пӗр-пӗр ӗҫ пуҫарма пултарасса шанса тӑратпӑр. Ҫамрӑксемсӗр тем тесен те пирӗн Чӑваш Енӗн пуласлӑхӗ пулаймӗ, пурте пысӑк укҫа ӗҫлесе илес тесе инҫетри тӑрӑхсене тухса кайсан республикӑна кам аталантарӗ? Хамӑр материалсенче эпир пӗр-пӗр ӗҫе мӗнле пуҫарса ямалли пирки каласа памӑпӑр. Кама кирлӗ ИП уҫмалли вӑрттӑнлӑхсем пирки е хӑш сферӑра ӗҫлесе чи нумай укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки е ытти ҫавнашкал ыйтусен хуравӗсене пирӗнсӗрех тупма пултарӗ. Пирӗн статьясенче эсир ӑнӑҫлӑ усламҫӑсем пирки пӗлейретӗр. Ҫӗнӗ ӗҫ уҫнӑ чухне мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни пирки, мӗнле ҫӗнӗлӗхсене республикӑра пурнӑҫлама май пурри пирки. |
Экономика
Чӑваш Енри патшалӑхӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене ертсе пыракансем шалу енчен иртӗхеймӗҫ. Вӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине ахаль врачран пуҫласа санитарка миҫе тенкӗ илни таранах витӗм кӳмелле. Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ. Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденине ертсе пыракансем пульницӑри вӑтам шалуран 6 хутран пысӑкрах илеймӗҫ. Вӑтам шалӑва шутланӑ чухне тӗп врачӑн ҫумӗсене, тӗп бухгалтера кӗртмӗҫ. Тӗп врачӑн ҫумӗсен шалӑвӗ вара вӑтам шалуран 5 хутран иртмелле мар. Капла чару тӗп бухгалтерсене те пырса тивет. Правительство ларӑвне ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер тухтӑрсене хавхалантарнӑ чух вӗсем пациентсемпе хӑйсене епле тытнине те, ӗҫе епле пурнӑҫланине те шута илмеллине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Ен Правительствин Ертӳҫин ҫумӗ Канашра канашлать Канаш хулинче форма ҫи-пуҫӗ ҫӗлекен производство хута ярасшӑн. Паян унта республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин пулнӑ. Унта вӑл «Магеллан» компанин пайташӗсемпе курнӑҫнӑ. «Магеллан» Федерацин Наци гвардийӗ, Газпром, Пулӑ тытассипе ӗҫлекен федераци агентствипе килӗштерсе ӗҫлет. Унӑн предприятийӗ Ӗпхӳре пур. Канаш, монохула май, предприятие меллӗ услови туса пама хатӗр. Производствӑна хута яма вӑл 6 лапам сӗннӗ. Кирлех пулсан ҫӗвӗҫсене Канаш хӑех вӗрентме хатӗр. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче производствӑна хӑҫан хута ярассине палӑртман, «Магелланӑн» производство лапамӗсене уҫасшӑн тесе ҫеҫ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ӗнер улттӑмӗш созыври Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ҫиччӗмӗш сесссийӗ иртрӗ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев регион Правительствин иртнӗ ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. Отчет туса пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл депутатсен ыйтӑвӗсене яланхиллех хуравларӗ. «Чӑвашавтотранс» пирки те калаҫу пулчӗ. Аса илтерер, «Чӑвашавтотранс» предприятири лару-тӑру пирки Раҫҫей шайӗнче те калаҫнӑ. Ыйту федераллӑ министрсем патне ҫитнӗрен «Чӑвашавтотранс» пирки пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Правительство канашлӑвӗнче тепре сӳтсе явнӑччӗ. Унта парӑма ҫӗртмен 1-мӗшӗччен парса татасшӑннине пӗлтернӗччӗ. ЧР парламенчӗн ӗнерхи сессийӗнче «Чӑвашавтотранс» пирки сӑмах хускатнӑ май Михаил Игнатьев вӑл предприяти коммерци организацийӗ пулнине аса илтерчӗ. Яваплӑха республика ертӳҫисем хӑйсем ҫинчен сирмӗҫ, анчах ыйтӑва республика хысни шучӗпе ҫеҫ татма пӑхни тӗрӗс маррине палӑртрӗ Элтепер. «Вӑл предприятири ыйтӑва татса эсир хыснаҫӑсене — учительсене, врачсене ӗҫ укҫисӗр хӑварас тетӗр-им?» — пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкар районӗнчи пилӗк ялта пылчӑк ҫӑрӑлнӑ чухне машинӑсем тракторсӑр тухаймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем ҫав вырӑнсене ҫитсе килнӗ. Рудольф Матвеев автосервисра ӗҫлет. Шӑпах ҫак вӑхӑтра унта ӗҫ нумайланать-мӗн. Ара, ҫак ялсенчи водительсем ҫул япӑх пулнӑран бамперсене, кустӑрма дискӗсене сиенлетеҫҫӗ, двигатель хӗрсе каять. Трактор пулман-тӑк машинӑсем пылчӑкран ҫӑрӑлса тухаймӗччӗҫ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, 25 ҫул каялла та ҫапла пулнӑ, халӗ те нимӗн те улшӑнман. Ҫатра Маркари Антоний Марков ҫынсем пульницӑна ҫитейменнине каланӑ. Анаткас Маркара пурӑнакан Алексей Шаров яла васкавлӑ медпулӑшу кӗрейменшӗн кӑмӑлсӑр. Хӑш чухне шкул автобусӗ те пылчӑкра кӗрсе ларать. Шупашкартан яла ҫитес тесен ҫынсен Ишекре анса юлма тивет, кайран утмалла. Виҫӗ ҫухрӑм — пылчӑклӑ ҫул. ЧР Элтеперӗ кашни ял патне асфальт ҫитмелле тесе пӗлтерет. «Пирӗн ҫул 4 яла ҫыхӑнтарать. Эпир ҫакнашкал ҫулпа ҫӳретпӗр пулсан вырӑнти влаҫ Элтепер каланине шута хумасть», — тенӗ Анаткас Марка ялӗнчи Андрей Молодкин. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ку ҫул район балансӗ ҫинче пулнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |