Экономика
«Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков республикӑн тӗп хулинче пурӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май хулара кану вырӑнӗсем тата йышланасса пӗлтернӗ. 2019 ҫулччен ун пеккисен шучӗ тепӗр 15 пулмалла. Хальхи вӑхӑтра тӗп хуламӑрта Лакрей вӑрманӗ, А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ парк илемленеҫҫӗ, хитреленеҫҫӗ, пуянланаҫҫӗ. Ҫитес ҫул Шупашкарта «Шупашкар» универмаг умӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртӗҫ. Алексей Ладыков мэр пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи территорие юсанинчен тытӑнӗҫ. Унта ҫӗнӗ фонтансем те вырнаҫтарма шухӑшласа хунӑ. Иккӗмӗш тапхӑрпа ҫав районта сквера хӑтлӑх кӳрӗҫ, Учительсен аллейине тӑвӗҫ. Ӳнер аллейи пирки те манмӗҫ: ӑна самай ҫӗнетме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Суд приставӗсем «Шупашкарти промышленноҫ тракторӗсем» акционерсен уҫӑ обществин пурлӑхне арестленӗ. Ӑна хакланӑ хыҫҫӑн сутма кӑларнӑ. Пӗтӗмпе 400 промышленноҫ хатӗр-хӗтӗрне сутма кӑларнӑ. Ку пӗтӗмпе 170 миллион тенкӗпе танлашать. Кун пирки Суд приставӗсен службин сайтӗнче пӗлтернӗ. Паянхи кун тӗлне Трактор савучӗ 750 миллион тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ. Унӑн пурлӑхне сутас енӗпе «Кавказкая кухня» тата «АЛСЕР СТРОЙ» организацисем ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Экономика
Пилӗк-ултӑ ҫул каялла Шупашкарти пӗрремӗш типографин тимӗр хапхи кашни кунах чӗриклетсе уҫӑлса каятчӗ, унтан йывӑр тиенӗ КАМАЗсем мӗкӗрсе тухатчӗҫ, тин ҫапнӑ паха кӗнекесене Мускава, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене леҫсе паратчӗҫ. Чӑваш кӗнекеҫисене те полиграфистсем лайӑх продукципе савӑнтаратчӗҫ. Уйрӑм ҫын аллине куҫсан та ҫак типографи пӗр хушӑ чиперех ӗҫлерӗ. Анчах хушӑран-хушӑ начар хыпарсем те илтӗнкелетчӗҫ, ун хуҫисем улшӑнсах тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен малалла тапӑлтатас темен, предприятине панкрута кӑларса ӑна хупма шутланӑ. Тӑватӑ хутлӑ капмар ҫурт халь ишӗлес пек сулланса ларать. Тӗттӗмленсен ун чӳречисенчен сварка ялкӑшни курӑнать, Тимӗр касакан урапасем аҫтаха пек ҫулӑм сапаҫҫӗ. Кунти оборудование вакласа тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ пулас... Ҫӗршывра «прихватизаци» текен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсенех ҫак типографине куҫ хывакансем тупӑннӑччӗ. «Руҫ» фирма ертӳҫи В. Глебов Мускава ҫитнӗ те М. Полторанин министр унпа пит ӑшшӑн калаҫнӑ, кирлӗ хутсене ним мар алӑ пусса панӑ, типографине вӑл йӗркеленӗ фирмӑна пама хушнӑ. |
Экономика
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра пулнӑ. Вӑл унта РФ Промышленноҫ министерствипе тата Внэшэкономбанкпа калаҫнӑ. Михаил Игнатьев «Трактор савучӗсем» концерн шӑпи мӗнле пуласси пирки сӑмах хускатнӑ. Концерн пирки федераци шайӗнче калаҫаҫҫӗ. Ӑна ура ҫине тӑратас тесе йӑлтах тӑваҫҫӗ. Хушма укҫа та тупасшӑн. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, счетсене блокировкӑран кӑлараҫҫӗ. Ахӑртнех, ҫӗнӗ хуҫасем пулаҫҫӗ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе концерн 4 лапамра ӗҫлет. Ахӑртнех, вӗсене пайӑн-пайӑн, тухӑҫлӑрах ӗҫлекеннисене, сутма пултарӗҫ. Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, концерн шӑпине раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Внешэкономбанк ларӑвӗнче татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Шупашкарти ликерпа водка савучӗ Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти ликерпа водка савутӗнче 100-е яхӑн ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлӗ. Вӗсене ун пирки хут тыттарнӑ та ӗнтӗ. Шупашкарти эрех савутӗнче чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 86 ҫын юлашки кун ӗҫлӗҫ. Йышра — 51 хӗрарӑм, 11 пенсионер, 6 — ҫамрӑк. Ӗҫпе тивӗҫтерекен Шупашкарти центрта вӗсене вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме шантарнӑ май ним хӑрушши те ҫуккине пӗлтернӗ. Маларах, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче самайӑн ӗҫсӗр юлчӗҫ. Республикӑри пысӑк предприятисенчен пӗрне, Шупашкарти ликерпа водка савутне, чӑваш Енӗн парламенчӗн депутачӗ, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти пайташӗ Олег Мешковнумаях пулмасть туяннӑ. «Букет Чувашии» сӑра савучӗн хуҫи пулнисӗр пуҫне вӑл эрех савутне те илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫамрӑксен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче Михаил Игнатьев Правительство ҫуртне ҫамрӑк усламӑҫене чӗннӗ. Вӗсем пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Кашни усламҫӑ хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, йывӑрлӑхсемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Александр Анучин сӗтел-пукан енӗпе ӗҫлет. Вӑл йывӑҫпа ӗҫлеме юратать. Унӑн шухӑшӗпе, килте йывӑҫран тунӑ хатӗрсем пулни телей кӳрет. Михаил Мокеев косметика лавккисене тытса тӑрать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра услама аталантармашкӑн условисем лайӑх. Вӑл хӑйӗн ӗҫне Хусанта та уҫасшӑн. Михаил услам ыйтӑвӗсене ҫавра сӗтелре сӳтсе явмаллине пӗлтернӗ. «Россия 24» телеканалпа хыпарсем вулакан Игорь Пугачев сахал мар уяв ирттернӗ. Унӑн организацийӗ Правительство валли пысӑк мероприятисем ирттерме пултарассине ӗнентернӗ. Анчах, вӑл каланӑ тӑрӑх, влаҫ яланах алӑ памасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ӑслӑлӑхпа тӗпчев финанс институчӗ (НИФИ) Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хысна енӗпе танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Кӑҫалхи 9 уйӑха тишкернӗ те, Чӑваш Республикин хысна уҫҫӑнлӑхӗ сисӗннӗ. Ку енпе пирӗн тӑрӑх Атӑлҫи регионӗсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗршыври 85 субъект хушшинче маларах вӑл 19–20-мӗш вырӑнсенче тӑнӑ пулсан, халӗ кӑтартӑва ӳстерсе 16-мӗш вырӑна ҫитнӗ, малта пыракан регионсен ушкӑнне кӗнӗ. Ӑслӑлӑхпа тӗпчев финанс институчӗ ҫак хаклава Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерстви ыйтнипе пурнӑҫлать. Пӗтӗмлетӗве хатӗрленӗ чухне субъектсенчи хыснана ҫулталӑкра епле пурнӑҫланине, бюджет саккунне ҫӗнӗлӗхсем кӗртнине, аналитика кӑтартӑвӗсене, финанс тӗрӗслевне тата ытти пайсене тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Паян Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче ял аталанӑвне халалланӑ экономика канашлӑвӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна улттӑмӗш хут йӗркеленӗ. Канашлӑва Раҫҫейри тӑхӑр регионти влаҫ органӗсен ӗҫченӗсем, тӗн тата общество деятелӗсем, ӑсчахсемпе банкирсем килнӗ. Унта ял мӗнле пурӑннине, ӑна мӗнле пулӑшмаллине сӳтсе явнӑ. Палӑртмалла: канашлӑва пуҫармашкӑн вырӑнти ҫынсем шухӑшланӑ, республика влаҫӗ ӑна ырланӑ. Патӑрьел районӗнче агрокластер тума пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ыйтупа канашлура пӗлтӗр нумай калаҫнӑ. Халӗ инвесторпа тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Хальхинче доллар курсӗ пирки те калаҫнӑ. Вӑл хӑпарни ял ҫыннисене конкуренци енчен пулӑшу кӳрет. Вырӑнти продукци ютран кӳрсе килнӗ хаклӑ апат-ҫимӗҫе улӑштарма пултарать. Канашлӑва пухӑннисем Чӑваш Енре инвесторсем валли лайӑх условисем пуррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Вӑрнар район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унти предприятисем производство калӑпӑшне ӳстерсе пыраҫҫӗ. Промышленность продукцийӗн калӑпӑшӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 30,8 процент нумайланнӑ. Укҫа ҫине куҫарсан вӑл 12 миллиард та 271 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Уйрӑм предприятисене тишкерсен, «Август» фирмӑн Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ, «Чӑвашкабельмет», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Вурнары Завод Сом» кӑтартӑва лайӑхлатнӑ. Районти вӑтам шалу хисепӗ те ӳснӗ. Унтисем уйӑхсерен вӑтамран 21 пин те 227 тенкӗ те 90 пус илнӗ. Ку вӑл — кӑҫалхи сакӑр уйӑхри кӑтарту. Район администрацийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенчинчен шалу 4,6% хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Михаил Игнатьев Элтепер Федераци хыснинчен укҫа илес тесен регионсен ертӳҫисен хӑш-пӗр йывӑрлӑха шухӑшласа кӑларма тивет. Rambler News Service пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ. «Эпир пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Эпӗ Антон Германовича (сӑмахӗ РФ финанс министрӗ Силуанов пирки пырать) калатӑп: тӗрӗссӗн ӗҫлеме пайталлӑ мар тетӗп, финанс министрӗ илттӗр, укҫа уйӑртӑр тесен йывӑрлӑха шухӑшласа кӑлармалла. Йӑлтах лӑпкӑ, тӑнӑҫлӑ пулсан укҫа памасан та пултараҫҫӗ. Калаҫҫӗ: эсир ахаль те лайӑх пурӑнатӑр, хӑвӑрах пурӑнӑр», — ҫапла цитатӑланӑ RNS Михаил Васильевич сӑмахне. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах пирӗн республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Ен Михаил Игнатьев Элтеперпе РФ финанс министрӗ Антон Силуанов хушшинчи туслӑ хутшӑнупа мӑнаҫланма пултарнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |