Экономика
Наталья Тимофеева патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курманнине палӑртнӑ Паян пирӗн республикӑра Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2012-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче кӑларнӑ указсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе йӗркеленӗ республикӑри ӗҫ ушкӑнӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Иван Моторин премьер-министр ертсе пынӑ. Республиrӑн Правительствин пуҫлӑхӗ социаллӑ сферӑри организацисенче тӑкаксене оптимизацилессипе ӗҫе малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Ҫапла туни, премьер-министр шучӗпе, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакансен уйрӑм категорин шалӑвне ӳстерме май памалла. Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Раҫҫей Президенчӗн Указне тӗпе хурса республикӑра наркологи службине модернизациленине пӗлтернӗ. паянхи кун тӗлне регионти учрежденисенче пурӗ 55 врач-нарколог тӑрӑшнине каланӑ. Чӑваш Республикин пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен Патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Наталья Тимофеева патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курманнине палӑртнӑ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра усламҫӑсене ӗҫлеме ҫӑмӑллипе ҫӑмӑл маррине, вӗсем епле йывӑрлӑхпа тӗл пулнине палӑртма халӑх шухӑшне пухаҫҫӗ. Ҫынсен хаклавне Чӑваш Енӗ Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ министерствин Бизнес-инкубаторӗ йышӑнать. Автономилле учреждени шутланакан ҫак бизнес-инкубатор халӑх шухӑшне чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пухма пуҫланӑ. Ҫынсене вӑл раштавӑн 11-мӗшӗ таранах пӗлтерме ыйтать. Анкетӑсене opp1@rbi21.ru электрон адреспа е 62-12-77, 62-65-08 факс номерӗсемпе ярса пама пулать. Анкетӑсенче палӑртнӑ шухӑш усламҫӑсем кулленхи ӗҫре тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пӗлме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Пӗлнине кура ҫитменлӗхе те, тен, пӗтерӗҫ-и — кӑна, ахӑртнех, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Енри Канашри инфратытӑма аталантармалли проекта сӳтсе явнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительствӑпа килӗшӳллӗн, унта ҫӗнӗ савут хута яма палӑртнӑ. Монохулари инфратытӑма аталантармалли пирки Мускавра канашлура калаҫнӑ. Унта ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин, Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов тата ытти специалист хутшӑннӑ. Планпа килӗшӳллӗн, Канашра индустри паркӗ пулмалла. Унта вун-вун компани ӗҫлемелле. Ҫавӑн пекех органика мар хими пӗрлешӗвӗсен савутне хута яма палӑртнӑ. Халӗ индустри паркне хута ярас ӗҫе резидентсене илӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр инвесторсем ку ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта клинкер брусчатки тата клинкер кирпӗч туса кӑларма пултаракан предприяти хута кайнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин, экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков, «Ҫар-промышленноҫ банкӗ» директорсен канашӗн ертӳҫи Юрий Колток хутшӑннӑ. «Экоклинкер» предприяти пуҫлӑхӗ Александр Краснов производствӑна кӗске вӑхӑт хушшинче хута яма май килнине асӑннӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртме пысӑк пулӑшу кӳнӗшӗн республика Правительствине тав тунӑ. Клинкер брусчатки тата пиччӗн клинкер кирпӗч туса кӑларакан предприятире пурӗ 125 ҫын ӗҫлет. Проекта пӗлтӗрхи нарӑсра пуҫланӑ. Объекта пӗтӗмпе 800 млн тенкӗ инвестици хывнӑ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Иван Моторин премьер-министр «Чӑвашавтодор» предприятин ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑмӑлсӑртарах пулнине республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Эрнесерен пухӑнакан планеркӑра хӗллехи вӑхӑтра автоҫулсене тирпейлесе тытса тӑрас ӗҫе те тишкернӗ. Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов хӗле хатӗрленес ӗҫ пӗчӗккӗн вӗҫленсе пынине пӗлтернӗ. Федераци шайӗнчи ҫулсене «Волга» Упрдор, республика шайӗнчисене «Чӑвашавтодор» тытса тӑрать. Кӑҫал вара федераци шайӗнчисене «Воддорстрой» общество, республика тата муниципалитет ҫулӗсене «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «СтройТЕК», «Ликта», А.Н. Макаров фермер тасатса тирпейлесе тӑрассине пӗлтернӗ министр. Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн муниципалитетсем явапли паллӑ ӗнтӗ. Ҫул пӑрлакланса ларасран сапма кирлӗ хатӗрсене туянса хунӑ. Муниципалитетсенче ӑна кирлин 83 проценчӗ чухлех янтӑланӑ. Техника енчен те нимӗнле кӑлтӑк та пулманнине ӗнентернӗ Владимир Доброхотов. ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин «Чӑвашавтодор» ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Республикӑн правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи республика хыснине пӑхса тухнӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Канашлура республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн, Общество палатин пайташӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев кӑҫалхи хысна экономикӑн кӑткӑс условийӗсенче пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ. «Йывӑрлӑха пӑхмасӑрах республика хыснин виҫисене виҫҫӗмӗш хут тӳрлетнӗ май пӗрлештернӗ тупӑшӑн суммине 359 млн тенкӗлӗх пысӑклатма май килет», — тенӗ. Тӗп калаҫу республикӑра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне лайӑхлатасси, ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси, ҫынсене ишӗлес патнех ҫитнӗ ҫуртсенчен куҫарасси пирки пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Михаил Игнатьев Элтеперпе ЧР Арбитраж сучӗн ертӳҫи Олег Бойко Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ертӳҫипе Олег Бойкӑпа тӗл пулнӑ. Олег Бойко Арбитраж сучӗ епле ӗслесе пыни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 10 пин ытла тавӑҫ ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, ҫак хисеп унчченхинчен 700–800 тавӑҫ нумайраххине пӗлтерет. Арбитраж сучӗн ертӳҫи республикӑра панкрута тухакансен шучӗ куҫкӗретех ӳссе кайнине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи 9 уйӑхра пункрута тухнисене 240 тӗслӗх шута илнӗ. Кӑҫал ун пеккисен йышӗ 350-а яхӑн ҫитсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах лайӑххине те палӑртмалла. Олег Бойко республика Элтеперне пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ право йӗркине пӑсакан предприяти-организацисен шучӗ чакнӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
«Тимӗр-банк» «Шупашкарта малтан эпӗ пӗр Тимӗре кӑна пӗлеттӗм. Авалхи чӑваш ячӗпе хӑйне манӑн тахҫанхи пӗлӗшӗм тата ЧНКн паллӑ ӗҫченӗ тата усламҫӑ Володя Тяпкин калать», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Александр Белов паллӑ журналист. Унтан вӑл Шупашкарта «Тимӗр-банк» асӑрханине палӑртнӑ май финанспа кредит организацийӗ уҫнипе, услам лайӑх аталаннипе Тимӗре саламланине пӗлтерет. Анчах Владимир Тяпкин вӑл банкпа нихӑш енчен те ҫыхӑнман-мӗн. Ӑна тутарсем уҫнӑ. Ҫапла вара «Тимӗр-банкпа» Тимӗр хуҫа маррине палӑртмалла. Финанспа кредит организацийӗн ячӗ вара, чӑн та, питӗ илӗртӳллӗ. Кам пӗлет, пурӑна киле, тен, Тимӗр те банк уҫӗ-и? Калӑпӑр, «Тимӗр-банк 2» тесе. Ара, ваттисем куҫ хӑрать те ал тӑвать теҫҫӗ мар-и?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫурт-йӗр тӑвакан «СУОР» комбинатра ӗҫлекенсем ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫ укҫи илеймеҫҫӗ. Унта пурӗ 2,5 пин ҫын тӑрӑшать. Хӑшӗсен шалу парӑмӗ 70 пине те ҫитсе кайнӑ-мӗн. Теприсене Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫав предприяти хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен кайма ыйтнӑ. Ӗҫрен хӑтарма заявлени ҫырнисемпе паян кун та татӑлса пӗтмен. Кун пирки Патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтерет. Ӗҫ укҫине ҫынсем вӗҫӗмех ыйтаҫҫӗ-мӗн. Анчах кашнинчех вӗсене ыран пыма сӗнсе ӑсатаҫҫӗ. «СУОРта» стропальщикра тӑрӑшнӑ Игорь Немцов унта ӗҫленине ырӑпа аса илменнине пӗлтернӗ. «Талӑкӗпе кунтан тухмасӑр ӗҫлетпӗр. Унччен ӗҫленӗ ҫынсене пуҫлӑхсем укҫасӑр тата хутсемсӗр хӑварчӗҫ», — тенӗ, сӑмахран, Гульчехра Кокшева. «СУОРӑн» юридици департаменчӗн ертӳҫи Ольга Аблесова вара урӑхларах шухӑшлать-мӗн. Ун шучӗпе йӗркеллӗ ӗҫлекенсене ӗҫрен никам та хӑтармасть. Сӑлтавне унтисем йывӑрлӑхпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Аптӑранӑ ҫынсем прокуратурӑна та ҫитнӗ. «СУОР» предприятин гендиректорӗ Владимир Ермолаев ҫак уйӑх вӗҫӗччен майлаштарса яма тӑрӑшассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Владимир Аврелькин (сулахайри) тата Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ЧР экономика министрне Чӑваш Енӗн Элтеперӗнчен ят илтнӗ. Ларура Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи прогнозне тишкернӗ. Прогноза Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хатӗрленӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Владимир Аврелькин ял хуҫалӑхӗнчи тата промышленноҫри ӗҫ укҫин виҫине мӗн чухлӗ пулассине палӑртнипе кӑмӑллах пулман. Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма халӗ меллӗ лару-тӑру тесе шухӑшланӑ май ҫак отрасльти ӳсӗм те лайӑхланмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Экономика министерстви ӳсӗме ҫитес ҫул 2,4 процент тесе палӑртать. «Ӗҫ укҫине ӳстерес тесен ку вӑл сахал», — тенӗ Михаил Игнатьев Владимир Аврелькина. «Мӗн тери чее тата ӑслӑ министр эсӗ пирӗн. Чӑн-чӑн бюрократ пулса кайрӑн», — тенӗ ял хуҫалӑхӗнчи тӑрӑм тата шалу виҫи калаҫнӑ май Михаил Игнатьев Владимир Аврелькин министра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |