Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков республикӑн тӗп хулинче пурӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май хулара кану вырӑнӗсем тата йышланасса пӗлтернӗ. 2019 ҫулччен ун пеккисен шучӗ тепӗр 15 пулмалла.
Хальхи вӑхӑтра тӗп хуламӑрта Лакрей вӑрманӗ, А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ парк илемленеҫҫӗ, хитреленеҫҫӗ, пуянланаҫҫӗ. Ҫитес ҫул Шупашкарта «Шупашкар» универмаг умӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртӗҫ. Алексей Ладыков мэр пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи территорие юсанинчен тытӑнӗҫ. Унта ҫӗнӗ фонтансем те вырнаҫтарма шухӑшласа хунӑ. Иккӗмӗш тапхӑрпа ҫав районта сквера хӑтлӑх кӳрӗҫ, Учительсен аллейине тӑвӗҫ. Ӳнер аллейи пирки те манмӗҫ: ӑна самай ҫӗнетме шухӑшлаҫҫӗ.